Моргаушский муниципальный округ

Ачăрсем куç ытамĕнче пулччăр

Наркомани сарăлса пыни, уйрăмах çамрăксем хушшинче, никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Асăннă ыйтăва татса парассине патшалăх шайне çĕкдемелли куçкĕретех. Çак статья наркоманипе алкоголизм проблемисемпе тĕл пулма тивнисемшĕн те, тĕл пулма тÿр килекенсемшĕн те усăллă та кирлĕ пуласса шанатăп. Мĕншĕн тесен эпир наркомани чирĕн сăлтавĕсене тата вăл еплерех палăрнине пĕлсе тăрсан, вăл çемьере тымарланассинчен хăтăлма, хамăрăн ачасене асăннă чиртен сыхлама пултаратпăр. Çак хăрушлăха шута илменни вара пĕрре те тĕрĕс мар пулĕччĕ. Наркомани хальхи вăхăтра питĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлать, хăйĕн ытамне ытларах та ытларах çынсене илет. Çавăнпа та, ку чир сирĕн ачăра пырса тивмен тесе çирĕп ĕненÿлĕхре пулсан та, ача хăйне мĕнле тытни тĕлĕшпе пурпĕрех тимлĕ пулăр, унпа хăвăрăн хушшинчи хутшăнусене тепĕр хут тĕрĕслĕр. Эсир ачăрсемпе тытакан çыхăнусене çухатнă туйăм çук-и сирĕн, вĕсемпе пĕтĕмпех йĕркеллине шанса тăратăр-и; Паллах, ача хăйне епле тытассинчи улшăнусем вăл наркоман пулса тăнине çирĕплетсех калакан самант мар-ха, çав вăхăтрах ку чăнлăх пулнине сирме те тăхтамалла. Чире мĕн тери маларах асăрхатăн, ăна иртерех чарма та майсем ытларах. Наркоманипе çыхăннă специалистсене çакă уйрăмах паллă: енчен те ачан тыткаларăшĕсенче пĕр-пĕр уйрăмлăхсем палăраççĕ пулсан сис-чĕвлĕхе вăйлатмалла, мĕншĕн тесен шăпах асăннă уйрăмлăхсем ача наркотиксемпе паллашнин палăрăмĕсем пулма пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ку енĕпе уйрăмах çак самантсем тĕлĕшпе тимлĕ те сисĕмлĕ пулас пулать: - ачăрсем сирĕн шанăçăра тивĕçтермен компанисенче вăхăта нумай ирттереççĕ е çакăн пек компанисем сирĕн килте пуçтарăнаççĕ* - сирĕн ачăрсем мĕнпе те пулин интересленесси майĕпен сахалланса пырать, çĕнĕ интерессем вара курăнсах каймаççĕ* - ачăр сирĕнпе тата тăванăрсемпе сахалрах та килĕшÿсĕртерех хутшăнать е калаçать, унăн тыткаларăшĕсенче час-часах сăлтавсăр пăлханни-хумханни, нимĕн енчен те туртăнманни, ним çукранах кулни е ыйхăлани палăрать* - вăхăтран вăхăта сирĕн ачăртан паллă мар шăршă кĕрет* - ăçта тăкакланине ăнлантармасăрах, вăл сирĕнтен тăтăшах укçа ыйтать* - килтен япаласем çухалаççĕ* - ачасем вăхăта яланах дискотекăсемпе клубсенче ирттереççĕ* - ачасен калаçăвĕнче çĕнĕ, эсир пур чухне те ăнлансах кайман сăмахсем нумайланаççĕ, наркотиксем пирки асăнни те вĕсене ытларах сисĕнет. Тепĕр хут калатăп, ачан çак палăрăмĕсем наркотиксемпе çыхăнмасан та пултараççĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕсемшĕн вĕсем килти лару-тăрупа йĕркелĕх пирки шутласа пăхмалли сăлтавсем шутланаççĕ. Енчен те сирĕн ывăлăрăн е хĕрĕн тыткаларăшĕсенчи çÿлерех асăннă улшăнусемсĕр пуçне эсир ытларах та ытларах килте малтан пулман япаласене асăрхама тытăнтăр пулсан (малтан никам та туртман йÿнĕ пируссем, фольга татăкĕсем, пĕчĕкрех хаклă хут укçасен çуррисем, çунăкпа витĕннĕ кашăксем, шурă порошок е хăмăр тĕслĕ тасамарлăх хăварнă йĕрлĕ хырăнмалли лезвисем) вара пĕтĕм иккĕленÿсем сирĕлеççĕ. Ун пек чухне ачăр наркотик мĕнне пĕлнине сирĕн ĕненсе йышăнмах тивет. Асра тытăр, хăйĕн çĕнĕ илĕртĕвĕ-кăсăкланăвĕ пирки эсир тавçăрса илесрен ачăр пур майсемпе те асăрханма тăрăшать, хăй наркотиксемпе тунă опыт пирки хăй ирĕкĕпе пушшех те каласа памасть. Пĕтĕмлетсе каласан та, наркотиксем ăçта пуçтахланма тытăнаççĕ, унта яланах суя хуçаланать, ытларах чухне ĕненме май çукскер тата тĕлĕнмелле ытарлă шутласа кăларнăскер. Çапла вара, лару-тăру сирĕншĕн питех те уçăмлă, хăвăрăн ачăр наркотиксемпе туслашни пирки эсир урăх иккĕленместĕр. Малалла мĕн тумалла, мĕнле мерăсем йышăнмалла; Шел пулин те, çакăн пек самантсенче те чылай ашшĕ-амăшĕ лару-тăрăва тĕрĕс хаклама пултараймасть. Харпăр хăй çемйинчи хутшăнусем пирки шутлас вырăнне вĕсем обществăна, паянхи йăласене, хăйĕн ачин "киревсĕр компанине" ятлама пикенеççĕ. "Сиплевĕ" тĕрлĕ мерăсене шырасси пуçланать. Пуяннисем хăйсен ачисене хупă мелпе ĕçлекен хаклă клиникăсене вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Çакна тума майсем çук çемьесенче пур-çук укçана пултарнă таран пуçтарса йÿнĕрех хакпа "кодировани" тумашкăн тăкаклаççĕ. Хăйсен наркоман-ачисем çаратнипех нимсĕр тăрса юлнă çынсем вара, нимĕн тăвайман енне пачах йÿнĕ, тепĕр чухне малтанлăха укçасăрах пулăшма шантаракан экстрасенссенчен, ытти тĕрлĕ асамçă-ултавçăсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Кунта тÿрех çакна калас пулать: çÿлерех асăннă проблемăна татса панă чухне хăвăрт пурнăçланас пек тата ансат йышăнусем ан тăвăр. 7 çул наркологра ĕçлесе, çул çитмен çамрăк наркомансен (алкоголизмпа чирлисен) ашшĕ-амăшĕн чун ыратăвĕпе куççулĕсене, вĕсем ывăнса çитнине тата шанчăка çухатнине, наркомансен хăйсен асапланăвĕсемпе пурнăçри трагедийĕсене эпĕ ытла та тăтăшах куратăп. Эпир темĕн пек хирĕçлеме хатĕр пулсан та, тĕнче опычĕ те, пирĕн хамăрăн практика та пĕр енлĕ кăна хуравлаççĕ: çак инкекрен пур чухне те пулăшма пултаракан меслет çук. Мĕншĕн тесен наркомани - çав тери кăткăс пулăм, вăл çын пурнăçĕн биологи, психологи, социаллă тата ăс-хакăл никĕсĕсене тÿреммĕнех пырса тивет. Çавăнпа та йышăнусем кунта хăвăрт та çăмăл пулма пултараймаççĕ, пирĕнтен чылай нумайрах вăйпа вăхăт ыйтаççĕ. Чăн та, наркоманипе алкоголизма "хăвăрт та пахалăхлă" сиплеме шантарни çинчен паян кашни хаçатра тенĕ пекех е урамсенчи пĕлтерÿсен хăмисем çинче вуласа пĕлме, радиопа е телевиденипе илтме пулать. Шел пулин те, асăннă сĕнÿ-пулăшусенчен ытларахăшĕ çын инкекĕ çинче совеçе пĕлмесĕр спекуляци туни кăна. Инкекрен тухмалли çул-йĕр вара пур. Эсир те ăна çемйисене наркомани е алкоголизм инкек кÿнĕ пиншер çын пекех тупма пултаратăр. Анчах та пирĕн пурин те малтанах пĕтĕмĕшле те пулин çак ыйтусем çине хуравсем тупас пулать: мĕн вăл наркотик, наркоманин пĕлтерĕшĕ мĕнре, камсем вĕсем - наркомансем; Ун çинчен тепрехинче калаçăпăр.


10 декабря 2003
00:00
Поделиться