Моргаушский муниципальный округ

Ĕç малашлăхĕ - техникăра

Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пур. Çак тĕрĕслĕх кирек ăçта та тÿрре килсе тăрать. Ял хуçалăх производствинче те çаплах: çуркунне юр ирĕлсе пĕтсен ака-суха ĕçĕсене тумалла, хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлемелле, август-сентябрь çитсен вырмапа ытти кĕрхи ĕçсене ирттермелле, уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май унта хутшăннă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартса çитес çулхи ĕç-хĕлшĕн тăрăшма пуçламалла. Халăхра Михал кунĕ çитсен хĕл ларать тесе сăнани пур. Тĕрĕсех-тăр, акă çĕр пичĕ шурĕ юрпа витĕнчĕ. Кунĕпе лапка-лапка çăвакан юр çĕр ĕçченĕн чылай ĕçне шурă кавирпе хуплать. Çуркуннеччен. Çут çанталăкăн çак вăхăтне курса тăрса пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çуллахи-кĕрхи ĕçсене явăçтарнă техникăна хĕллехи управа лартасси мĕнле пынипе паллашасси пырать. Районта çак ĕçсем епле пурнăçланнине хаклама иртнĕ юн кун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх техника надзорĕн управленийĕн тĕп специалисчĕ Андрей Михайлович Столяров (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) килсе кайрĕ. Вăл районти Патшалăх техника надзор инженер-инспекторĕпе С. Николаевпа "Герой", "Свобода", "Ударник", Ильич яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче тата "Моргаушагропромхими" акционерлă обществăра пулса çак хуçалăхсем ял хуçалăх техникипе епле усă курнипе тата ăна хĕллехи управа мĕнле лартнипе кăсăкланчĕ. Тÿрех каламалла, "Герой" тата "Свобода" хуçалăхсенче пулсан хуларан килнĕ тĕрĕслевçĕ хăй кунашкал тирпейлĕхе тата малалла пăхнине халиччен курманпа пĕрех пулнине палăртрĕ. Çав кун çитсе курнă тепĕр виçĕ хуçалăхра та Андрей Михайлович шучĕпе техникăна управа лартса унăн эксплуатаци ĕмĕрне тăсассипе ĕçсем чи çÿллĕ шайра пыраççĕ. - "Моргаушагропромхими" пĕрлешÿре, акă, техникăна пăхсан вĕсемпе çулталăкĕпех тислĕкпе те минераллă удобренипе ĕçлени сисĕнмест те. Кунашкал перекетлĕхпе тирпейлĕхе нумайăшĕн ăмсанмалли кăна юлать, - терĕ управа лартнă техникăна пăхса тухнă хыççăн А. Столяров. "Герой". Паркри техника культури çÿллĕ шайра. Кăткăс техника пĕтĕмпех çивитти айĕнче. Юсав мастерскойĕ тирпейлĕ, хĕле хатĕр. Кунтах ĕç сыхлавĕн кабинечĕ тата вĕрентÿ класĕ пур. Управа лартнă техника пĕтĕмпех тимĕртен тунă ятарлă тĕревсем çинче. Кирлĕ пулма пултаракан техника та уйрăм лаптăкра. "Çапла ĕçлессине йăлана кĕртрĕмĕр те никамшăн та кĕр çитсен ыйту çуралмасть. "Хир карапĕсене" управа лартма комбайнерĕсем "вĕсем витĕр тухаççĕ", - терĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Леонтьев. Хуçалăхра техника паркĕ кивĕ пулсан та, лайăх управ унăн ĕçлес ĕмĕрне тăсать. Техникăна управа лартассипе Шурчасем 2000, 2001, 2002 çулта районта 1-мĕш вырăнта пулнă, 2000 çулта ку тăрăшулăхпа вĕсем республикăра та 3-мĕш вырăна тухнă. Кăçал та хуçалăх пĕрре суйласа илнĕ çултан юлманни савăнтарать. "Свобода". Машинăпа трактор паркĕнче пире гараж заведующийĕ П. Толикин кĕтсе илчĕ. Вăл кăмăллă пулнинченех хуçалăхра техникăна упрассипе пысăк ыйтусем çукки курăнчĕ. Урăхла епле-ха. Паркра юлашки 5-6 çул хушшинче техникăна лартма виçĕ ангар туса хута ячĕç. Халĕ техникăн тĕп пайĕ вĕсенче управра ларать. "Техникăна хĕрхенетпĕр тата хисеплетпĕр. Эпир ăна çапла пăхнипе вăл пире ĕçре ырăпа кăтартать", - терĕç П. Толикинпа трактор бригадин бригадирĕ М. Кирпичников. Кăçал туяннă икĕ "Енисей" комбайнсем юр çăвиччен майлах "Юнга" хуçалăха пулăшрĕç пулин те, вĕсене паян пуринчен кайран управа лартнă тесе калаймастăн. Хуçалăхра техникăпа тухăçлă ĕçленĕшĕн тата вĕсене управа тĕплĕ лартнăшăн 5-шер пин тенкĕ преми панă. Çакă та ĕçсен пахалăхĕ çине пысăк витĕм кÿрет. Техникăна управа лартнипе пĕрлех хуçалăхра ăна çитес çур аки ĕçĕсене юсаса хатĕрлессипе те ĕçсем пуçланнă. Çавна валли юсав мастерскойĕсем ăшă та тирпейлĕ. Иван Петров токарь, авă, техникăна юсавлисен ретне лартассипе активлă ĕçлет (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕк). "Ударник". Ытарлă каласан, çак сăнавлă приозводство хуçалăхĕ тепĕр пĕчĕк район. Тăватă производство участокне хăйсене уйрăм хуçалăхсемпе танлаштарма пулать: кашнин хăйĕн техника, хăйĕн паркĕсем. - Кун чухлĕ техникăна йĕркеллĕ тытасси, ĕçлеттересси пысăк ответлăх, вырăнсенче яваплăха туйни кăна кунта ĕçсене хăй еккипе ямасть. Ку савăнтарать, - терĕ хуçалăхри 4 уйрăмра та пулсан А. Столяров. Пире Панкли уйрăмĕнче кунти инженер-механик В. Алексеев, хуçалăхăн тĕп инженерĕ Н. Николаев тата тĕп агрономĕ В. Ананьев кĕтсе илчĕç. Тÿрех каламалла, Панкли уйрăмĕнче кăçал техникăна управра лартассипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ, техникăна бетон плитасем çине вырнаçтарнă. Юсав мастерскойне техника кĕртме хатĕрлени те Панклисем алă усса пурăнманнине çирĕплетет. Вăрманкасси уйрăмĕнче техника çине тирпейлĕ пăхасси пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе пуян опыт пухнă Г. Афанасьев - уйрăм ертÿçи - ĕçрен списать тунă техникăна та çийĕнчех тимĕр-тăмăра ăсатмасть, ăна та ыттисене юсама усă курма тирпейлĕ упрать. Уйрăмра Дон-1500 комбайнсем виççĕ. Вĕсем ГОСТ требованийĕсемпе килĕшÿллĕн управа лараççĕ. Сеялкăсем, çĕр улми комбайнĕ, выльăх апачĕ хатĕрлемелли Итали технологийĕ - çивитти айĕнче. Йÿçкасси уйрăмĕнче техника упрасси çине татах та тимлĕрех пăхнине куртăмăр. Кунта техника çумĕнчи кăларса илмен шлангсемпе пиççиххисене рулонпа сенаж хатĕрлемелли полиэтилен хутсемпе (усă курнисемпе) чĕркесе лартни кунти механизаторсем перекетлĕхĕн çĕнĕ утăмне суйласа илнине кăтартать. - Техники пур, ĕçлемелле те ĕçлемелле. Ăна упрама йывăр, анчах пулать. Пĕлетпĕр, хамăр тăрăшмасан, техникăна упрамасан, сĕтел çинче çăкăр пулмĕ, - терĕ пире уйрăмри инженер-механик Лев Васильевич Павлов. Матьăкра та техника çине пÿрне витĕр пăхмаççĕ. Техникăна управа тирпейлĕ лартнă, анчах паркри карта çумĕпе, техника та юнашарах, çум вăрманне касманни кунта юр тытма хатĕрленнине систерет. Ильич яч. хис. Район кăçал туяннă 6 "хир карапĕнчен" (пурте "Енисейсем") пĕри Ваçкассинче. Ăна кунта ÿкле айне вырнаçтарма мехел çитернĕ. "Ку комбайнпа кăçал нумай ĕçлерĕмĕр. Унăн ĕмĕрне тăсас пулсан тивĕçлипе упрас пулать. Çавăншăн тăрăшрăмăр", - каласа парать гараж заведующийĕ Георгий Иванов. Паркра кăçал уй-хир ĕçĕсене хутшăннă мĕнпур тухникăна управа тирпейлĕ лартни Ваçкассисем паянах çитес çулпа пурăннине çирĕплетет. Сеялкăсене (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕк) çур акие хатĕрленĕпе пĕрех. "Моргаушагропромхими". Уй-хир ĕçĕсенче кашни хуçалăхах пулăшакан пĕрлешÿре техника управĕ çине тимлĕ пăхнипе унăн ĕмĕрне тăсаççĕ. Акă, тислĕк сапалакан 8 агрегат пĕр ретре тап-таса та çап-çутă ларни вĕсем кăçал тислĕк курманнине çирĕплетмест - управ çавнашкал. Вĕсем 2-мĕш ĕмĕр пурăнаççĕ ĕнтĕ. Пĕрлешÿре 29 трактор, 44 автомашина, ытти вун-вун агрегат. Техникăна вăхăтра тĕрĕслеве тăратни тата вĕсене тирпейлĕ упрани предприятие çулталăкĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем тума май парать. Ĕçленине кура пурнăç условийĕсем те. Эпир кунта пулнă кун предприятире вăй хуракансем октябрь уйăхĕшĕн ĕç укçи илетчĕç. - Тирпейлĕхпе перекетлĕхе малти вырăна хурса эпир хамăр районтисĕр пуçне Етĕрне, Шупашкар районĕсенче, Чул хула облаçĕнче, Марий Эл Республикинче те ĕçлетпĕр. Ĕçе чĕнекене хирĕçлемен. Çавна валли техника хатĕр пулмалла. Çак тĕллевпе кашни техникăна управа ятарлă актпа лартрăмăр. Ун тăрăх ăна хĕл кунĕсенче мĕнле юсамалли паллă та, - терĕ пĕрлешÿ ертÿçи В. Пушкин. Куратпăр ĕнтĕ, малашлăха пăхса ĕçлекенсем айккинчен такам килсе пулăшасса кĕтмеççĕ. Ĕç-пуçа укçи çукки çине те йăвантармаççĕ. Ĕçлесен пулатех, ĕçлемесен вара... Лапка-лапка çăвакан юр çутçанталăк хĕле кĕнине пĕлтерет. Апла пулсан, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ, техникăна юсама пуçлама та чухах. Паянхи кунпа пурăнманнисен юсав мастерскойĕсенче сунтал çинче шаккани илтĕнет те.


10 декабря 2003
00:00
Поделиться