Моргаушский муниципальный округ

Чун ăшши - кашни валлиех

Ырă кăмăллă çынпа калаçсан, темле хăв сисмесĕрех чуна лайăх пулса каять. Сăпайлăхĕпе, ăшпиллĕхĕпе хăйсем патне туртаççĕ ун пек çынсем. Турай ял администрацийĕнчи Мăн Токшик ялĕнче пурăнакан Р.П. Федорова çавăн пек вашават хĕрарăмсенчен пĕри. мăшăрĕпе, Александр Федоровичпа пилĕк ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Римма Павловна хăй те йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Виçĕ хĕр, виçĕ ывăл пулнă вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ те йĕркеллĕ çынсем, 1999 çулта хăйсен ылтăн туйне уявланă. Р.П. Федорова юрă-кĕвĕне юратакан çемьере ÿссе çитĕннĕ. Мăшăрĕ те 28 çул Токшикри Культура çурчĕн директорĕнче тăрăшать. Ачаранах илемлĕх тĕнчине иленĕ вăл, уçă сассипе тĕрлĕрен юăрсене шăрантарнă, юрлама çав тери юратать. Турайри вăтам шкултан тухсан Канашри педучилищĕне музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ, унта икĕ çул вĕреннĕ. Хыççăн Шупашкарта çăкăр заводĕнче пĕр çул вăй хунă. Анчах та чунĕ музыка еннеллех туртăннă. Çавăнпах пулĕ вăл 1971-1973 çулсенче чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрланă. Нумай çĕрте пулса хăйĕн уçă, илемлĕ сассипе çынсене савăнтарнă. Хăйсен ялĕнчи маттур яшпа А. Федоровпа çемье çавăрнă хыççăн шăпи татах улшăнать. Вăл яла таврăнать, виçĕ çул хушши Киров яч. хис. хуçалăх ферминче пăрусем, сыснасем пăхать. Хут купăспа вылянă пиркиех Римма Павловнана Токшикри Культура çуртне илемлĕх ертÿçи пулма чĕнеççĕ. Икĕ çул ĕçлет вăл кунта. Хыççăн каллех ултă çула яхăн пăрусем пăхать, ытти ĕçсене те хутшăнать. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те, чунĕпе те, сăнĕпе те çамрăк вăл. Кунти "Тăванлăх" фольклор ансамбльне юрлама çÿрет. Юрлани ăна чунне уçса вăй-хăват парса тăрать. Мăшăрĕ те пĕрле пулни те хавхалантарать Р. Федорована. Сăмах май каласан, унăн ашшĕ, П.Е. Егоров хут купăспа ăста вылянă, Д.Н. Николаевапа пĕрле аллăмĕш çулсенче Мăн Токшик ялĕнче хор йĕркеленĕ, халĕ вăл 79 çулта ĕнтĕ. Римма Павловнана хастар ĕçĕшĕн Хисеп грамотисемпе чысланă, "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ вăл. Федоровсем ĕçлеме ÿркенмен çынсем, выльăх-чĕрлĕхне те нумай усраççĕ. Ачисене кашни ĕçшĕн яваплăха туйма, туйма мĕн хушнине пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама вĕрентнĕ вĕсем. Ашшĕ те ачисене ирĕке яман, çирĕп тытнă. Хăй те ĕçкĕпе иртĕхмен, пирус туртман пирки ывăлĕ те çак сиенлĕ йăласене хăнăхман. Халĕ ачисен çулĕсем тĕрлĕ еннелле саланнă ĕнтĕ. Анджелăпа Мария Мускавра суту-илÿĕçĕнче тимлеççĕ, наташа коопераци техникумне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта "Поляна" магазинта ĕçлет. Сăмах май каласан, Анджела та Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине, коопераци техникумне пĕтернĕ. Светлана ял хуçалăх академийĕ çумĕнчи филиала пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Александр, Шупашкарта слесарьте ĕçлет, автомеханик пулма ĕмĕтленет. Ĕçчен те сăпайлă ачасем ÿстернĕ Федеровсем. Ял-йышра та пысăк хисепре çак çемье, хăйсем те пултарулла, йĕркеллĕ çынсем. Римма Павловна вара юрлама юратнисĕр пуçне тĕрлĕ изделисем çыхма кăмăллать. Ачасем валли магазинта илмен, хăех çыхса тăхăнтарнă вăл кофти-свитерне. Ывăлĕ те, Александр, нимĕнле ĕçе тиркесе тăмасть, кукăль та пĕçерет, ытти ĕçсене те тăвать. Римма Павловнан вара ĕмĕчĕсем малалла. "Тăванлăх" фольклор халăх ансамблĕн солистки декабрĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпÿре И. Вдовинана халалласа ирттерекен республикăри конкурса хутшăнма тивĕç пулнă. Ăнăçу пултăр эппин конкурсра. Çемйинче те яланах килĕшÿпе телей, тулăх пурнăç хуçаланччăр.


05 декабря 2003
00:00
Поделиться