Кашни ачишĕн вăркать чĕри
Кашни çыншăн çут тĕнче аннерен пуçланать. Унран хакли никам та çук çĕр çинче. Анне ăшши, юратăвĕ, пехилĕ пире пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Çавăнпа та ачисем савăнăçĕпе те, хуйхипе те чи малтан килне, амăшĕ патне васкаççĕ.
Амăшĕ пурри кашни ачашăн çав тери пысăк телей. Ачи-пăчи çитĕнсе çемье çавăрсан та амăшĕн чĕри вĕсемшĕнех çунать, вăл юратнă ачисене кирек хăçан та пулăшма хатĕр, йăнăшĕсемшĕн те хаклă тĕпренчĕкĕсене пĕр сăмахсăрах каçарать. Хăй вăрттăн куççульне шăлса илет пулсан та.
Ку чăнах çапла. Енчен те сасартăк аннесĕр тăрса юлсан, мĕнле пурăнмалла, ăçта шанчăк тупмалла ачасен; Патшалăхĕ, паллах, пăрахмасть-ха вĕсене. Анчах та кил, çемье ăшшине нимĕнле интернатпа та танлаштараймастăн-çке. Çук, иккен. Хытман-ха сăпайлă чăваш хĕрарăмĕн чунĕ. Хăйĕн ачи пулсан та, ют ачасене те пăхма пултарать вăл. Вуншар вĕсем пирĕн районта, çĕре çити пуç тайса тав тумалла çепĕç хĕрарăмсене çав тери ырă та пархатарлă ĕçĕсемшĕн.
Шурчари Светлана Николаевнапа Виталий Петрович Фадеевсен çемьйинче виçĕ ача, асли - Александр хăйсен, иккĕшĕ - Виталийпе Василий, усрама илнĕскерсем.
Пурнăçра тĕрлĕрен лару-тăру сиксе тухать. Пур чухне те ăна тÿрех ăнланса илме те йывăр. Светлана Николаевна та мăшăрĕ йăмăкĕн ачисене хăйсем патне пурăнма илесси пирки пĕлтерсен пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Епле хĕрхенмĕн пĕчĕк ачасене; Вĕсем нимĕншĕн те айăплă мар-çке.
Çемьере нихăçан та ачисене уйăрман Фадеевсем, пурне те туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентнĕ.
- Пĕтĕмпех хамăртанах килет. Вĕсене пурне те ĕçе хăнăхтарма тăрăшрăмăр. Хамăр чипер пулсан, ачасем те йĕркеллĕ çитĕнеççĕ, - аса илет халĕ С.Н. Фадеева иртнĕ кунсенче.
Чăн та, çак ачасене усрава илнĕренпе сакăр çул иртнĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта унăн чĕри кашни ачишĕнех çуннă. Кашнинех вĕрентсе, воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлармалла-çке. Мĕнлерех тусан лайăхрах пулать, ăçта вĕрентмелле вĕсене т. ыт. нумай ыйту канăçсăрлантарнă. Темле пулсан та, ачисен çулне пÿлме шутламан Фадеевсем. Халĕ ывăлĕсем пурте вĕренеççĕ ĕнтĕ. Асли, Александр, Новосибирскри çар институчĕн 2 курсĕнче, Виталий - Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче 2 курсра, Василий те кăçал Ульяновскри çар училищине вĕренме кĕнĕ.
Эппин, тĕрĕс çулпа пыраççĕ-ха çамрăксем. Вĕсем вĕренсе йĕркеллĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулĕç. Çемьере килĕшÿ пулни, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни воспитани енĕпе ырă витĕм кÿнĕ те.
Светлана Николаевна Шупашкарта педучилище пĕтернĕ хыççăн 15 çул садикре воспитательте ĕçленĕ, халĕ "Герой" хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Мăшăрĕ, Виталий Петрович, "Контур" заводра водительте тăрăшать.
Ырă вăрлăхран ырă çимĕç пулать, тенĕ ваттисем. Ăна хирĕçлеймĕн. Анчах та, шăтнă вăрлăх та лайăх, тăрăшса пăхмасан йĕркеллĕ ÿсеймест. Ача та çавнашкалах. Фадеевсен ырă тĕслĕхĕ çакна çирĕплетет те.