Моргаушский муниципальный округ

Хĕрарăмсен канашĕн ларăвĕ

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти хĕрарăмсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова ертсе пычĕ. Районти хуçалăхсенчи, предприятисемпе учрежденисенчи хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем умĕнче чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов сăмах каларĕ. Вăл районăн 10 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, хальхи вăхăтри пĕтĕмĕшле лару-тăру çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Мал ĕмĕтпе пурăнакан, малашлăха пăхакан хуçалăхсемпе предприятисем йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса паян та ăнăçлă ĕçлеççĕ, ĕç укçине те вăхăтра тÿлеççĕ. Ял хуçалăх çулĕн итогĕсем тăрăх район иккĕмĕш вырăн, тăхăр уйăх итогĕсемпе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юлашки çулсенче район аталану тĕлĕшпе нумай малалла кайнă. Кашни çулах çĕнĕ шкулсем хута каяççĕ, ытти объектсем çĕкленеççĕ. Район бюджетĕнче районăн хăйĕн укçи кăçал 13 процент кăна пулсан та, бюджет сферинчи учрежденисем аталанса, вăй илсе пыраççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, газ кĕртесси малалла пырать. Çакă вăл пĕтĕмпех республика тата Раççей правительстви пулăшнинчен килет. Ноябрĕн 30-мĕшĕ - Амăшĕсен кунĕ. Ăна епле хатĕрленсе ирттересси пирки социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи А.Н. Кузьмин, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова каларĕç. Вырăнсенче пур çĕрте те маттур та пултаруллă хĕрарăмсене - ача амăшĕсене чысламалла. Тивĕçлĕ вĕсем çакна. Семеновăн социаллă программисен центрĕн районти филиалĕн ертÿçи М.В. Виноградова центр ĕçĕпе паллаштарчĕ, вăл нумай мероприятисем ирттерме пулăшни çинчен каларĕ. Юлашкинчен районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне ирттерме епле хатĕрленни çинче чарăнчĕ. Суйлава пурин те активлă хутшăнмалли çинчен каларĕ.


02 декабря 2003
00:00
Поделиться