Анне пурри - пысăк телей
1998 çулхи ноябрь уйăхĕнче РФ Президенчĕ ятарлă указ йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, кăçалхипе улттăмĕш хут ĕнтĕ эпир ноябрĕн юлашки вырсарни кунĕнче Амăшĕн кунне паллă тăватпăр.
Календарь çинче тепĕр уяв хутшăннин тĕп тĕллевĕ вăл - амăшĕсен пурнăçри социаллă пĕлтерĕшне ÿстересси, хĕрарăмсен, амăшĕсен проблемисене, ачалăх телейĕн, çемьери килĕшÿпе çирĕплĕхĕн никĕсĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси.
Мĕнле пурăнаççĕ-ха паян районти хĕрарăмсем, мĕнле кĕтсе илеççĕ Амăшĕн кунне;
Çакăн пирки каласа пама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçинчен Н.П. Петроваран.
- Нина Пантелеевна, хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă çемьесем чылай-и;
- Хальхи вăхăтра пирĕн районта нумай ачаллă çемьесем 720, вĕсенче 2335 ача çитĕнет. Ытларах çемьесенче виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ, вĕсем районта 588 çемье (1764 ача)* тăватă ачаллă çемье - 98,5 ачасем - 25, 6 ачалли 9 çемье. Икĕ çемьере 7 ача пăхса ÿстереççĕ.
Районта мухтавлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ амăшĕсем сахал мар. Çакна ăнланмалла ĕнтĕ. Кашни амăшĕн хăйĕн ачи çине пысăк шанчăк хурать, çут çанталăк панă тивлетне хăйне шеллемесĕр пурнăçлассишĕн тăрăшать. Çав вăхăтрах производствăра та, килте те ĕçлеме те ĕлкĕрет.
- Çапла, пурнăçра амăшĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, вăл шутра воспитани енĕпе те. Кун пирки эсир мĕн калама пултаратăр;
- Пурнăç улшăнса пыни те воспитани ĕçĕ çине нумай витĕм кÿрет. Ку енĕпе телевиденипе кăтартакан тĕрлĕрен передачăсем, ют çĕршыври фильмсем нумай тăрăшаççĕ. Çакă вара çирĕпленсе çитмен ăс-тăнлă, çул çитмен çамрăксем çине ытларах витĕм кÿрет. Çавăнпа та манăн çемье пĕлтерĕшĕ воспитани ĕçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăннине палăртсах калас килет. Паянхи кăткăс пурнăçра ачасене тĕрĕс воспитани парасси те çăмăл мар. Вăл ĕç ытларах амăшĕсем çине тиенет. Ачисем ăс-хакăл, кăмăл-сипет, нравственноç тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани илсе ÿсчĕр тесен, ашшĕ-амăшĕн яланах ырă тĕслĕх кăтартмалла, анлă тавракурăмлă пулмалла, пурнăçпа тан пымалла, Мĕншĕн тесен, ырри те, усалли те пĕтĕмпех çемьерен пуçланать. Йĕркеллĕ ачасем çитĕнтерсен пирĕн малашлăх шанчăкĕ те çирĕп пулĕ.
- Шел пулин те, ăнăçсăр, йĕркеллĕ мар çемьесенче тертленекен ачасем те пур-ха паян.
- Çапла. Хăйсен амăшĕ тивĕçĕ çинчен манакан хĕрарăмсем те пур-ха паян районта. Ĕçкĕпе иртĕхни, çемьери хирĕçÿсем, ачасене воспитани парасси çине тивĕçлипе пăхманни каярахпа çав ачасене тÿрĕ çултан пăрса право йĕркине пăсасси патне илсе пыма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ăнăçсăр çемьесем 114, вĕсенче 248 ача. Çавăнпа та кун пек çемьесемпе, амăшĕсемпе хĕрарăмсен канашĕн вырăнти ял администрацийĕсемпе пĕрле ытларах ĕçлемелле.
Çав вăхăтрах ют, тăлăх ачасене хăйсен çемйисене усрама илсе ÿстерекенсем те çук мар. 37 çемьере паян 47 ачана çемье ăшшине парса çитĕнтереççĕ. Вĕсем те чĕререн тухакана тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.
- Нумай ачаллă, пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене патшалăх пулăшать-и;
- РФ Президенчĕн 1992 çулхи "Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" 431 № Указĕпе килĕшÿллĕн, нумай ачаллă çемьесем социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Вĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн, электроэнергипе газшăн, вутă е çĕр кăмрăкĕ, торф брикечĕ илнĕшĕн 30 процент чухлĕ сахалтарах тÿлеççĕ. Унсăр пуçне, çак çемьесенчи 6 çула çитмен ачасем валли эмелсене тÿлевсĕр параççĕ, чылай шкулсенче апат тÿлевсĕр çитереççĕ.
Кăçал, сăмахран, вĕсене 45,5 пин тенкĕлĕх тÿлевсĕр эмелсем панă, 1387 ача тÿлевсĕр апат çиеççĕ, 88 çемье пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн , газпа электроэнергишĕн, вутă илнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курнă т. ыт. те. Унсăр пуçне, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем тĕрлĕ лагерьсенче пулса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Кăçал 75 ача тĕрлĕ лагерьсенче каннă.
- Амăшĕн кунне районта мĕнле паллă тăваççĕ;
- Вырăнсенче Амăшĕн кунне ирттерес тĕлĕшпе хĕрарăмсен канашĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Кашни ял администрацийĕнчех ырă ĕçĕсемпе хисепе тивĕçнĕ, маттур ывăл-хĕр ÿстерекен амăшĕсем сахал мар. Вĕсене культура ĕçченĕсемпе пĕрле пулса çак кунсенчех чысламалла, саламламалла. Вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса пурне те хавхалантарса тăраççĕ. Предприятисемпе учрежденисенче, кашни ĕç коллективĕнче амăшĕсене саламлани кирлĕ. Воспитани ĕçĕ пĕр кунлăх мар, тивĕçлĕ амăшĕсене чысласа тав туни вара кирлех.
Амăшĕн кунне ирттерме районта ятарласа мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, районти нумай ачаллă амăшĕсене Культура çуртĕнче ĕнер чысларĕç.
Юлашкинчен манăн çапла калас килет. Анне, асанне, кукамай - вĕсем пурте амăшĕсем, кашниншĕнех чуна çывăх та хаклă çынсем. Вĕсен юратăвне нимĕнле тарасапа та виçме çук. Ачисемшĕн хăйсен пурнăçне те шеллемеççĕ вĕсем.
Упрар, хисеплер аннесене. Ун чух вĕсен ĕмĕрĕ те вăрăмрах пулĕ, ачисем те амăшĕсем панă вăй-хăватпа, чун ăшшийĕпе ĕçре ÿсĕмсем туса пурнăçра хăйсен телейне тупчăр. Тайма пуç сире, ача амăшĕсем! Малашне те маттур ывăл-хĕрсем çитĕнтерсе район чысне çĕклер.