Моргаушский муниципальный округ

Вăйсене тĕрĕсленĕ

Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе республика тата ытларах пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнма хатĕрленнĕ май, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăх пухакан çамрăк спортсменсем иртнĕ кунсенче хăйсен туртнирне ирттернĕ. Спорт шкулĕн Москакасси, Йÿçкасси тата Нискасси уйрăмĕсенчи 60 яхăн чи маттур кĕрешÿçĕ вун çичĕ виçе категорийĕнче ăмăртнă кавир çинче. Çĕнтерÿçĕсем ятне хăйсен виçе категорийĕсенче Москакассинчи Артем Поркин, Виталий Тимофеев, Иван Назаров, Владимир Шачков, Валерий Ванюшкин, Никита Львов, Николай Касеев, Йÿçкассинчи Герман Дмитриев, Михаил Никитин, Владимир Феоктистов, Нискассинчи Юрий Дмитриев, Матвей Цветков, Михаил Матвеев, Петр Николаев, Дмитрий Уткин, Михаил Никитин, Алексей Алексеев, Александр Алексеев тивĕçнĕ.Спорт шкулĕн кĕрешÿçисем паян Етĕрнере, ыран Вăрмарта иртекен республика турнирĕсене хутшăнаççĕ.


01 декабря 2003
00:00
Поделиться
;