"Такамшăн мар, хамăршăн ĕçлетпĕр"
Çапла пĕтĕмлетрĕç хăйсен ĕçне никĕслесе тата пирĕн калаçăва пĕтĕмлетсе "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕсемпе водителĕсем, юсавçисем.
Ытти хуçалăхсенчи пекех "Герой" кооперативра та çĕре чунĕсемпе çывăх ĕçченсем ĕçлеççĕ. Кунта пĕр-пĕрин ĕçĕпе кăсăкланса тăрас, каярах юлнине пулăшас кăмăл-туйăм ĕнер-паян çуралнăскер мар, ĕçсем çине ответлăхпа пăхасси те административлă командăллă йĕркепе пулса пымасть. Ахальтен каламарĕ ĕнтĕ хуçалăхри водитель тата комбайнер В. Иванов "такамшăн мар, хамăршăн ĕçлетпĕр" тесе. Унпа калаçăва хутшăннă ытти механизаторсемпе водительсем те килĕшрĕç. Çакăнтах Шурчасен тепĕр ырă енне палăртса хăварас килет: икĕ сехете майлă тăсăлнă паллашу-калаçура механизаторсемпе водительсем, юсавçăсем, тĕп инженерпа мехпарк заведующийĕ "Эпĕ çапла турăм" тесе каламарĕç, тăтăшах юлташĕсен е юнашар ĕçлекенсен пултарулăхĕ пирки ăнлантарчĕç.
- Механизаторсемпе водительсем, юсавçăсем итлени ĕçлес çула уçса пырать. Акă, В. Ердуковпа А. Макаров комбайнерсен экипажĕ кăçалхи вырмара СК-5 "Нива" комбайнпа 442 тонна тырă çапса тĕшĕлеме пултарчĕ, хăйсен ĕçĕпе районта та малтисен ретĕнче пулчĕç. Акă, кунта ларакан Владимир Иванов комбайнер экипажĕ те (ытти чух автобус водителĕнче ĕçлет) вĕсенчен ытлах кая юлмарĕ. Пĕтĕмлетсе каласан вырмана хутшăннă 7 "хир карапĕ" те хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех турĕç, - ăнлантарчĕ машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ Александр Терентьевич Рыжков.
- Çынсене мухтанипе çеç мар хăв çинчен те ыррине каламалла. Мехпарк ĕçне контроллесе тăнипе пĕрлех кĕр кунĕсенче стогометательпе 400 тоннăн яхăн улăм урана хыврăн, - терĕ А. Рыжков пирки В. Иванов водитель-комбайнер. Çак сăмахсем пустуй маррине калаçу татах çирĕплетрĕ: А. Рыжков хуçалăхра 30 çул механизаторта ĕçлет. Юлашки 5 çулне гараж заведующийĕнче тимлет пулин те хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче трактор çине ларать. Механизаторсем çинечен калаçнă вăхăтра калаçăва хутшăнакансем гусеницăллă тракторпа ĕçлекен Н. Дмитриев (çур акире, кĕр акире палăрнă), Н. Евдокимов (вырмара "хир карапĕпе" ĕçленĕ), В. Иванов (юлашки кунсемчченех çĕртме сухи тунă) механизаторсен тăрăшулăхне палăртрĕç.
Механизаторсемпе водительсем хăйсене куллен пулăшса пыракан юсавçăсен бригадине те айккинче пăрахса хăвармарĕç. Н. Васильевпа А. Никифоров слесарьсем, С, Евдокимовпа А. Иванов сварщиксем, склад заведующийĕ тата слесарь (калаçăва хутшăннисем ун пирки склад алăкне уçса-хупса çеç пурăнмасть терĕç) В. Иванов, В. Бычков токарь, Н. Иванов тимĕрçĕ хăйсен ĕçне ответлăха туйса пурнăçланăран ĕçсем кал-кал пынă.
Пĕрлехи ăнăçура водительсен тăрăшулăхĕ те ытлашши мар. Акă, С. Ивановпа Г. Шурнов хиртен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте, В. Федоров йĕтем çинче, С. Кудряшов çу-кĕр кунĕсенче хире апат илсе тухас, А. Мясников ГСМ турттарас ĕçре (хуçалăх çу-кĕр кунĕсенче ГСМсăр пĕр кун та ларман) палăрнă.
Уй-хирте пĕрле вăй хунă коллектив хуçалăхра вырма вĕçлесен "Дружба" кооператива та тырă вырма пулăшнă, ĕçсене вĕçленĕ хыççăн никам хушмасăр-каламасăр уй-хир ĕçне хутшăннă техникăна хĕллехи управа лартнă.
- Малашлăха пăхса ĕçлесен, вырма хыççăн "хир карапне" хĕллехи управа лартма çурине сÿтсе пуçтарса хуратпăр. Çакă çитес çулхи ĕçсене çăмăллатни хамăршăн, ăна хамăр çуллен курса ĕненетпĕр. Хамăр валли хамăр тăватпăр. Пире çак ĕçре хуçалăх ертÿçи В. Тюрин, тĕп инженер В. Леонтьев, парк заведующийĕ А. Рыжков пулăшса-хавхалантарсах пыраççĕ, - терĕ хăй пирки калама юратман В. Иванов водитель-комбайнер. Унăн сăмахĕсем мехпаркра техникăна управа лартнине пăхса тухнине уçăмлă çирĕплетеççĕ.
Калаçăва хутшăннисем хуçалăх ертÿçине В. Тюрина, тĕп инженера В. Леонтьева ахальтен ырăпа асăнмаççĕ. Ертÿçĕ хăй те инженер пулнăран техника упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрать, ĕçсене механизацилесси çине ответлă пăхать. Кăçал, авă, çĕр улми кăларма 2 комбайн, çĕр улми сортламалли пункт ĕçленĕ. Ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн вĕсем те управра.
Техникăна упрасси çинчен калаçнă май хуçалăхра вĕсен ытларах пайĕ (кăткăс техника) ÿклесем айĕнче ларать.
В. Леонтьев каланă тăрăх хуçалăхра механизаторсем çитсех каймаççĕ. Ĕçлекенсен пĕр пайĕ сезонран-сезона темиçе техникăпа ĕçлет.
Хуçалăхра паян тракторсем юсама пуçланă, декабрĕн 1-мĕшĕнчен сÿресем юсама пуçлама пăхаççĕ.