Моргаушский муниципальный округ

Хăй те маттур, ыттисемшĕн те тĕслĕх

Виталий Демьянович Степанова, вуннăмĕш çул "Муркашри кирпĕч завочĕ" акционер обществинче водительте вăй хураканскере, районти спорта юратакансем лайăх пĕлсе çитрĕç ĕнтĕ. Кире пуканĕ çĕклесиипе вăл район, республика шайĕнчи ăмăртусенче юлашки вăхăтра пĕр хутчен кăна мар палăрнă, çĕнтерÿçĕ те пулса тăнă. Хăйĕн ÿсĕмĕсемпе мухтанма юратмасть вăл, анчах спортăн çак енне чунтан килĕштернине те пытармасть. Иртнĕ тунти кун хаçат редакцине сăн-пичĕпе çуталса кĕнĕренех Виталий каллех мĕнле те пулин ырă хыпар пĕлтересси пирки иккĕленмерĕмĕр, ку тÿрре килчĕ те. - Саламлама пултаратăр, хамшăн япăх мар ăмăртнă, медаль çĕнсе илнĕ ятпа, - кăмăллăн пĕлтерчĕ вăл, кăкăр çинче çакăнса тăракан наградăна кăтартса. Вăл мĕнле ăмăртăва хутшăнассине малтанах пĕлнĕччĕ-ха. Районăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче (6 çын) Виталий Степанов "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ çĕклессипе ноябрĕн 15-16-мĕшĕсенче Патăрьелте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри 20-мĕш юбилейлă турнира хутшăннă. Пирĕн ентешсенчен вăл кăна турнир призерĕ пулса тăнă. - Спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем питĕ йышлă пулчĕç унта, чи вăйлисем пухăннă вĕт. Паллах, пире вĕсемпе танлашма йывăртарах. Çапах та 90 килограмран йывăртарах атлетсемпе помост çине тухса пилĕк çын хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнни япăх мар тесе шутлатăп, - пĕлтерчĕ вăл. Хальхи вăхăтра производствăна тÿреммĕнех хутшăнса ĕç хыççăн спортзала çÿрекенсем районти предприятисемпе организацисенче, шел пулин те, çав тери сахал. Виталий Демьянович, хăй çамрăках мар пулин те, ырă йăлана пăрахма шутламасть-ха. Москакасси поселокĕнче пурăнаканскер, кунти спортзала каçсерен шăм-шака хускатма тата тренировкăсем ирттерме çывăх юлташĕсене те, çамрăксене те явăçтарать. Паллах, кĕрешÿçĕсем валли хатĕрленĕ залра кире пуканĕ çĕклекенсемшĕн условисем те меллех мар ĕнтĕ. Анчах ăна-кăна пăхмаççĕ спортпа туслисем, каçсерен кунта пуçтарăнаççĕ.


28 ноября 2003
00:00
Поделиться
;