Моргаушский муниципальный округ

Раççейри ăмăртуран - çĕнтерÿпе

Октябрĕн 20-25-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Похвистнево хулинче "Юность России" ятпа боксерсен турнирĕ иртнĕ. Унта пĕтĕм Раççейрен 200 ытла çамрăк спортсмен хутшăннă. Чăваш Республикинчен 5 спортсмен пĕрлештернĕ командăпа хутшăннă, вăл шутра Муркашри вĕрентÿ пайĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем виççĕн пулнă. Пирĕн спортсменсем хăйсен пултарулăхне лайăх кăтартса киле çĕнтерÿçĕсем пулса таврăннă. Андрей Тимофеев (42 кг виçе категорипе) 1 вырăн, Сергей Черкашин (40 кг) 2 вырăн, Александр Никитин (44 кг) 3 вырăн йышăннă. Сергей Черкашин вара 4 çапăçуран виççĕшĕнче çĕнтернĕ, çав шутра Раççей чемпионне - Денис Горбачева та. Республикăри командăран Шупашкар спортсменĕ Денис Грачев (48 кг) 1 вырăн çĕнсе илме пултарнă. Районти çамрăк боксерсен кашни ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăнни вĕсене пултаруллă тренерсем вĕрентни çинчен калать. С.В. Черкашин аслă тренер, С.М. Ильин тренер (вăлах ДЮСШ директорĕ) хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, пултаруллă спортсменсем хатĕрлесе район чысне çĕклеççĕ. Маттур спортсменсемпе эпир чăннипех мăнаçланатпăр.


31 октября 2003
00:00
Поделиться
;