Моргаушский муниципальный округ

«Çăкăртан асли çук»

çапла каланă ваттисем. Ку чăнах та çапла. Çак эрнере Мăн Сĕнтĕрти ООО «Сундырь – Хлеб» заводĕнче «Потребительсен кооперацийĕнчи чи лайăх пекарь» ятпа иртекен Республикăри 2-мĕш турăн конкурсĕ иртрĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - çăкăр пĕçерекен промышленноç ĕçченĕсен професси шайне çÿлерех çĕклесси тата ялти халăха лайăх таварпа тивĕçтересси. Республика шайĕнче пулса иртекен конкурса районсенчи чи ăста çăкăр пĕçерекенсем хутшăнчĕç. Жюри членĕсем, вĕсем хушшинчех Чăваш потребсоюз правленийĕн ертÿçи Г.В. Григорьев, вĕсен ĕçĕсене пысăк тивĕçпе хакларĕç. Конкурсăн итогĕсене пĕтĕмлетсе малти вырăнсене Муркаш, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи чи ăста çăкăр пĕçерекенсем йышăнчĕç. Мăн Сĕнтĕрти ООО «Сундырь – Хлеб» заводĕнче ĕçлекен Зоя Геннадьевна Амосова «Чи пысăк пахалăхлă продукци» номинацинче тата Нина Петровна Пайзерова «Чи оригиналлă ăсталăх» номинацинче мала тухма пултарчĕç. Вĕсене хаклă парнесем тата асра юлмалли дипломсем парса наградăларĕç. Амосова З.Г. çĕнтерÿçĕ вара Пĕтĕм Раççейри чи ăста çăкăр пĕçерекенсен 3-мĕш турпа иртекен конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ. Саламлатпăр ăна!


31 октября 2003
00:00
Поделиться
;