Муркашсен опычĕпе паллашнă
Паян тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, пур енлĕ аталаннă çын кăна пурнăçпа тан пырса вăл ыйтнине тивĕçтерме пултарать. Çакă вара вĕрентÿ ĕçĕн пĕлтерĕшне татах ÿстерет.
Хальхи вăхăтра республикăра вĕрентÿ системине аталантарма нумай тăрăшаççĕ, вĕрентÿ ĕçченĕсем çак тĕллевпе нумай программăсене хутшăнаççĕ.
Акă, Пĕтĕм тĕнчери аталанупа çĕнетÿ банкĕ Чăваш Республикинчи вĕрентÿ системине аталантарма пулăшас тĕллевпе 9,5 млн. доллар кредит уйăрнă. Кредит условийĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра 26 база шкулĕ туса хума палăртнă. Ку тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕп услови - çак шкулсен юридически вăйра тăрса хăйтĕллĕнлĕх çине куçса ĕçлеме тытăнасси.
Республикăра кун пек опыт Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пуррине шута илсе, нумаях пулмасть Йÿçкассинчи вăтам шкула база шкулĕсен ертÿçисемпе тĕп бухгалтерĕсем килсе курчĕç, унта финанспа хуçалăх ĕçĕсене мĕнле йĕркеленин опычĕпе паллашрĕç. Ку ыйтупа база шкулĕсен ертÿçисемпе тĕп бухгалтерĕсене республика шайĕнче курссенче вĕрентме палртнă. Ун пек вĕрентÿ августра 3 кун, сентябрьте виçĕ кун пулнă та ĕнтĕ.
Пирĕн районтан çак пысăк проекта виçĕ шкул хутшăнать: Мăн Сĕнтĕрти, Москакассинчи, Калайкассинчи вăтам шкулсем. Çак шкулсен, кредит условийĕсем тăрăх, çитес вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттермелле, оборудование çĕнетмелле, компьютерсем туянмалла, ертÿçĕсемпе тĕп бухгалтерсен хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстермелле.