Çыхăну çĕнелмелле
Октябрĕн 8-мĕшĕнче Николай Федоров Президент Чăваш Енри телекоммуникаци системисене аталантарас ыйтусемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Паянхи çыхăну тытăмне республика ертÿçи пире Атăл тăрăхĕн Интернет тĕп хули тесе йышăннă чухнехи çĕнĕ условисемшĕн “питĕ япăх” тесе хакланă. Паян ĕçлекен телекоммуникаци тытăмĕ информаци юхăмне йышăнма вăй çитереймест ĕнтĕ. Хуласенче, районсенче халăх Интернетпа усă курмалли центрсем, тĕслĕх библиотекăсем уçăлнине, шкулсене Интернетпа çыхăнтарнине пула юлашки çулсенче çав юхăм темиçе хут пысăкланчĕ. Хут çырассипе çыхăннă йăлăхтармăш ĕçе электронлă почта хĕссе пырать, çавăнпа пĕрлех уйрăм çынсем те компьютерсемпе анлă усă кураççĕ. Президент хушнипе Чăваш Енĕн Çыхăнупа информатизацин нумаях пулмасть йĕркеленĕ патшалăх комитечĕ республика территорийĕнче çыхăну инфраструктурин аталанăвĕн анлă схемине хатĕрленĕ. Çитес çул пуçламăшĕнчех отрасльте лару-тăру самай улшăнмалла. Çак тĕллеве пурнăçлама тĕрлĕ организацин çĕнĕ йышши каналĕсене явăçтарасшăн. Çав шутра - “Волга телеком” АУО, Раççей МПСĕн каналĕсем. Ку проекта çавăн пекех “Чăвашэнерго” АУО та хастар хутшăнать.
Н. Федоров питĕ çивĕч тепĕр ыйту - ялсене телефонлассине - татса парасси çинче те чарăнса тăнă. Паянхи кун тĕлне 130 ялта пурăнакансем телефон çыхăнăвĕпе усă кураймаççĕ. Президент палăртнă тăрăх, çак ыйтăва татса парас ĕçре те тĕрлĕ тытăм майĕсене пĕр чăмăра пухмалла. Çывăх вăхăтрах çыхăнусăр ялсен шучĕ 50 таран чакмалла. Тĕпрен илсен - “Волгателеком” АУО каналĕсен тата сотовăй çыхăну операторĕсен шучĕпе (сотовăй çыхăну тенĕрен, ял çыннисем валли мобильникпе усă курма çăмăллăхсем палăртĕç).
2003-2004 çулсенче çавăн пекех цифрăллă каналсен темиçе линине хута ямалла. Вĕсем республикăн тĕп хулине район центрĕсемпе çыхăнтарĕç, 2005 çул тĕлне вара Чăваш Енре телефон ларттарас текенсен черечĕ пулмĕ (халĕ 40 пин ытла ыйту). Çитес пилĕк çулта тата 120 пин телефон номерне хута яма пăхнă, çакă телефонпа усă куракансен йышне 1,5 хут ÿстерме май парĕ.