Малти вырăнта - ялсен социаллă аталанăвĕ
Сентябрĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче “Чăваш Республикин тĕслĕхĕ çинче ялсене социаллă аталантармалли патшалăх политикине пурнăçласси çинчен” темăпа Пĕтĕм Раççейри канашлу пулса иртрĕ. Унта хутшăннисем виçĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ районсенчи агропромышленноç комплексĕн пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Муркаш районĕнче сентябрĕн 23-мĕшĕнче Çурçĕр Хĕвеланăç, Тĕп, Урал федераллă округĕсен представителĕсем пулчĕç. Вĕсен шутĕнче Раççейри тĕрлĕ регионсенчи вице-губернаторсем, министрсем, крайсемпе облаçсен, республикăсен ертÿçисем пулчĕç. Урăхла каласан, ял хуçалăхне тата унти социаллă пурнăçа аталантарассипе çыхăннă яваплă çынсем хутшăнчĕç. Пирĕн республикăра çак канашлăва ирттерни ахальтен мар. Чăваш Енре юлашки çулсенче ялсене аталантарасси çине тимлĕ пăхма пуçларĕç. Республикăри пĕтĕм халăхăн 40 проценчĕ ялсенче пурăнать. Пĕтĕм Раççейĕпе илсен вара ку кăтарту 26,7 процентпа танлашать. Çавăнпа та республика правительстви юлашки çулсенчи ялсенчи социаллă пурнăçа комплекслă аталантарассине малти вырăна хунин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ял çыннине пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем пулччăр - акă унăн тĕп тĕллевĕ.
Çавăнпах ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров “Чăваш Республикинчи обществăлла инфраструктурăна малалла аталантарасси çинчен” Указ йышăнчĕ. Унсăр пуçне республикăри ялсене 2010 çулччен социаллă аталантарасси пирки тĕллевлĕ программа та ĕçлет. Тĕрлĕ шайри бюджетпа усă курса çурт-йĕр лартасси, ялсене газ кĕртесси, шывпа тивĕçтересси, çулсем тăвасси тата ытти те кĕрет вĕсен шутне. Республикăра ялсене 2010 çулччен социаллă аталантарма 27 млрд. тенкĕ ытла укçа уйăрнă.
Пирĕн районта та юлашки çулсенче ялсен социаллă аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ представительсем сентябрĕн 23-мĕшĕнче пирĕн районти “Ударник” сăнавпа производство хуçалăхĕнчи обществăлла суту-илÿ центрĕнче, Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче, районти историпе краеведени музейĕнче, Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тата Муркашри чăх-чĕп фабрикинче пулчĕç.
Юлашки вăхăтра пурнăç кăткăс пулсан та, ялсен социаллă аталанăвĕ куç умĕнчех: çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, ялсене газ кĕртеççĕ, çулсем тăваççĕ т. ыт. те. Малашлăха пăхакан, ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем те хăйсен вăйĕпе социаллă культура объекчĕсене туса лартни савăнтарать. Вĕсен шутне чи малтанах “Ударник” хуçалăха кĕртме пулать. Кунта ялсен аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ăна валли укçа-тенкĕ те шеллемеççĕ. Хальхи вăхăтра кунти 13 ялтан пуринче те газ çунать, кашни ял патне асфальтлă çул пырать. Йÿçкассинче хуçалăх вăйĕпех суту-илÿ центрĕ туса лартнă. Вăл тул енчен те шалтан та çав тери илемлĕ. Хальхи вăхăтра специалстсем валли хваттерсем тăваççĕ. Хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов хăнасене хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Çынсемшĕн тăрăшни те лайăх курăнать.
Районта та пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе нумай ĕçлеççĕ.
Уйрăм çынсен те çурт-йĕр çавăрма субсиди, ипотека кредитне илеççĕ, çамрăк çемьесем валли те çăмăллатнă кредит пур.
Сосновăки вĕрентÿпе культура центрĕнче хăнасене пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Çĕр пин юрă çĕршывĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ çав тери нумай, вĕсем хăйсен çепĕçлĕхĕпе тыткăна илеççĕ.
Хальхи вăхăтра районта вĕрентÿ ĕçĕн тытăмне улăштарса унăн пахалăхне ÿстерессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Тĕп вырăнта вара ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех пур енлĕн аталанма условисем туса парасси, вĕсене паянхи условисенче пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлесси.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта вĕрентÿпе культура комплексĕсем пилĕк: Атапайра, Юнкăра, Турайра, Сосновкăра тата Вăрманкассинче. Вĕрентÿ учрежденийĕсене компьютерсемпе те тивĕçтернĕ, кашни 65 ача пуçне пĕр компьютер тивет.
Вĕрентÿпе культура центрĕсем пирки калас пулсан, вĕсем “шкул - ялта социаллă пурнăçпа культура центрĕ” программăпа килĕшсе тăраççĕ. Пĕр çуртрах шкул, культура учрежденийĕ, спорт тата актовăй залсем, библиотека, музей пулни шкул ачисемшĕн те, çамрăксемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те çав тери меллĕ, ĕçе çапла йĕркелени укçа-тенкĕ перекетлеме те май парать.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче вара тĕслĕх библиотека, Н.В. Никольский музейĕ пур.
Вĕсемпе хăнасем пысăк интереспа паллашрĕç, лайăх хак пачĕç.
Вĕрентÿ ĕçĕ çине район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать, ăна малти вырăна хурать. Районта кашни çул çĕнĕ шкул хута каять. Вĕрентÿпе культура центрĕсем те çитĕнекене ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрне кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн хута янă. Кунта хальхи вăхăтра 156 ача вĕренет. Унсăр пуçне, кĕске вăхăтлăх ушкăна садика 18 ача çÿрет. Н.В. Никольский музейне майăн 19-мĕшĕнче уçнă, тĕслĕх библиотекăна - август уйăхĕнче. Библиотекăра пĕтĕмпе 11043 кĕнеке, вулакансен хисепĕ 600 çын ытла. Ăна хальхи компьютер техникипе тивĕçтернĕ (компьютер, принтер, сканер, модем, тĕслĕ телевизор, видеоплеер, музыка центрĕ), интернета тухни ачасене тĕрлĕ информаципе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне ятарласа компьютер класĕ те пур, унта 5 комьютер.
Çаксем пурте вĕрентÿпе воспитани ĕçне комплекслă пурнăçлама, хушма вĕрентĕве те тивĕçлĕ шайра йĕркелеме май параççĕ.
Музейра та ачасемпе занятисем ирттереççĕ, вĕсене халăх йăли-йĕркипе культурипе, историйĕпе паллаштараççĕ. Иртнисĕр малашлăх çук. Апла пуосан, музейăн пĕлтерĕшĕ те вĕрентÿ ĕçĕнче çав тери пысăк, вăл питĕ кирлĕ. Н.В. Никольскийăн ырă тĕслĕхĕ те ачасене тăрăшса вĕренме хавхалантарса тăрать. Ачасене, çамрăксене кирек епле лару-тăрура та пĕр-пĕрне, аслисене, ашшĕ-амăшне хисеплеме, ăнланма вĕрентессине те кунта малти вырăна хураççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, вĕрентÿпе культура центрĕсем - паянхи пурнăç ыйтнипе çуралнăскерсем. Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерни ачасене конкуренцие чăтма, вĕсем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене кĕрессине ÿстерме пулăшать те.
Сăмах май каласан, регионсен представителĕсемпе пĕрле отрасльсен министрĕсем те пулчĕç. ЧР Вĕрентÿ министрĕ Г.П. Чернова республикăри вĕрентÿ ĕçĕн моделĕсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов 1997 çулта çĕнĕ модель уçнине палăртрĕ. Вĕсем шăпах ĕнтĕ юлашки çулсенче уçăлнă вĕрентÿпе культура центрĕсем.
В.И. Вязов та хăйĕн сăмахĕнче вĕрентÿпе культура центрĕсене епле туни, вĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕ.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче пулнă хыççăн тĕрлĕ регионсен представителĕсем Муркашри историпе краеведени музейĕнчи экспонатсемпе паллашрĕç, район чăннипех хăйĕн историне манманнине, ырă йăли-йĕркисене упранине палăртрĕç.
Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех халăх сывлăхне сыхлассине аталантарассишĕн те районта нумай тăрăшаççĕ, ку енĕпе те нумай çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ. Иртнĕ çулта Ярапайкассинчи врач амбулаторийĕн никĕсĕ çинче пĕрлехи практика врачĕн офисĕ уçăлчĕ пулсан, кăçал - Нискассинче. Кунти офис Ярославка ял администраци территорийĕнчи 9 ялта пурăнакан 1800е яхăн çын сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăрать тĕрлĕ чирсенчен сиплет. Кунта хальхи вăхăтра 9 пÿлĕмре медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, компьютерпа усă курни вăхăтра тĕрĕс диагноз лартма, лайăх сиплеме пулăшать.
Ялти сывлăха сыхлас ĕçе тата çемье медицина аталантарассипе йышăннă программăсене пурнăçласа çĕнĕ оборудовани туяннă. Вĕсемпе усă курса чирлесен тĕрĕс диагноз лартма тата сиплеме те меллĕ. Пĕрлехи практика врачĕн офисĕнче 12 çын выртмалăх кăнтăрлахи стационар та ĕçлет. Ăна ятарлă курса - пĕрлехи практика врачĕн (çемье врачĕн) курсне пĕтернĕ В.М. Басаев ертсе пырать. Офисра ачасене диспансеризацилесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта терапевтпа педиатрсăр пуçне çынсене хирурги, куç, гинекологи, хăлхапа пыр, сăмса (ЛОР) чирĕсемпе те йышăнаççĕ, сиплеççĕ.
Кăнтăрлахи стационарта сиплени, “васкавлă пулăшу” машинине кашни кун Муркаша е урăх çĕре хăваламанни те укçа перекетлеме май параççĕ.
Çак кун района килнĕ хăнасем юлашкинчен “Моргаушская” чăх-чĕп фабрикинче пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Çакна та палăртма кăмăллă, территоринчи тасалăхпа тирпейлĕх тÿрех пурин куçне те курăнчĕ. Ăна пĕр кунта, хăнасене кăтартма хатĕрлеменни те лайăх палăрчĕ.
Предприяти ĕçĕпе унăн ертÿçи Н.Г. Ванеркин паллаштарчĕ.
“Моргаушская” чăх-чĕп фабрики малалла пăхакан, аталанса пыракан нумай отрасльлĕ предприяти. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта продукци туса илессине 9,8 процент чухлĕ ÿстернĕ, 170,5 чăх. 100 çăмарта илме производство хăй хаклăхĕ 8,93 танлашать. Кунта хальхи вăхăтра 206 çын ĕçлет, вăтам ĕç укçи 3342 тенкĕпе танлашать. Цехсенчи ĕçе мехиназацилессипе те нумай тимлеççĕ, кашни çул оборудование улăштараççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Çак тĕллевпе çулсерен 8-9 миллион тенкĕ тăкаклаççĕ. Кашни цеха уйрăммăн ăшăтса тăраççĕ, апат хатĕрлекен çĕнĕ кормоцех уçнă çăмартана цехсенчен контейнерпа турттарассине йĕркеленĕ, апат хитĕрлессине компьютерпа йĕркелесе пыраççĕ. Çакă пĕтĕмпех укçа-тенкĕ перекетлеме май парать. Продукцие вырăнтах реализацилеççĕ, хулара та сутаççĕ. Хăнасем тĕрлĕ цехсенче пулса курчĕç, унти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.
Çакăн хыççăн вĕсем Муркаш район çĕрĕпе сывпуллашса Шупашкара тухса кайрĕç. Манăн вара ытти регионсенчи хăш-пĕр ертÿçĕсен шухăшĕсемпе паллаштарас килет. Мĕн шухăшлаççĕ вĕсем пирĕн район ĕçĕ-хĕлĕ, социаллă аталанăвĕ пирки;
Г.В. Колосов, Карели Республикин ял хуçалăхпе апат-çимĕç министрĕ: “Маттур, ĕçлеме пĕлни курăнать. Ĕç укçи пысăках мар пулин те, çынсем хăйсен тивĕçĕсене ăнланса ĕçлеççĕ. Çапла пулмалла та”. (Кăна вăл “Ударник” хуçалăх пирки каларĕ - ред.).
В.Л. Мади, Ямало-Ненецки автономи округĕн агропромышленноç комплексне аталантарассипе ĕçлекен департамент ертÿçин пĕрремĕш çумĕ: “Ударник” хуçалăхра ĕçлеме, çынсене канма условисем лайăх пулни курăнать. Çавăнпах вĕсем çынсене ялта упраса хăварма пултарнă. Производство тата социаллă ыйтусене пĕрле татса пани яла аталантарма пулăшать. Малашне патшалăх ялсене валли укçа-тенкĕ нумайрах уйăрасса, ял çине тимлĕрех пăхасса шанас килет”.
В.С. Торбоков, Алтай Республикин правительствин пуçлăхĕн, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ: “Район социаллă аталану енĕпе нумай тăрăшать, питĕ лайăх! Мана пурте килĕшрĕ. Ялсем чĕрĕлсе пыраççĕ. Социаллă сфера объекчĕсем çĕкленни, культура, вĕрентÿ ĕçĕсене пĕрле йĕркелени, шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсене те унтах уçни те лайăх. Сирĕнтен тĕслĕх илес килет. Пирĕн те ял пурнăçне çĕклемелле, аталантармалла. Чăваш халăхĕ хăйĕн историне, культурине те манмасть, асрах тытать”.
А.Н. Громов, Кострома облаçĕнчи Мантуровски районăн самоуправлени пуçлăхĕ: “Сирĕн пурте лайăх, йĕркеллĕ пулни курăнать. Ыттисем те çаплах калаççĕ пулĕ тетĕп. Хамăр районти социаллă аталанупа танлаштаратăп, мĕншĕн тесен, ку ыйту манăн ĕçĕн пĕр енĕ пулса тăрать. Калас пулать. пирĕн район та облаçра япăххисен шутĕнче мар. Нумаях пулмасть районта çак ыйтупа облаçри канашлу ирттерчĕç. Пирĕн район хула çумĕнче мар пулин те (Костромаран 270 километрта вырнаçнă) социаллă аталану лайăх пырать. Сирĕн пек комплекссем, пĕчĕкрех пулин те, пирĕн патра та пур. Сирĕн вĕсем пĕр вырăнта пулсан, пирĕн юнашар лараççĕ, пĕр-пĕринчен аякра мар. Эсир ялсене упраса хăварни лайăх, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Пирĕн кивĕ çуртсем пур, пур çĕрте те хытарнă çулсем. Пирĕн ялти больницăсенче компьютер çук. Малашне çак ыйтупа ĕçлемелле пулать, чирлисене, хăвăрт, лайăхрах сиплеме майсем пулччăр. Кирек епле пулсан та, ыттисем патĕнче пулсан хăвна валли мĕн те пулин кирли тупатăнах”.
Н.Ф. Ермак, Архангельск облаçĕнчи администраци пуçлăхĕн çумĕ, агропромышленноç комплексĕн департаменчĕн директорĕ: “Пирĕн те чăх-чĕп фабрикисем 5 пур, вĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Анчах сирĕнтен вĕренмелли те нумай. Сирĕн производство хăвăрт аталанса пырать, çĕнĕ технологисемпе тăрантармалли системăсем ĕçе кĕреççĕ. Пирĕн патра вĕсем çук.
Пирĕн ялсенче суту-илÿ центрĕсем те çук. Ялсем çине сахал пăхатпăр. Яла пулăшмалла, инфраструктурăна аталантармалла, вăл çынсен пурăнмалли вырăнĕ пулнине шута илмелле. Вĕрентÿпе культура комплексĕсем пурри те лайăх. Пĕтĕмлетсе каласан, мана пурте килĕшрĕ. Эпир кунта лайăххине курма килнĕ, çав опыта кайран хамăр патра сармалла”.
Сентябрĕн 24-мĕшĕнче те пирĕн районта сумлă делегаци пулчĕ. Вĕсен шутĕнче: РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Г.Н. Карелова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Ю. Партасова, федераци министерствисен представителĕсем, Атăлçи округĕн Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ А.Д. Муратов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, физкультурăпа спорт министрĕ В.М. Краснов, министрсем, тĕрлĕ отрасльсен представителĕсем пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.И. Вязовпа пĕрле районта ялсен социаллă пурнăçне мĕнле аталантарнипе паллашрĕç.
Чи малтанах вĕсем Нискассинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕç. Кунта 1991 çултанпа ĕçлекен В.М. Басаев врач хăнасене офис ĕçĕпе паллаштарчĕ. Çынсен сывлăхне, даннăйĕсене компьютер çине кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра районта кун пек офиссем иккĕ пулсан, çитес çул татах 2 уçма палăртнă. Республикăра кун пек офиссем 140, 2010 çулччен вĕсем 600е çитмелле, палăртрĕ малтанхи кун ЧР Сывлăхне сыхлас ĕç министрĕ Н.В. Суслонова, халăх сывлăхне сыхлас ĕçĕн малашлăхĕ çинчен каланă май. Г.Н. Карелова сывлăха упрамаллине, чирлемелле маррине палăртрĕ.
Муркашри Спорт çуртĕнче хăнасене ачасем йышлăн кĕтсе илчĕç, вĕсем кунта С.В. Черкашин тренер-преподавательпе занятисем ирттереççĕ.
Çакна та палăртмалла, пирĕн районта физкультурăпа спорта аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сахал мар спорт мастерĕсене, чемпионсене çитĕнтернĕ. Спорт çурчĕ 1980 çултанпа ĕçлет. Кăнтăрла унта шкул ачисемпе занятисем ирттереççĕ пулсан, каçсерен вара çамрăксем валли çул уçă, вăтам çулсенчи çынсем те çÿреççĕ кунта. Галина Николаевна Карелова ачасен шухăш-кăмăлне те пĕлесшĕн пулчĕ, вĕсене мĕнле ыйтусем хумхантарнипе кăсăкланчĕ. Çамрăк спортсменсем транспорт (автобус) кирли пирки пĕлтерчĕç. Г.Н. Карелова Спорт çуртне волейбол тата футбол мечĕкĕсене парнелерĕ.
Муркашри историпе краеведени музейĕнче те пулчĕ сумлă делегаци, районăн ĕлĕкхи тата паянхи пурнăçĕ çинчен экспонатсемпе паллашрĕ.
Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, учительсем хаклă хăнасене кĕтсе савăнăçлă линейкăна тăрса тухнă. Г.Н. Карелова хăйне ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав турĕ, ачасене лайăх вĕренме ăнăçусем сунчĕ, шкула 7 компьютер валли свидетельствăсем пачĕ. Вăл октябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçи 33 процент ÿсессе пĕлтерĕ. ку учительсен професси уявĕ ячĕпе хăйне евĕр парне пекех, терĕ вăл.
Шкулти ăшă тĕлпулура Н.Ю. Партасова та вĕрентÿ ĕçĕн аталанăвĕ, çĕнĕлĕхсем пирки сăмах каларĕ. Хаклă парнешĕн Г.Н. Карелована В.И. Вязов, вĕренекенсен ячĕпе Н. Кабуркина тав турĕç. Хальхи вăхăтра компьютерпа ĕçлеме вĕренмесен, чăн та, пурнăçпа тан пыраймастăн. Паянхи çамрăксен çакна яланах асра тытмалла.
Районта çулсерен пурăнмалли çуртсем хута каяççĕ, уйрăм çынсем те субсиди, ипотека кредичĕсем илеççĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Çамрăксем валли те çăмăллатнă кредит пур. Муркашри пурăнакан Наташăпа Олег Тимофеевсем 6 процентлă çăмăллатнă кредитпа усă курса çурт-йĕр çавăрнă. “Илемлĕ, хăтлă çуртăн иккĕмĕш хутĕнчи верандăра РФ Правительствин ларăвне ирттерме те вырăн пур”, - терĕ Г.Н. Карелова. Кунта РФ вице-премьерĕ 5 çемьене субсиди илнине пĕлтерекен свидетльствăсем пачĕ. Районти 24 çемье кăçал çак субсидие илеççĕ. В. Калинина çурт лартма субсиди панăшăн пурне те тав турĕ, çакă чăннипех пысăк пулăшу пулнине палăртрĕ.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнче те нумай ыйту кăсăклантарчĕ Г.Н. Карелована: ачасене апат мĕнле çитерни, мĕн чухлĕ укçа тÿлени т. ыт. те интересленчĕ вăл, вĕрентÿ тата культура ĕçĕсемпе паллашнă май. Вăл шкула ачасен “Орленок” лагерьне кайма путевка парнелерĕ. Ăна лайăх вĕренекен, ятарлă конкурса çĕнтернĕ ача тивĕçĕ. В.И. Вязов Мускав хăнисене район энциклопедина парнелерĕ.
Юлашкинчен Г.Н. Карелова пирĕн районта тĕрлĕ вырăнсенче пулнă хыççăн çапла пĕтĕмлетÿ турĕ:
- Муркаш районĕнче пулса курнă хыççăн эпĕ çирĕппĕнех çапла калама пултаратăп: ял малалла аталанать, ял пурăнать. Чăваш Республикине шăпах çак ыйтупа канашлу ирттерме килтĕмĕр. Ялти социаллă пурнăçа аталантарма Раççей шайĕнче тĕрлĕ программăсем пур. Çав шута пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене, вĕрентÿпе культура центрĕсене уçнисем те кĕреççĕ. Кирек хăçан та çын, унăн пурнăç, ĕç условийĕсене лайăхлатасси малти вырăнта пулмалла. Ку енĕпе чăваш Республикин, çав шутра Муркаш районĕн те опычĕсем паха. Çав опыта пĕтĕмлетсе ытти регионсенче те сармалла”.
Ял çынни те тивĕçлĕ условисенче пурăнтăр. РФ Правительстви ял çине ытларах тимлĕх уйăрсан, пурнăç лайăх еннелле улшăнасса шанма пулатех.