Вакансисен ярмарки - ĕçе вырнаçмалли шанăç
“Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр” патшалăх учрежденийĕ ĕçсĕр граждансене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пушă ĕç вырăнĕсем пур ярмаркăсем ирттерессине йĕркелет. Центр специалисчĕсем шутланă тăрăх, çакăн пек мероприятисемпе интересленни тата вĕсен кăтартăвĕсем уйрăм специальноçсемпе ттивĕçтерес тĕлĕшпе усăллă пулни куçкĕретех.
Вакансисен ярмаркисене ирттерни вĕсен эффективлăхĕ пысăк пулнине çирĕплетет. Кунта предприятисене кирлĕ работниксене суйласа илеççĕ, вăл е ку квалификацие тивĕçтерекен работниксен пушă вырăнĕсене тивĕçтермешкĕн конкурс йĕркелеме май пур, ĕç законодательствипе консультацисем илме пултараççĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес тата граждансен ĕç прависене хÿтĕлес енĕпе те канашсем пама хатĕр.
Çуллахи каникул кунĕсем умĕн, апрель уйăхĕнче, çул çитмен çамрăксем валли шăпах çак меропритие ирттернĕччĕ. Усăлăхĕ пулчех унăн: çамрăксем тивĕçлĕ канма кăна мар, ĕçлесе илме те пултарчĕç. Пирĕн районта çамрăксене çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерес опыт пур ĕнтĕ. Центр пулăшăвĕпе усă курса çул çитмен çĕршер çамрăк районти предприятисемпе организацисенче юсав ĕçĕсенче т. ыт. те вăй хураççĕ.
Кăçалхи çулталăк та çавăн евĕрлех. Ярмарка вăхăтĕнче 450 ытла Муркаш çамрăкĕ районти организацисенче хăйсене ĕçпе тивĕçтермешкĕн ĕç путевкисем илчĕ. Унсăр пуçне, ярмаркăна хутшăнакансем професси тĕлĕшĕнчен тестпа тĕрĕсленме те пултарчĕç. Паллах, çакă йăлтах çул çитмен çумрăксене çуллахи каникул кунĕсенче хăйсене килĕшекен ĕçпе тивĕçтерме кăна мар, пулас профессие суйласа илес тĕлĕшре те пулăшрĕ. Çуллахи ĕçе тÿреммĕн кÿлĕнни ачасене хăйсем тĕллĕн укçа-тенкĕ ĕçлесе илме хĕтĕртни кăна мар, хăйсен çемйисене çапла майпа йывăрлăхсенчен çăлăнма пулăшни те. Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем вара вĕсене ку енĕпе пулăшма тивĕçлех.
Ĕçпе тивĕçтерекенсенчен ытларахăшĕшĕн вăл е ку специалиста ĕçе йышăннă чухне унăн ĕç опычĕ тĕп вырăнта тăрать. Опыт вара вăхăт иртнĕçемĕн кăна пухăнса пырать-çке. Çавăнпа ĕнтĕ, ĕç вырăнĕсем пур çинчех, шкулсенчен вĕренсе тухнисем, специальность çук ĕçсĕррисем ытларах чухне ĕçе вырнаçма пултараймаççĕ. Çакăн пек лару-тăруран тухмашкăн вĕсене “Обществăллă ĕç“ программăпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене вырнаçтарни пулса тăрать. Обществăлла ĕçе вырнаçтарнă чухне акă мĕне тĕплĕн тишкермелле: ĕçсĕррисен профессиллĕ составĕ е, урăхла каласан, тĕрлĕ предприятисенче вĕсене ĕçсем сĕнме пултаракан лару-тăру, çапла майпа вĕсене суйласа илесси. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ĕçсĕррисене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси пирки пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен “Обществăлла ĕç“ программăпа тивĕçлĕ килĕшĕ туни.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр организацисемпе тата предприятисемпе пĕрле обществăлла ĕçсене йĕркелесе ирттерессипе активлă ĕçлет. Кăçал район администрацийĕн пуçлăхĕн “Обществăлла ĕçпе тивĕçтересси çинчен” çичĕ хушăвĕпе вĕсемпе 16 килĕшÿ тунă, ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан 86 çынна явăçтарнă. Малтан палăртнă пекех, 25 çын Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте территорисене тасатнă тата тирпей-илем кĕртнĕ çĕре хутшăннă, 11 çын çĕрпе усă куракансен списокĕсене уçăмлатма пулăшнă, 11 çынна физкультурăпа спорта аталантармашкăн условисем туса пама явăçтарнă, суту-илÿре тата обществăлла апатланура халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерме 9 çын, ял администрацийĕсенчеуйрăм документсем хатĕрлесе тивĕçтерме 9 çын пулăшу панă т. ыт. те.
Ку вăл çак енчен те лайăх. Ĕçсĕр граждансене тÿлессине федераллă, республика тата вырăнти бюджетсен укçи-тенкипе усă курса пурнăçланă, вĕсене ĕçсĕррисен шутĕнче тăнăшăн тÿлекен пособи сыхланса юлнă, предприятисем те май пур таран укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Яланлăх тата сезонри ĕçсене вырнаçмашкăн Чăваш Республикин территорийĕнчен аякра вырнаçнă ытти вырăнсенче те шанăç пур. Рабочисене Мускав облаçĕнчи, Çĕпĕрпе Инçет Хĕвелтухăçĕнчи строительство организацийĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене ĕçе яраççĕ.
Ĕçсĕррисен шутĕнче тăракан тата ниçта та ĕçлемен граждансене республика тулашĕнчи вырăнсене ĕçе явăçтарасси вĕсем хăйсем килĕшнинчен килет. Тĕп требованисем çаксем: арçынсем 18-55 çулсенче, хĕрарăмсем 18-50 çулсенче пулмалла, вăл е ку професси тата тивĕçлĕ квалификаци пулни пĕлтерĕшлех мар. Ĕçе вырнаçтарас умĕн яланлăх тата сезонри ĕçсене пурнăçлама яракан граждансен çирĕплетнĕ формăпа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла (водительсемпе механизаторсен ГИБДД валли медкомисси тăни пирки справка кирлĕ). Работниксене ĕçе ăсатасси - предприятисемпе организацисен шучĕпе.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçĕ-хĕлĕнчи ăнăçлăх вăл ĕçпе тивĕçтерекенсемпе, чи малтанах кадр службисен специалисчĕсемпе тачă çыхăну тытнинчен тÿреммĕнех килет. Чи малтанах ку ĕç вăйĕ мĕн чухлĕ кирли пирки тивĕçлĕ иформаци илме, ĕç рынокĕн коньюктурине пĕлме кирлĕ.
Кăçалхи çичĕ уйăхра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 697 ваканси пирки пĕлтернĕ, çав шутра çуллахи вăхăтра ĕçлеме кăмăл тăвакан çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе - 565. Учетран 681 вакансие шутран кăларнă, çав шутра центр направленийĕсем енĕпе - 631 ваканси, ыттисене предприятисем хăйсем майлаштарса вырнаçтарнă. Вакансисем ытларах транспорт кĕме-çÿреме май çук, çавна май центра кирлĕ ĕçе шырама пыман, çав вăхăтрах кунта пурăнакан ял хуçалăх предприятийĕсенче пулнă. Агроном, зоотехник, инженер-механик, ветеринари врачĕ, электрогазосварщик, техник-электрик, токарь, фрезеровщик, шлифовщик, тракторист специальноçĕсемпе тата профессийĕсемпе ĕçлемешкĕн те ирĕклĕ вырăнсем пур, анчах та ĕçпе тивĕçтерме ыйтакансе çав специальноçсем çук.
Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç рынокĕнче çак специальноçсемпе профессисем тĕлĕшпе (вĕсемпе ĕçлес кăмăллисем нумай пулнăран) лару-тăру çивĕчленчĕ: çыхăну ĕçĕсен техникĕ, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ бухгалтер тата юрист-правовед, экономист, вĕрентÿ ĕçĕн сферинче вăй хуракансем (педагог, учитель, воспитатель, преподаватель), медсестра, автомобиль водителĕ, прядильщик, ткач, портной, консервлас ĕç техник-технологĕ. Медицина тĕрĕслевĕсем хыççăн çăмăлрах ĕçе куçма тивĕçлисене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те йывăрлăхсем ĕç рынокĕнче ÿссе пыраççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата “Муркашри кирпĕч завочĕ” ЗАОра ĕç укçине вăхăтра тÿлемен пирки вĕсем тăратакан-ыйтакан вакансисемпе ĕçе вырнаçма кăмăл тăвакансем çук. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Чылай предприятисемпе организацисем район администрацийĕн пуçлăхĕн “Ĕçпе тивĕçтерекенсем пушă (ирĕклĕ) ĕç вырăнĕсем пурри пирки информаци памалли йĕрке çинчен” йышăнăвне пурнăçламаççĕ, ĕçпе тивĕçтерекен центра кирлĕ сведенисене тăратмаççĕ. Ытларах чухне предприятисен кадрсен пайĕсем работниксене хăйсем пĕлнĕ пек ĕçе вырнаçтараççĕ, кун пирки иртнĕ çул ĕç вăйĕ мĕнле куçса пыни те çирĕплетет.
Опыт çакна кăтартать. Эпир пысăк квалификациллĕ специалистсемпе те эффективлă усă курмастпăр. Ĕçпе тивĕçтерекенсем центра пĕчĕк квалификациллĕ кадрсем е ĕçлеме юратманнисем кăна учетра тăраççĕ тесе шутлаççĕ. Ĕçсĕррисен шутĕнче регистрациленисенчен хальхи вăхăтра 65 проценчĕ вăл е ку шайри професси пĕлĕвне алла илнине тата вĕсен пĕлÿ шайĕ çулран çул ÿссе пынине шута илсен ку пĕртте тĕрĕс мар вĕт.
Çавăнпа та, кăçалхи çичĕ уйăх итогĕсене пĕтĕмлетсе, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрпа предприятисен ĕçсĕр граждансене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тачăрах çыхăнса ĕçлемелли куçкĕретех.