Пиçнĕ тырă шăппăн мĕн калать
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи И. Николаев иртнĕ эрнере пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вырма епле иртнипе паллашма рейдсем ирттерме приказ кăларчĕ.
Пĕр-икĕ кун хушши çумăрсăр тăнă çанталăк вырма хăвăртлăхĕ çине мĕнле витĕм кÿчĕ-ха тата вырăнсенче çак ответлă тапхăра епле ирттереççĕ; Çак ыйтусем çине хурав шыраса сентябрĕн 1-мĕшĕнче “Восток”, “Дружба”, “Герой” хуçалăхсене çитрĕмĕр. Тÿрех каламалла, пирĕн рейд савăнмаллисĕр, кулянмаллисĕр пулмарĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă куна кашниех хăйĕн ачи-пăчипе шкулта паллă тума тăрăшнă ырă туртăма сивлемĕпĕр, анчах хуçалăхсенче пулсан сентябрĕн 1-мĕшĕнче уй-хирсемпе йĕтемсем пушанса юлнăнах тайăнать: чылай ĕçсенче ачасем вăй хунă-çке, халĕ вара вĕсем пĕлÿ тĕнчине куçрĕç.
Хуçалăхсем тĕлĕшпе калаçсан, эпир çитнĕ чух Мулкачкасси йĕтемĕ çинче малашлăха пăхса ĕçлени курăнчĕ. Хиртен килнĕ тырăна çийĕнчех аласа, типĕтсе кĕлете хурса пынă май кунта тирпейлĕх хуçаланатчĕ.
Вырмана активлă ирттерекен “Герой” хуçалăхăн (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 53 проценчĕ çинче вырма ирттернĕ) КЗСĕ çине çитсен Шурчасен кĕр мăнтăрĕ куç умне тухрĕ: ÿклесем айĕнче тăршшĕ-сарлакăшĕпех сарă тырă выртать. 3-мĕш çул йĕтем заведующийĕнче тата весовщицăра тимлекен Вера Алексеевна Петрова вырма епле пынипе кăмăллă.
- Пĕр кун та вырмасăр пулман. Çумăр епле чарăнать - комбайнсем хире васкаççĕ. КЗСра типĕтсе аласа 320 тонна тырăна кĕлете хăтăмр ĕнтĕ. Ку ĕçпе эпир кăна ĕçлеместпĕр вĕт, вăрлăхлăх тырăна напольнăй сушилкăсемпе типĕтсе кĕртеççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа хирсем пушанни хавхаланăва çĕклет, - терĕ вăл ĕçсем кал-кал пынине пытармасăр.
“Востокран” “Героя” “Дружба” хуçалăх урлă иртнĕ чух кунта пирĕн ума урăхларах лару-тăру курăнчĕ. Ярапайкассисен 7 “хир карапĕнчен” 5-шĕ вырмара. Пĕрçа çулма шутланă Е-301 косилка пиççиххи çуккипе паркра “вырма ирттерет”. Ярапайкасси йĕтемĕ çинче тырăна çут çанталăк газĕпе типĕтеççĕ. Кунта 3 напольнăй сушилка ĕçлет. Вĕсенчен пĕри электричествăпа, 2-шĕ вутăпа. Йĕтем çинче ачасем шкула кайнăран ĕçлекен çитмест.
- Çанталăк условийĕсене кура вырма йывăррăн пырать, çапах та комбайнсем кайма палăртнă чух вĕсем хиртех ĕçлĕç, - терĕ тĕп агроном ĕçне туса пыракан Р. Веселова.
Çанталăкĕ уярччĕ. Хуçалăх ертÿçипе В. Дашковпа тĕл пулсан та вăл чи малтанах комбайнсем хирти пирки сăмах пуçларĕ.
- Телефоон линийĕ ĕçлеменни алă-урана çыхать. Акă, иртнĕ шăмат кун районта хуçалăхсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ - эпĕ пĕлеймерĕм. Е мана ĕç вырăнĕнче çук терĕç-ши; - ыйтуллăн пăхать сасă паман телефон кĕпçине тытса В. Дашков. Хуçалăхра вырма лаптăкĕ 600 гектар ытла. Ĕнерхи кун тĕлне 100 гектар ытларах çеç вырса тирпейленĕ. Хире тухсан вырмана хутшăнакан пĕр комбайна тĕрĕслерĕмĕр. Ун çинче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни курăнмарĕ. “Хир карапĕ” ĕçе кĕреçесĕр, шăпăрсăр, хăйăрсăр, шывсăр, пĕр огнетушительпе çеç (иккĕ пулмалла) тухни çавна кăтартрĕ. Комбайнăн сĕрмелли-çунтармалли материалĕсем вара унтан та, кунтан та юхаççĕ.Тепĕр комбайн çинче çак çитменлĕхсемпе пĕрлех çирĕп герметизаци туманран барабан виткĕçĕнчен тата тайлăк камерăран тырă çĕре акăнса пыни курăнчĕ. “Вариатор ходовой части” çĕмĕрĕлнĕрен пĕр-икĕ кун пулĕ умри 3 метр ыраша выраймасăр ларакан комбайн та куç умне лекмесĕр юлмарĕ.
Çакнашкал вăхăтрах кÿршĕ хирте ĕçлекен “Герой” хуçалăх комбайнерĕ А. Никифоров тепĕр сехетрен пăрçа çапса пĕтерме тĕллев лартса ĕçленине куртăмăр.
- Кăçалхи пек вырма курманах. Çанталăк ура хурать, ахальлĕн тахçанах вырмана вĕçлемелле. Кăçал, авă, пĕтĕм кĕрхи ĕç пĕрле капланчĕ. Хама пулăшакан Володя ывăлăм тракторпа çĕр улми кăларма хатĕрленме кайрĕ. Паянхи куна 200 тонна ытла тырă çапса тĕшĕлерĕм ĕнтĕ, ыттисем те пирĕнтен юлмаççĕ, - терĕ А. Никифоров комбайнер.
...Хиртен тухтăп. Юнашар çурхи тулă пусси. Ун патне хальлĕхе хресчен алли çитеймен-ха. Шăплăхра пучахсем пăт та пат туни илтĕнет. Мĕн сасси; Тимлесе тăратăп та пучахсем калаçнине ăнланатăп. Вĕсем хăйсем пиçсе çитнине пĕлтерсе “кĕписене” хываççĕ. Кун пекех пулсан тырă юхса каяс хăрушлăх пур. Çавăнпа та уяр кунсемпе, йĕпе-сапана пăхмасăр, туллирех усă курмалла. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать паянхи хирте.