Моргаушский муниципальный округ

Никольский çĕрĕ çинче

«Вĕрентÿ учрежденисене çĕнетсе улăштарни пахалăхлă пĕлÿ илес çула уçать» темăпа иртрĕ вĕрентÿ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи конференцийĕ. Кăçал вăл Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче пулчĕ. Августăн 28-мĕшĕнче Сосновкăри Н.В. Никольский ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкул вĕрентÿ учрежденисенчи вĕрентекенсемпе, сумлă хăнасемпе татах та илемленчĕ. Пĕрлехи пуху умĕн вĕрентекенсем 7 секци занятисене пайланса вĕрентÿ ĕçĕсене çĕнетсе улăштарас ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хыççăн учительсем районта нумай пулмасть кунта уçăлнă пĕрремĕш тĕслĕх библиотекинче пулса курчĕç. Кун пек библиотекăсем çитес вăхăтрах районти тĕп библиотекăра тата Юнкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче уçăлмалла. Н.В. Никольский музейĕнче пулса чунпа пуянланчĕç, районта çакăн пек чаплă музей пуррипе мухтанчĕç. Фойере йĕркеленĕ илемлĕ чечексен выставки пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çак конференци пирĕн паллă ентешĕмĕр, Н.В. Никольский профессор ячĕпе хисепленекен шкулта, вăл çуралнă тăрăхра иртет пулсассăн, мĕнле кайса курмăн-ха унăн тăван ялне; Купăрля ялĕнче халь курса савăнмалли питĕ нумай. Учительсен экскурсине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов ертсе пычĕ, ăша хывмалли нумай интереслĕ япаласем çинчен каласа пачĕ. Кашни ялтах çакăн пек илемлĕ вырăнсем пур, апла пулсан ан ÿркен кăна, сирĕн ял урамĕсем те хитреленĕç, пуянланĕç. Пĕрлехи лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, ЧР Пичет тата информаци политикин министрĕн çумĕ Т.Л. Евдокимова, «Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ – тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев хутшăнчĕç. Пĕрлехи ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И Вязов «Вĕрентÿ учрежденийĕсемпе педагогикă коллективĕсен Раççей вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарассипе палăртнă тĕп йĕрĕсем çинчен» темăпа доклад турĕ. «Кашни çулах, августри педканашлăва эпир пысăк пĕлтерĕш уйăратпăр, мĕншĕн тесен кашни ача амăшĕ е ашшĕ, вĕрентекен çĕнĕ вĕренÿ çулне питĕ яваплă вăхăт тесе шутлать, шкултан çĕнĕлĕх кĕтет. Çавăнпа та районти вĕрентÿ системине çĕнетнинче вĕрентÿн экономика тухăçлăхне анчах мар, педагогика питĕ кирлине те шута илмелле. Тĕрлĕ отраслĕсенче район ăнăçлă утăмсем туса пырать. Районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш çур çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе район 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Сывлăха çирĕплетес ĕçре те, культурăра та, спортра та ĕçсем аван пыраççĕ. Ĕç опычĕпе паллашас тĕлĕшпе районта çак çул Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин коллеги ларăвĕ иртмелле. Ларура Раççей Правительствин вице-премьерĕ Г.Н. Карелова тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ А.В. Гордеев пулĕç. Вĕрентÿ ĕçĕнче те ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Районти 25 маттур шкул ачи ят стипенди илет. Район тата республикăн чи пултаруллă спортсменĕсем Таня Моисеевапа Вера Соколова та çаксен шутĕнчех. 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти талантлă çамрăксем те стипенди илме пуçлĕç. Çĕнĕ вăхăт çĕннинех ыйтать. Çак 21 ĕмĕрте пире тата тĕлĕнмелле нумай-нумай çĕнĕлĕхсем те кĕтĕç. Çавăнпа та пирĕн ачасен пурнăçĕпе куллен-кун интересленмелле, вĕсен малашлăхĕ çинчен шухăшламалла. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров 2005 çулччен «Республикăри кашни шкулта интернет» программăна пурнăçлас задача лартнă. Кашни шкултах Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнчи пек, тĕслĕхлĕ библиотека пулмалла. Çакă ĕнтĕ вăл çĕнĕ вăхăт ыйтни, ачасен тавракурăмне татах та нумай енлĕ анлăлатас, ÿстерес енĕпе тунă пахалăхлă ен. Кашни çул районта пĕрер шкул хута каять. Ку вăл пире вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пурлăх базине пуянлатма, лайăх вĕренме кирлĕ условисем туса парать. Ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси – вĕрентекенсен тĕп задачисенчен пĕри. Паян пире лайăх вĕренекен, кашни ĕçе тăрăшуллă тума пултаракан ачасем кирлĕ. Тĕрлĕрен çулсемпе аталантаратпăр эпир вĕсене: спорт ăмăртăвĕсенче, сывлăха çирĕплетес мероприятисенче, хушма вĕрентÿ системинче. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçе активлăрах хутшăнмаллине, кашни шкултах спортпа вăйă площадкисем пулмаллине манмалла мар. Паянхи кунпа мар, ыранхи кунпа пурăнмалла. Ыранхи вĕрентÿ системи паянхи кунхинчен çĕнĕрех, çÿллĕрех шайра пулмалла. Çавăнпа та вĕрентÿ пирĕн пĕрлехи ĕçре тĕп тĕллев пулнă, пулать те», - сăмахсемпе вĕçлерĕ хăйĕн докладне В.И. Вязов. Районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.М. Васильев «Вĕрентÿ учрежденисене çĕнетсе улăштарни пахалăхлă пĕлÿ илес çула уçать» темăпа доклад турĕ. «Каласа хăварас пулать, паян районти вĕрентÿ системи вĕрентÿ учрежденисене çĕнетсе улăштарассипе федераци тата республика шайĕнчи программăсенче хутшăнать. 2003 çулта районта «Вĕрентÿ системин реформи» федераллă проект пурнăçа кĕнĕ. Çак программăра тăракан шкулсем проекта хутшăнса вĕрентÿ системине 15 млн. тенкĕлĕх инвестициллеме пулăшаççĕ. Шкулти вĕрентĕве çĕнетсе улăштарас ĕçре чи малтанах организаципе дидактика условийĕсене шута илмелле: вĕренекенсен хăй тĕллĕн тăвакан ĕçе валли нумайрах вăхăт уйăрмалла, практика занятийĕсене нумайлатмалла, тĕрлĕ шайлă пĕлÿ пама тăрăшмалла. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарас ĕç районта нумай енлĕ пулса пырать. Вĕрентес ĕçе эпир 7 çул каялла палăртнă ятарлă практика юхăмĕпе пурнăçласа пыратпăр» –палăртрĕ Валерий Михайлович хăйĕн докладĕнче. Вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарас ĕç кашни шкулта мĕнлерех пынипе, çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленсе çитнипе районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем, вĕсен çумĕсем тухса каларĕç. Кашнинех мĕнле те пулсан проблемăсем пур, пĕрле килĕштерсе канашласа ĕçлесен вĕсене татса пама пулатех. Районти 37номерлĕ пушар чаçĕн ертÿçи И.Н. Смирнов вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасем пушартан сыхланасси çине питĕ тимлĕ пăхма ыйтать, мĕншĕн тесен ытларах пушарсем ачасен тимсĕрлĕхне пула пулаççĕ. Çавăнпа та кăçал кашни шкултах ачасен пушар вăхăтĕнче пушартан еплерех сыхланас тĕлĕшпе ятарлă уроксем иртмелле. Коференцине хутшăннă хисеплĕ хăнасем ялти çынсем валли çакăн пек паха условисем тума пултарнишĕн савăнаççĕ. «Хыпар» тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев Н.В. Никольский çуралнă çĕре килсен яланах тулли кăмăлпа кайнине пытармарĕ. Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче вырнаçнă тĕслĕхлĕ библиотекăна вăл хăй 2 чĕлхепе çырнă «Килех, профессор!» («Возвращение профессора») кĕнекесем парнелерĕ, 5 хаçат çырăнса пачĕ. Учительсен августри конференцийĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи капеллин илемлĕ концерчĕпе вĕçленчĕ.


03 сентября 2003
00:00
Поделиться