Каллех янăрарĕ йăс шăнкрав
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе. Виçĕм кун, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, районти 6025 ача шкул сукмакĕсене такăрлатма тытăнчĕç, вĕсенчен 434-шĕ кăçал пĕрремĕш хут партăсем хушшине ларчĕç.
Муркаш
Район центрĕнчи тĕп шкул, ытти шкулсемшĕн те, район шайĕнче те тĕслĕхлĕ пулса тăраканскер, çĕнĕ вĕренÿ çулне тивĕçлипе хатĕрленнĕ. Классемпе пÿлĕмсенче, кабинетсенче юсав-хатĕрленÿ ĕçĕсене вăхăтра, килĕшÿллĕ туса ирттернĕ, шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ т. ыт. те. Ку ăнсăртран мар. Муркашри вăтам шкула таврари тата вун икĕ шкултан пĕлÿ пухма пуçтарăнаççĕ ачасем. Кунта пысăк опыт пухнă педагогсемпе пĕрлех çамрăк вĕрентекенсем те хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа тата ответлăха туйса пурнăçланăран ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене асăннă шкулăн алăкĕсене уçса кĕмешкĕн шанаççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта 900 яхăн вĕренекен пĕлÿ тĕнчине çул уçма кăмăл тунă.
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пирĕн шкулăн ырă традицийĕсене малалла тăсасси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче пирĕн вĕренекенсем пите хĕретмен. Районти тата республикăри олимпиадăсенче хăйсене чи лайăх енчен кăна кăтартнă. Кăçал та çак ырă туртăм малалла ăнтăласса шанса вĕренекенсемпе вĕрентекенсене пур енлĕ ăнăçусем сунатăп, - терĕ савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ В.В. Ялушкин.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа линейкăна пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçсен управляющийĕ А.В. Краснов, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ И.В. Павлова ăшшăн саламларĕç, пурне те мал ĕмĕтлĕ пулмашкăн ырă сунчĕç. “Оринино” ял хуçалăх производство кооперативĕн профком ертÿçи О.В. Горшков шкул ачисене çуллахи каникул кунĕсенче хуçалăха пысăк пулăшу панăшăн тав турĕ, уйрăмах палăрнисене асăнмалăх парнесем пачĕ. Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри профком ертÿçи В.В. Оньков вара, шкул ачисене çу кунĕсенче палăрăмлă пулăшу панишĕн тав тунипе пĕрлех кĕрхи ĕçсенче те шкулта вĕренекенсем уй-хир ĕçĕсенче пулăшасси пирки ĕненни-шаннине çирĕплетрĕ.
Савăнăçлă линейкăна пухăннисем, ашшĕ-амăшĕсемпе хăнасем кăçал пĕрремĕш класра вĕренме пуçлакан 55 ачана, уяв ячĕпе çав тери илемлĕ-килĕшÿллĕ тумланнăскерсене, асра юлмалла ăшшăн саламларĕç, вĕсем хатĕрленĕ салама та чуна çывăха илсе йышăнчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе хатĕрленĕ пысăках мар концерт та, вунпĕрмĕшсем пĕрремĕш класа каякансене пĕрремĕш урока алăран çавăтса илсе кĕни те, йăс шăнкăравăн пĕрремĕш сасси те пурин кăмăлне те çырлахтарчĕç.
Эппин, ырă çул Муркашсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче!
Оринин шкулĕ
Иртнĕ вĕрентÿ çулне Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан 15 яшпа хĕр пурнăç çулĕ çине тухнă. Кăçал вара 1-мĕш класа 19 ача ура ярса пусрĕ. Пĕчĕк танлаштарăвах шкулта вĕренекенсен йышĕ ÿснине кăтартать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттерекен савăнăçлă линейкăра шкул ачисем тăвăллăн алă çупса хăйсене вĕрентекенсене хăйсем умне пĕрле тăратрĕç. Аслисемпе ачасем куçран куçа пăхса хăйсем пĕр-пĕрне шаннине палăртрĕç.
Илемлĕ кĕвĕ янăраса кайрĕ. Ку вăл шкул гимнĕ.
...Уçăлать аслă çул, шăнкăрав йыхăрать ăс пухма... Çак вăхăта кÿршĕллĕ вырнаçнă ача садĕнчен 19 ача килни курăнчĕ. Алла-алăн çавтăннăскерсем хăйсене пĕлÿ çулне илсе кĕрекенĕпе Фаина Петровна Александровапа шкула пырса кĕчĕç. Вĕсем çак паллă кун ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн П. Семеновăн парнисене тивĕçрĕç.
Шкул ачисемпе учительсене çĕнĕ вĕренÿ çул пуçланнă ятпа райадминистраци представителĕ А. Казамбаев, “Оринино” хуçалăх ертÿçи Ю. Шишокин, “Восток” хуçалăхăн тĕп инженерĕ Ю. Михайлов, Оринин ял администрацийĕн пуçлăхĕ А. Суриков саламларĕç, парнесемпе чысларĕç.
Сас паллисен тĕнчине ура ярса пусакан 19 ача хуçалăх ертÿçисем аслă классенче вĕренекенсене çуллахи каникулти ĕçшĕн парнесем панине ырă ăмсанупа пăхрĕ. “Тепĕр 1-2 çултан эпир те ĕçе тухăпăр-ха, - терĕç вĕсен куçĕсем. - Ун чух сире маххă памăпăр”.
Акă, уçă урока чĕнсе шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлÿ тĕнчине талпăнакан ачасем харăсах шкулалла ăнтăлчĕç. “...Пĕлÿ тĕнчи пирĕнтен кашниншĕнех яланхи шурă пăнчă”, - янăрарĕ эфирта юрă.
Муркаш лицейĕ
Акă, каллех сентябрĕн 1-мĕшĕ çитрĕ. Ытти çĕрти пекех,Муркашри лицейра та çак кун савăнăçлă линейка пулчĕ. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем, район представителĕсем пухăннă кунта.
Савăнăçлă линейкăна лицей ертÿçи Н.Е. Смирнов уçрĕ. Вăл пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ.
Лицей умĕнче пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Вĕсене августра пулса иртнĕ учительсен канашлăвĕнче уçăмлăн палăртнă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче лицейран 52 çамрăк вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ.
Кăçалхи вунпĕрмĕш класра вĕренекенсен те питĕ тăрăшуллă пулмалла, малалла пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленмелле. 10 класра вĕренекенсен те тарăн пĕлÿ илмелле, лицей ятне çÿлте тытмалла, хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçламалла.
Сăмах май каласан, кунта вĕренме условисем çителĕклĕ. Çуллахи вăхăтра лицейра нумай ĕçсем туса ирттернĕ, юсанă, пÿлĕмĕсенче те илемлĕ, хăтлă.
Савăнăçлă линейкăна пухăннисене район администрацийĕ ячĕпе вырăнти самоуправлени органĕсемпе тата кадрсен ыйтăвĕпе ĕçлекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова саламларĕ. Вăл лицейра вĕренекенсене, педагогсене пуçаруллă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ, çамрăксене тивĕçлĕ пĕлÿ илсе района ĕçлеме таврăнасса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Паянхи пурнăç кашнинченех тарăн пĕлÿ ыйтать, унсăрăн май çук. Район администрацийĕ те вĕрентÿ ĕçне аталантарассине малти вырăна хурать. Паянхи çамрăксен вара ыран пире улăштармалла.
Савăнăçлă ларура çавăн пекех ГИБДД аслă инспекторĕ В.В. Васильев, “Оринино” хуçалăх ертÿçи Ю.Н. Шишокин, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Ярапайкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Кудряшов сăмах каларĕç.
101 ача лицейра партăсем хушшине ларса пĕлÿ тĕнчине çул тытрĕç, вĕсенчен 54-шĕ 10 класра вĕренеççĕ. Вĕсене вĕрентекен педагогсем те çамрăк, пултаруллă. Кăçал кунта класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелекен, çав вăхăтрах психолог тивĕçĕсене пурнăçлакан та хутшăннă. Апла пулсан, лицейăн малашлăхĕ те пысăк.
Вĕренÿ пирки сăвăсем, юрăсем янăрарĕç савăнăçлă линейкăра. Çав вăхăтрах кащниех хумханчĕ, мĕншĕн тесен пурте яваплăха лайăх туйса тăраççĕ.
Ăнăçу сунар эппин вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче. Кашни хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултартăр.