Уй-хире хĕрÿ ĕç шавĕ тыткăнланă
Çанталăк çумăрлă тăни çĕр ĕçченне ывăнтарсах çитерчĕ. Апла пулин те вăл уяр кунсемпе туллин усă курма тăрăшать. Вырăнсенче ĕçсем епле пынипе паллашма иртнĕ кĕçнерни кун райадминистрацин ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн агрономи службипе пушар хуралĕ тата район хаçачĕ пĕрлехи (кунашкалли тахçанах пулманччĕ) рейда тухрĕç. Каламалла, “Передовик”, “Сундырский”, “Хлебороб”, “Волга” хуçалăхсенче çĕр ĕçченĕ çумăрсем айĕнче те уяр самантсене вăрласа вырма ирттерет, суха тăвать, кĕрхи культурăсем акать. Акă, “Сундырский” ял хуçалăх производство кооперативне çитсен унăн ертÿçине Андрей Николаевич Пихтерова йĕтем çинчен тухнă чух тĕл пултăмăр. “Ĕç кунĕ йĕтем çинче те хирте иртет. Хуçалăх ĕçченĕсем те кашниех хăйсене çирĕплетсе панă ĕç вырăнĕсенче ответлăха туйса ĕçлеççĕ. “Хир карапĕсем” ĕнер, авă, çурçĕрчченех тырă вырчĕç. Çĕнĕ тырăна аласа типĕтсе кĕлетсене кĕртессипе талăкĕпех ĕçлетпĕр”, - пĕлтерчĕ пирĕнпе пĕрле каялла йĕтем айне кĕнĕ май А. Пихтеров. Эпир иртнĕ чух трактор паркĕнче “хир карапĕсен” звенине ертсе пыракан А. Ермаков комбайнер хăйне шанса панă “Дон-1500” комбайна ĕç умĕн тĕрĕслевлĕ пăхса тухатчĕ. Кĕске калаçура вăл хуçалăхра вырмана 4 комбайн явăçнине, хăй кĕске хушăрах 100 тонна тырă çапса тĕшĕленине пĕлтерчĕ. “Сундырский” хуçалăхăн вырма лаптăкĕ 780 гектар. Эпир пулнă кун тĕлне вĕсем 140 гектарне пуçтарса илнĕччĕ. Хуçалăх ертÿçи улăма та комбайнсем хыççăн валеме çеç хăварни, ăна рулон прессемпе пуçтарма тĕллев пурри пирки каларĕ. Унтан хире тухрăмăр. Пĕрремĕш уй-хир бригадин хирĕнче сеялкăсемпе кустăрмаллă икĕ тратор ĕçлеççĕ. Трактористсем А. Романовпа В. Толстов. Хуçалăх агрономĕ В. Петрова та кунтах. Хуçалăх кĕрхи культурăсене 400 гектар акма планланă. Хальлĕхе ăна валли 200 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку ĕçсем малалла пыраççĕ.
- Çанталăк условийĕсене кура 400 гектарах пулаймасан та 250-300 гектарне акатпăрах, - пĕлтерчĕ агроном. Çав самантра сеялкăсем çаврăнса малалла кайрĕç. Вĕсем “московская-39” элита тулăна 100 гектар акнă ĕнтĕ. Агроном сăмахĕнчен тулă хыççăн вĕсем ыраш акма пуçлĕç. Вячеслав Прокопьевпа Галина Степанова акаçăсем те кашни ĕçех вăхăтра пурнăçламаллине ăша хывса ĕçлеççĕ. Хуçалăхра юлашки 2 çулта тырăсене пĕтĕмпех хĕреслĕ майпа акма тăрăшаççĕ. Çакă малашлăх утăмĕ пулнине пурте ăнланса илнĕ ĕнтĕ. Темиçе çул вырмана хутшăнакан комбайнерсем хĕреслĕ майпа акнă хирсенче тыр-пул тухăçĕ те аванрах пулнине палăртаççĕ, “капла ĕçленĕ пек туйăнать” теççĕ.
Ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен “Передовик” хупă акционерлă обществăра та вырмара çывăрса лармаççĕ. Кунта вырмана 5 комбайна явăçтараççĕ. Вĕсем 120 гектар çинчен 350 тоннăна яхăн çĕнĕ тырă çапса илнĕ ĕнтĕ. Акма çĕр хатĕрленĕ, анчах акассине ырана хăварнă. Нумай çул ÿсекен курăксене çулмалли те (вăрлăхпа пĕрле) 200 гектар.
Хуçалăх ертÿçи Н. Потряков Уйкас Хачăкри КЗСа хута ярса пĕтерейменнишĕн хыткаланать, тырă типĕтме топливо кăçал ытларах каясси те ăна шутлаттармасăр тăмасть. “Ĕçсене куçпа куратпăр, пурнăçламаллине чунпа ăнланатпăр, анчах ĕçлекен çитмест, укçа-тенкĕ кăртăнкă”, -терĕ вăл.
“Хлебороб” хуçалăхра та уяр кунпа туллин усă курнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Вырмана хутшăнакан 3 “хир карапĕ” те ĕçреччĕ. Ĕçченсемпе хуçалăха ертсе пыракансем кĕрхи культурăсем акассипе те ĕçлеççĕ.
- Пĕлтĕр кĕртрисем 30 гектар çеç пулса. Вĕсем пысăк тухăç панине ăнланса кăçал вĕсене 200-250 гектар акма пăхатпăр. Çак ĕçе пуçăнса 10 гектар ыраш акрăмăр та ĕнтĕ, - тет малашлăха пăхса хуçалăх ертÿçи Р. Каргин. Унăн сăмахĕсенчен перекетлĕх пирки шутлани те палăрчĕ.
Çывăракан та пур
“Волга” хуçалăха пырса кĕрсен, пăрçа улăмĕ урасенче пулни савăнтарчĕ, анчах ĕçсемпе тĕплĕнрех паллашма тăрсан пăшăрханмалли те тупăнчĕ. 15 сехет. Шăратса хĕвел пăхать. Хуçалăх йĕтемĕ çинчи аркка айĕнчи складăн икĕ пуçĕнчи алăкĕсем те уçă, шалта вара тăршшĕпех электричество çунать. Ку çутă ытти çĕрте кирлĕ мар-ши е уншăн укçа тÿлемелле мар; Хурава Атăл хумĕ хупларĕ. Напольнăй сушилка çинче пăрçа типет.
- Уйран 83 тонна пăрçа килсе, 7 тоннине типĕтсе кĕлете хутăмăр. Ĕнертенпе урпа килме пуçларĕ. Вырмара икĕ комбайн ĕçлет, - терĕ йĕтем заведующийĕ Н. Кошкин. Ку лайăх-ха, ĕçленине ырламалла çеç, анчах хире тухсан ĕç сăмах çинче çеç пулнине те куртăмăр. “Передовик” хуçалăхра кăçал уйсене гербицидпа пĕрĕхме ĕлкĕрнĕ пулсан (вĕсен тухăçĕ те кăçал ытлараххи куçкĕрет), Шашкарсен хирĕсенче пиçнĕ тырă çинче талккишпех çум ахăрать, вырăнсене тĕллĕн-тĕллĕн пиçен вăрманĕпех танлаштарма пулать. Çакна та каламлла, хуçалăхра ертÿçĕне те, специалистсене те кураймарăмăр, анчах А. Мерлов комбайнер тулли бункерпа хирте автомашина кĕтсе ларни куçран пăрăнса юлаймарĕ. 15 сехет иртнине пăхмасăрах тепĕр “хир карапĕ” трактор паркĕнче “мĕнле вырмара” пулнине те пĕлеймерĕмĕр. Хуçалăхра июль уйăхĕпе пурăнаççĕ пулас.
Пушар хăрушсăрлăхĕ
Малашлăха пăхса ĕçлекен инкек-синкекрен те асăрханать. Анчах пурте апла мар. Акă, “Хлебороб”, “Передовик”, “Сундырский” хуçалăхсенче комбайнсем 2-шер огнетушительпе ĕçлеççĕ пулсан, “Волгăра” пĕррепе çеç. Кунта “хир карапĕсем” ĕçлеме çăмăлрах пултăр тесе шыв та, хăйăр та “турттармаççĕ”. “Хлебороб” хуçалăхăн Апчар КЗСĕнче те хурал пÿртĕнче паян-ыран пушар тухас хăрушлăх пур: пÿртре В. Сапожников электрик пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăссах ăшă кăларма ТЭН лартнă, унăн та, ытти кабельсем сыпăнтарнă çĕрте те изоляци шанчăклă мар. КЗСра пушар сÿнтермелли хатĕрсем курăнмаççĕ, шыв тĕлĕшпе те çумăр çине шанни сисĕнет. Кунта та, “Передовик” хуçалăхри Уйкас Хачăк КЗСĕ çинчи пекех çиçĕм çапасран хÿтĕленмелли устройствăсем çук. Тупса палăртнă çитменлĕхсене хуçалăх ертÿçисем, специалистсем çывăх вăхăтрах пĕтерессе шанас килет.