Тăрăшмалли сахал марччĕ
Ачасен сывлăхĕ тата аталанăвĕ пирки гигиенăпа социаллă мониторинг кăтартăвĕсем тата ытти кăтартусем ачасемпе çул çитмен çамрăксен сывлăхĕ çине 30 процент таран шкул тулашĕнчи лару-тăру витĕм кÿнине çирĕплетеççĕ. Апла пулсан, вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне санитари торебованийĕсене тĕпе хурса хатĕрлесси ертÿçĕсен тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать.
Малтанхи тĕрĕслевсем(вĕсем вунă кун каярах иртнĕ) вĕренекенсене тата ачасене йышăнмашкăн Ильинкăри, Мăн Сĕнтĕрти, Калайкассинчи, Шатракассинчи, Кашмашри, шетмĕпуçĕнчи, Апчарти, Çурлатринчи шкулсенче, "Березка", Золушка" ача-пăча учреж денийĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсене тĕплĕн туса ирттернине çирĕплтрĕç. Çав вăхăтрах вĕренекенсене тата ачасене йышăнма хатĕр маррисен шутне çаксене кĕртме тивет: Турай шкулĕ, "Василек", "Рябинушка", "Буратино" ача-пăча сачĕсем. "Солнышко", "Рябинушка", Василек", "Тюльпан" ача-пăча сачĕсенсе темиçе çул ĕнтĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем тумаççĕ. Вĕсен çурчĕсенче штукатурка ишĕлсе пырать, шывпа тивĕçтермелли тата канализаци системисем час-часах çĕмĕрĕлеççĕ.
Паянхи куна Тойкилтĕ, Чуманкасси, Калайкасси, Муркаш, Мăн Хураçка, Шурча шкулĕсен, "Буратино", "Мечта", "Тюльпан", "Малыш", "Путене" ача-пăча сачĕсен çурчĕсен çивиттийĕсем витĕр шыв каякан тĕслĕхсем пур. Тушкассинчи тата Ятманти пуçламăш шкулсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе панă сĕнÿсем пурнăçланмасăрах юлнă. Чылай вĕрентÿ учрежденийĕсен территорийĕсенече кану зонисем çук.Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес ĕç вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Шел пулин те, спорт оборудованийĕпе инвентарь туянмашкăн юлашки çулсенче укçа-тенкĕ уйăрмаççĕ. Паянхи куна районти нихăш шкулта та пĕр класа та пулин йĕлтĕрсемпе тивĕçтерме пултараймаççĕ. Çавăнпа та кашни вĕрентÿ учрежденийĕчех спортпа вăйă площадкисем тумалла, çакна валли укçа-тенкĕ те нумаях каймасть. Хальлĕхе вĕсем Юнкă, Сыпайкасси, Панкли, Тушкасси, Ятман, шкулĕсенче çук. Тивĕш, Турай, Шетмĕпуç, Сыпайкасси, шкулĕсенчи спортзалсенче юсав ĕçĕсем туса ирттермен, Шурча шкулĕнчи спортзал ишĕлсе анвас хăрушлăхра, Очăкассинчи шкул спортзалне ку таранччен те усă курмашкăн хута ярайман. Çакна та палăртмалла. Спортзалсем çумĕнчи хушма пÿлĕмсемпе( тумланмалли-тăхăнмалли пÿлĕмсем, çăвăнмалли пÿлĕмсем, туалетсем) эфективлă усă курмаççĕ, вĕсене тĕрлĕ тасамарлăхпа вараласа тултараççĕт. ыт. те.
Шкулсенчен ытларахăшĕнче мастерскойсем пур, анчах нумайăшне пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли аптечкăсемпе комплектламан, ятарлă тумтирсем çук, хăрушсăрлăх техникипе инструкцисем пирки маннă. Очăкасси шкулĕнчи мастерскоя усă курма йышăнман, Шомик шкулĕн мастерскойĕ авариллĕ лару-тăрура.
Шкулсенче вĕренекенсем куç курманнипе япăхни çулран-çул пысăклансах пырать. Тĕп сăлтавсенчен пĕри - шкул ертÿçисем электроэнергие перекетлесе вĕренÿ класĕнче çутă çитменнисĕр туса хăварни. Сăмахран тĕрĕслев вăхăтĕнче Турайри, Москакассинчи, Сыпайкассинчи, Чуманкассинчи, Йÿçкассинчи, Шурчари шкулсенче, Анаткасинчи шкул-садра кайнă е усă курма юрăхсăр лампăсен чылай пайне çĕннисемпе улăштарманччĕ. Хорнуйри, Шомикри, Мăн Хураçкари шкулсенче классенчи хăмасене çутатма майлаштарса çитерменччĕ. Апчар шкулĕн, "Тюльпан" ача-пăча сачĕн çурчĕсен чÿречисене йывăçсем картласа тăраççĕ.
Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази çулсеренех хивреленсе пырать, чылай çĕрте ачасене кирлĕ сĕтел-пукан, вырăн хатĕрĕсем кивелсе çитнĕ, усă курма та юрăхсăр. Вылямалли теттесем, сĕтелçи вăййисем, ача-пăчалитератури туянма, ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсене ятарлă çипуçпа тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăрмаççĕ. Шкула çÿрекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессине пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче те йĕркеленĕ. Столовăйсемпе апат блокĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли хатĕрлесе ясав ĕçĕсене пурнăçланă, вĕсене çумалли тата дезхинфекцилемелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.
Çав вăхăтрах Шупуçĕнчи,Тойкилтĕри, Вăрманкассинчи шкулсенче, "Радуга" ача-пăча садĕнче технологи оборудованине юсассине вĕçлемен. Кухньăра тата столовăйра кирлĕ чашăк-тирĕк "Солнышко", "Рябинушка", "Тюльпан", "Василек" ача-пăча сачĕсенче, Анаткассинчи шкул-садра çитмест. Москаккасси, Тивĕш, Юнкă, Панкли шкулĕсен столовăйĕсенче те лару-тăру çавăн евĕрлех.
Харпăр хăйĕн гигиенине пăхăнмашкăн санитари требованийĕсемпе килĕшÿллĕн кашни вĕренÿ пÿлĕмĕнчех умывальник е алла çумалли хатĕр пулмалла. Шел пулин те, чылай вĕрентÿ вĕрентÿ учрежденийĕнче çакăн çине алă сулнă. Муркашпа Мăн Сĕнтĕр шкулĕсемсĕр пуçне, ытти пур шкулсенче те тенĕ пекех( типлă проектпа тунăскерсем) умывальниксем те, туалетсем те ĕçлемеççĕ. Тивĕш тата Юнкă шкулĕсенче урамри туалетсене те шуратман-сăрламан. Юнкă тата Чемей шкулĕсенче ăпăр-тапăрпа тĕрлĕ каяш пухмалли вырăнсене те ку таранччен те палăртса вырнаçтарман.
"Халăхăн санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчи тăнăçлăхĕ çинчен" федераллă саккунăн 32 статйипе килĕшÿллĕн, мĕнпур вĕрентÿпе воспитани учрежденийĕсенче санитари нормисене пăхăнса тăрассишĕн производство контролĕн программине ĕçе кĕртмелле. Хальлĕхе, шел пулин те, Тойкилтĕпе Ильинка шкулĕсемсĕр пуçне ытти вĕрентÿ учрежднийĕсем асăннă программăн патшалăх санитарипе эпидемиологи надзорĕн районти центрне тăратса килĕшÿ туман, çирĕплетмен те.