Пултаруллисене малашлăх çулне уçма пулăшаççĕ
Иртнĕ ĕмĕр историне кĕрсе юлчĕ. Нумай пулăмсем, паллă событисем пулчĕç çав тапхăрта. Пурнăç та чылай улшăнса çĕнелчĕ. Уйрăмах юлашки вунă çулта çакă лайăх палăрать. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче пурăнатпăр паян. Çавăнпа та пур çÿĕрте те кнкуцренци вăй илет. Ăна çĕнтерсе пырас тесен пур енлĕ Аталанса ÿснĕ çын пулмалла.
Район малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Çавăнпа та район администрацийĕ çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парса, тĕрлĕ енлĕ аталантарса ÿстерессине малти вырăна хурать. Ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас, вĕсен тавракурăмне, культурине ÿстерес тĕлĕшпе районти хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем нумай тăрăшаççĕ.
Паян редакци хăни - Районти ачасен искусствăсен шкулĕн ертÿçи Г.М. Анисова. Вăл вулакансене хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма кăмăл турĕ.
- Галина Михайловна,, Районти ачасен искусствăсен шкулĕ çитĕнекен ăрăва мĕн енĕпе вĕрентет-ха;
- Малтан ачасен музыка шкулĕ пулнă вăл, ăна 1965 çулта уçнă, Ун чухне ачасен музыкăн тĕрлĕ инструменчĕсемпе выляма, юрлама вĕрентнĕ. Халĕ вара Районти ачасен искусствăсен шкулĕ Муркашра ĕçлет пулсан, тĕрлĕ шкулсенче унăн 7 филиалĕ пур. Вĕсенче преподавательсаем ачасене фортепианăпа, гитарăпа, баянпа, аккордеонпа выляма, трубапа вĕрсе калама вĕрентеççĕ. Унсăр пуçне, хорпа юрлама вĕрентекен, хореографи, пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕсем пур. Ялсенчи филиалсене юлашки 5 çулта уçнă, кăçал татах 2 филиал - Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче баянпа калама тата хорпа юрлама вĕрентекен, Калайкассинчи вăтам шкулта хореографи уйрăмĕсене уçасшăн.
- Искусствăсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ачасем çак енĕпе пĕлĕвĕсене малалла ÿстереççĕ-и;
- Муркашра тата ытти филиалсенче пĕтĕмпе 350 ача ытла музыкăпа эстетика пĕлĕвне илеççĕ, хăйсен тавракурăмне, культура шайне ÿстереççĕ. Кăçал пĕтĕмпе пирĕн шкултан 33 ача тухнă пулсан, вĕсенчен 5-шĕ çак енĕпе аслă тата ятарлă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ. Çакна та палăртмалла, юлашки çулсенче искусствăсен шкулĕн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та пирĕн пата вĕренме килес кăмăллисем йышлă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, пĕрремĕш класа 114 ачана вĕренме илнĕ.
- Ачасене ятарлă пĕлÿллĕ педпгогсем вĕрентеççĕ-и;
- Çапла. Кунта штатра 9 преподаватель, унсăр пуçне тепĕр 11 педагог тĕп ĕçĕсемпе пĕрлех кунта тăрăшаççĕ. Калас пулать, вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăнса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Урăхла каласан, районти пултаруллă ачасене профессин малтанхи пĕлĕвне параççĕ. Вĕсенчен 77 проценчĕн квалификацин тĕрлĕ категорийĕсем пур. Преподавательсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ курссенче, мастер классенче ÿстерсе пыраççĕ. Районти исскуствăсен шкулĕнче ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем виççĕн: М.Б. Ягунов, Ю.Н. Жуков тата Г.И. Анисимов ĕçлеççĕ.
Сăмах май каласан, искусствăсен шкулĕнче тата унăн филиалĕсенче вĕренекенсем районти нумай мероприятисене хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
- 2003-2004 вĕренÿ çулĕ валли пĕрремĕш класа çĕнĕрен ачасене вĕренме йышăнатăр-и;
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли музыка уйрăмне фортепианăпа, гитарăпа, баянпа, аккордеонпа калама, Атапайра трубапа вĕрсе калама, çавăн пекх хореографи татахор уйрăмĕсене вĕренме йышăнатпăр. Пирĕн патра тÿлевлĕ вĕренмелле.
Искусствăсен шкулне 7-12 çулхи ачасене, енчен те вĕсем экзаменсене ăнăçлă тытсан, вĕренме илеççĕ.
Музыка тата хор уйрăмĕсенче вĕренме экзаменсем сентябрĕн 3-мĕшĕнче, хореографи уйрăмне сентябрĕн 4-мĕшĕнче пулаççĕ. Кăмăл пуррисене хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе малалла аталантарма ăнăçусем сунатпăр.
Экзаменсене çÿлерех асăннă кунсенче искусствăсен шкулĕнче 13-16 сехетсенче пулаççĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех çак адреспа ыйрса пĕлме пулать: Муркаш ялĕ, Гагарин урамĕ, 10-А çурт(çар комиссариачĕ пулнă çурт). Телефонĕ 2-25-22.