Моргаушский муниципальный округ

Кĕтнĕ хăнасем

Комсомольски районĕнче “Çĕр пин юрă çĕршывĕнче” фестивалĕн черетлĕ концерчĕсем иртрĕç. Ял ĕçченĕсене халалланă çак мероприятисене Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕ йĕркелесе пырать. Стас Владимиров, Григорий Вакку, Альбина Сарри, Людмила Семенова тата ытти эстрада çăлтăрĕсем вунă клубри ял халăхне юрă-ташăпа, кулăшпа савăнтарчĕç. Район центрĕнче Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕн филиалĕ уçăлчĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ хăй те пулчĕ, концертсем вăхăтĕнче Комсомольскинчи тата Нĕркеçри культура çурчĕсенче уява пынисемпе курса калаçрĕ.


01 сентября 2003
00:00
Поделиться
;