Моргаушский муниципальный округ

Халăх сывлăхĕ - Чăваш Ен ырлăхĕ

Кулленхи пурнăçра медицина тĕрĕслевĕ ирттермелле-и, пĕр-пĕр чирпе тухтăр патне каймалла-и - черет тăрса ывăнмалла. Çакăн пирки ÿпкелешсе калаçнине час-часах илтме пулать. Мĕнех тăвăн - пурнăçĕ çавăн пек, анчах тухтăрсемсĕр те май çук, чир-чĕр хĕссе çитерсен каймах тивет. Çĕмĕрле районĕнчи Хутар тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн лару-тăру çăмăлланас шанăç пур - çакна ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствипе Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕ тин çеç пуçланă “Çынсем сывлăхĕ - Чăваш Ен ырлăхĕ” акци çирĕплетсе пачĕ. Ăна халăх та, Çĕмĕрле район администрацийĕ те ырласа йышăнчĕ. Çĕнĕ пуçару халăх сывлăхне сыхлас ĕçĕн пахалăхне çĕнĕ шая çĕклеме пулăшмалла. “Çынсен сывлăхĕ - Чăваш Ен ырлăхĕ” акци пуçланнă кун Хутарти участок пульницинче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн учительсемпе шкул ветеранĕсем, çавăн пекех вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем черетлĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Медосмотр хăй йĕркипе пырать, çынсем пĕрин хыççăн тепри специалистсем патне кĕре-кĕре тухаççĕ, хăшĕ-пĕри процедурăсенче, теприсем кунтах уçнă аптекăра кирлĕ эмелсем туянаççĕ... - Акци пуçланнă май эпир те хамăр ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртрĕмĕр, - каласа парать район пульницин тĕп врачĕ В.И. Таланов. - Учительсемпе ветерансене медосмотр пирки маларах пĕлтертĕмĕр, халăх çак хыпара вырăнти радиопа илтрĕ. Май пур çĕрте, уйрăмах аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене пульницăна илсе килме шкулсем автобуссем те уйăрса пачĕç. Пĕтĕм медосмотра кунтах, район центрне каймасăрах, ирттермешкăн Çĕмĕрлерен хăш-пĕр специалистсене чĕнсе илтĕмĕр. Халĕ пульницăра пациентсене терапевт, хирург, акушер-гинеколог, офтальмолог тата ытти специалистсем йышăнаççĕ. Флюрографи те тума пулать, вунă вырăнлăх кăнтăрлахи стационар та пур. Çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтермешкĕн пульницăра чăннипех те нумай ĕç туса ирттернĕ, кабинетсене çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Пациентсене кун каçа сипленме кăнтăрлахи стационар питĕ меллĕ. Процедурăсем йышăннă хыççăн çынсем каç енне килĕсене таврăнаççĕ, тепĕр кунхине каялла таврăнаççĕ. Шăл тухтăрĕсем те пур. Хальлĕхе пульницăра шăл протезĕ кăна тумаççĕ, анчах та, Владимир Иванович каланă тăрăх, çывăх вăхăтра çавнашкал пулăшу та пулать. - Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн пациентсем валли ку пульницăра врач пулăшăвĕ анлă. Çĕмĕрлене йывăр чирсемпе çеç каймалла вĕсен, - тет В. Таланов. - Тухтăр çырса панă рецептсемпе эмел таврашне те кунтах туянма май пур. Ятарласа аптека уçнă. Çăмăллăхсемпе усă куракан пациентсене тÿлевсĕр эмел уйăрасси те халĕ йĕркеленсе кайрĕ. Çакăн валли укçа-тенкĕ вăхăтра, çителĕклĕ уйăраççĕ. Эпир пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарса пыратпăр. Вĕсен шутне кăçал тата çитес çул пуçламăшĕнче пĕтĕмпе пиллĕке çитерме пăхнă. “Çынсен сывлăхĕ - Чăваш Ен ырлăхĕ” акци малалла пырать. Хутарсен тĕслĕхĕпе ытти районсем те усă курасса, медицина пулăшăвне çынсемшĕн меллĕрех тăвасса шанас килет. Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕ вара ку ĕçе сарса пымашкăн хатĕр.


01 сентября 2003
00:00
Поделиться