Моргаушский муниципальный округ

Кашни утăм ответлă

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тата Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи патшалăх пушар хурал службин управленийĕн çырăвĕсемпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов августăн 5-мĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсене вăхăтра тырпул пуçтарма, вырма, тырă тирпейлемелли тата упрамалли вырăнсене пушартан шанчăклă хÿтĕлеме хатĕрлес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсем мĕнле ĕçленине пăхса хаклама августăн 15-мĕшĕччен пĕрлехи тĕрĕслев ирттерме хушу кăларчĕ. Çу пуçламăшĕнчи çумăрсем хыççăн юлашки кунсемчченех уяр çанталăк тăчĕ. Çавна май çĕр ĕçченĕшĕн çитес хĕл валли выльăх апачĕ тата техникăна вырмана хатĕрлеме лайăх вăхăт пулчĕ. Кам епле усă курчĕ-ха унпа; «Нива», «Сундырский», «Хлебороб», «Волга» хуçалăхсенче пулса вырăнсенче вырмана епле хатĕрленнипе паллашни çак ыйту çине тулли хурав пачĕ. Сăмах май, кăçалхи вырмара районти çĕр ĕçченĕсен18350 гектар çинчен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле. Вырмана хутшăнакан 1 комбайн пуçне районĕпе вăтамран 137 гектар тырпул тивет. «Сундырский» Августăн 12-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра вырмана хутшăнмалли 6 «хир карапĕнчен» 5-шĕ çеç тухайрать. Эпир пынă чух 5-мĕш комбайнне юсама тытăннăччĕ кăна, 6-мĕшне списать тунă. Комбайнсем таврашĕнче юсамалли пайтах. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ А. Трепнев комбайнерсем 2 эрне маларах ыйтнă запас пайсене парайман-ха. Çавсене пула « хир карапĕсем» жаткăсем патне çитеймеççĕ. Ăçта унта тырпул пуссине тухма; Каламалла, комбайнсене юсас ĕçсем пуçланнă пулин те, çав ĕçре вăй хуракансем медицина аптечкисем илмен, «хир карапĕсемпе» йĕтемсем çинче юлашки кунсемчченех огнетушительсем çук(юсав вăхăтĕнче талккишпех сварка ĕçĕсем пыраççĕ). Комбайнерсем ятарлă ключсем çуккипе нушаланнине те ăнланма йывăр. Комбайнерсем валли çав ключсен пĕр наборĕ пулсан та тем пекех та-ха, анчах... Йĕтемсем çинче те çĕнĕ тырă йышăнма тасату ĕçĕсем эпир пынă кун пуçланчĕç.Кăçал тырă алама çĕнĕрен илнĕ «Петкус-Гигант» пуçтарăнса хăй вырăнне вырнаçайманччĕ-ха. Тырă аламалли,тăвăрмалли тата тиемелли 6 агрегата юсакансем юсав ĕçĕсем 2-3 кунтан вĕçлеме шантарчĕç. Напольнăй сушилка патне вара Сĕнтĕрсен алă çитеймен-ха вырмана вара паян-ыран тухмалла. «Нива» Хуçалăхра вырма çинчен юлашки кунсенче çеç шутлама пуçланă. Йĕтемсем çинче юсав ĕçĕсене пуçăннă пулин те, çĕнĕ тырă тăкмалли вырăнсенче çын çÿллĕш курăк ахăрать, асфальт витĕр тухнă курăк та çав шая çитнĕ. Эпир çитнĕ кун йĕтемсем валли запас пайсем патне кайнăччĕ çеç. Икĕ СК-5 «Нива» комбайнсем двигательсемсĕр лараççĕ:пĕрин двигательне Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕнчен юсанăшăн тÿлесе илме укçа çитмест, теприн вара двигателе списать тунă комбайн çинчен куçарма кран çук(!). «Дан-1500» комбайн патне те юсавçă аллисем çитнĕ çеç. Ăна влли гидронасоспа гидрораспределитель кирлĕ... Ытти хуçалăхсенче ĕнер-паян мар пăрçасем çулчĕç пулсан, кунта çак культура пулса çитнине пăхмасăрах ăна çулассине «ыранхи куна хăварнă». «Хлебороб» Хуçалăх вырмана 4 комбайн кăларать пулсан. Эпир пулнă кун тĕлне 2-шĕ çеç ĕçе тухма хатĕрччĕ. Теприсем тĕлĕшпе вара юлашки тĕрĕслевсем татаытти вак-тĕвек ĕçсем юлнă. Йĕтем çинче те ĕçсем пыраççĕ. Анчах кунта вырмана хатĕрленме тăрсан «кукăр алăсен» ĕçĕсем куç умне тухнă. Вăрăсем Апчар йĕтемĕ çинче электрокабельсем вăрласа пĕтернĕрен юсавçăсен кунти пĕтĕм электросхемăна çĕнетме тивнĕ. Вĕсем çак ĕçсене çĕнĕ тырă килнĕ çĕре пĕтерме шантарчĕç. Макаçи ялĕн йĕтемĕ çинче тырă тасатса аламалли машинăсем ĕçе хатĕрпе пĕрех. Анчах кунта та вырмана хатĕрленекенсем вăрăсен ĕçĕпе тĕл пулнă: лешсем юласем çинчи алюмини электропроводасене сÿтсе кайнă. Каламалла, йăÿĕтемсене пĕлтĕрхи çÿп-çапран тасатассипе те ĕçлемелли çук мар. Тырă аламалли, сăвăрмалли тата тиемелли машинăсем валли çитмен ременьсене вырнаçтарасси те паян тумалли ĕç. «Волга» Хуçалăхра вырма çитнине вырăна çитсенех сисрĕмĕр: пирĕн умрах пĕр «хир карапĕ»(вырмана вĕсем 3 хутшăнаççĕ) пăрçа çапма тухса кайрĕ.Тепĕр иккĕшĕ çинче юлашки ясав ĕçĕсем пыраççĕ. Йĕтем çинче пултăмăр. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Юсавçăсем икĕ ОВС-25, ОС-4,5, СМ-4 тата икĕ ЗМ-60 машинăсене йĕĕтем çине çĕнĕ тырă киличчен ясаса пĕтерме шантарчĕç. Тырă типĕтме напольнăй сушилка хатĕр. Халĕ кунта юлашки çулсенче ĕçпемен КЗС-10 агрегата хута яраси пирки шутаççĕ. Хуçалăхра складсем те çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр. Пĕтĕмлетÿ Хуçалăхсенче ĕçсем пыраççĕ. Анчах ку таранчченех тунă пе паянхи ĕçсене ырана хăварас марччĕ. Вырма хĕрÿ тапхăр, ответлăхĕ Те кашнишĕнех пысăк. Çавăнпа тырă-пулăна пуçтарса кĕртнĕ чух пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Çавна май комбайнсене, йĕтемсене огнетушительсемпе, шывпа, хăйăрпа çителĕклĕ тивĕçтермелле. Пур çĕрте те медаптечкăсем пулни те ĕçлекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшни пулуть. Вырмара улăм пуçтарасси те пĕлтерĕшлĕ ĕç. Уй-хирсем каюллă та çумлă пулнăран комбайн хыççăн юлакан улăм куписене типĕтмесĕр пуçтарма май килмĕ. Çавăнпа та комбайнсен копнитель тĕпĕсене вĕçертсе улăма валеме хумалла. Улăма уйрах пресласа ферма çывăхне турттарса хуни ял çыннине хĕлле пысăк тĕнĕ. Ахальлĕн хут çинче апачĕ пур – выльăхсем умĕнче çук. Хĕл кунĕсем çитсен çапла ан пултăрччĕ.


21 августа 2003
00:00
Поделиться