Пысăкрах йышпа
- Пытармастăп, кăçалхи ăмăртăва пĕлтĕрхи пек 14 команда мар, 18 команда хутшăнни мана çав тери савăнтарать,- хăйĕн савăнăçлă кăмăлне пытараймарĕ Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ирина Валентиновна Павлова. Апла пулсан, физкультурăпа тата спортпа туслисен йышĕ ÿссе пынишĕн епле кăмăллă пулмăн. Çак сăмахсем Муркаш ял администрацийĕ район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче вăй хуракансен спартакиадинче тĕрĕсех янăрарĕç. Спортăн тĕрлĕ енĕсенче хутшăнма кăмăл тунисем çĕр çынран та иртсе кайни хăйех мĕн те пулин çинчен калатех ĕнтĕ.
Спортпа çывăх туслашнисем пур çĕрте те пуррине ăмăрту кăтартăвĕсем те çирĕплетрĕç. Акă, 100 метра чупса Муркаш райповĕнчи Полина Петрова, ЧП “Никитин” командăри Иван Никитин çĕнтерчĕç. “Никитин” ушкăнне 4Х100 метрлă эстафетăра чупассипе те, мини-футболла выляссипе те çитекен пулмарĕ, пĕтĕмĕшле виççĕмĕш вырăн йышăннине вара предприяти ертÿçи Николай Иванович Никитин çителĕксĕр тесе хакларĕ.
Спортăн кашни енĕнчех маттур çынсем пур. Калăпăр, Нискассинчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тĕп врачĕ В.М. Басяев кире пуканĕ çĕклессипе каллех çĕнтернишĕн тĕлĕнмĕпĕр те. Тĕп больницăри С.Г. Алексеева армспортра иртнĕ çулхи пекех пĕрремĕш вырăн йышăнни те иккĕленÿ çуратмасть. Сăмах май, районти тĕп больница команди армспортра, канат туртассипе çĕнтерни, командăсем хушшинче пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăн йышăнни сывлăх сыхлавçисем спортпа туслă пулнине çирĕплетекен тĕслĕхех ĕнтĕ. Призерсен шутне лекнĕ Муркашри вăтам шкул, ЧП “Никитин” чысне хÿтĕленĕ спортсменсем те маттурах.
Сăмах май, “Муркашри издательство çурчĕ” коллективра ĕçлекенсем те спартакиадăна пĕлтĕрхи пекех хутшăнчĕç, В.С.Сергеев водительпе А.А. Чернова (обществăлла пурнăç пайĕн ертÿçи) ветерансене паракан ятарлă парнесене тивĕçрĕç, хаçат редакцийĕнче практикăра вăй хуракан И.Яшковапа И. Ивакова хăйсене çав тери маттур кăтартрĕç.
Муркаш ял администрацийĕ ирттернĕ ăмăрту ăнăçлă та, тухăçлă та пулчĕ. Унăн малашлăхĕ пурах.