Моргаушский муниципальный округ

Физкультурăпа тата спортпа туслă пулар

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата массăллă спорт ĕçĕ епле аталанса пыни халăх сывлăхĕ, уăрăмах ачасемпе çул çитменçамрăксен сывлăхĕ çине тÿреммĕнех витĕм кÿрет. Çавăнпа та асăннă ĕç мĕн тери пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ район администрацийĕ Енчен уйăракан тимлĕх ăна çирĕплетсе парать те. Çакна манар мар: харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшни - çын культурине палăртса тăракан тĕп пай. Сывлăх – пурнăçри чи пысăк пуянлăх. Çавăнпах ĕнтĕ физкультурăпа спорта аталантармалли федераллă тата республикăри программăсене çирĕплетнĕ, хамăр районта та тĕллевлĕ программа пур. Спорт традицийĕсем пуян, физкультурăпа спорт мероприятийĕсене ирттермелли формăсем тĕрлĕрен пирĕн. Районта ÿссе çитĕннĕ, унăн чысĕпе ятне тĕнче шайĕнче çĕкленĕ спортсменсем те сахал мар. Пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраканни вара – марафон дистанцине чупассипе Барселонăри Олимпиадăра ылтăн, Атлантăри Олимпиадăра кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, Сиднейри Олимпиадăна хутшăннă тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Егорова. Çавăн пекех хăй вăхăтĕнче республикăри тата районти спорта аталантарма çав тери пысăк тÿпе хывнă тренерсемпе спортсменсене те асăнсах хăварас килет. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче районти физкультурăпа спорт комитечĕн ертçи пулнă Н.А.Кондратьев, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен ертçинче вăй хунă В.Г. Гаврилов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем А.В. Васильевпа В.Ф. Киселев, тĕнче класлă спорт мастерĕ, хăвăрт утассипе Европа чемпионачĕн призерĕ Светлана Кабуркина, биатлон енĕпе СССР чемпионĕ пулнă Сергей Завьялов, йĕлтĕрпе чупассипе СССР чемпионачĕн призерĕ пулнă Константин Волков, Европа чемпионачĕн призерĕ Любовь Миронова, СССР чемпионки пулнă Надежда Юркинарайон чысĕпе чапĕ Мар-и вара; Спортри ырă традицисем çухалманни уйрăмах кăмăла çĕклет. Муркаш тăрăхĕнче çуралса çитĕннĕ çамрăк спортсменсем аслисен ырă пуçарăвĕсене, çĕнтерллĕ утăмĕсене малалла тăсса пыраççĕ. Тĕнче класлă спортмастерне, биатлон енĕпе çамрăксем хушшинче виçĕ хутчен тĕнче чемпионки, икĕ хутчен Европа чемпионки, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕ Татьяна Моисеева, Хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕ, кăçал çамрăксем хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионки Вера Соколова, спорт мастерĕ, хăвăрт утассипе Раççейĕн иртнĕ çулхи чемпионĕ тата кăçалхи чемпионатăн призĕрĕ пулнă, çĕршывăн çамрăксен пĕрлештернĕ командин членĕ Петр Трофимов, спортăн çак енĕпех çĕршывăн çамрăксен пĕрлештернĕ командин членĕ, çĕршыв чемпионачĕн призерĕ Александр Яргунькин çитĕнекен ăрушăн, спорта юратакансемшĕн тĕслĕх мар-и вара! Хăвăрт утассипе çĕршыв чемпионачĕн призерĕсем пулнă Василий Трофимовпа Сергей Васильев та кăтартусене лайăхлатсах пыраççĕ. Мухтанас-мăнаçланас кăмăл çук, анчах хамăр туса ирттернĕ ĕçсем пирки те асăнса хăвармаллах-тăр. Юлашки виçĕ çулта районта тĕнче класлă спорт мастерĕсене 2, спорт мастерĕсене 3, спорт мастерĕсен кандидачĕсене 6, пĕрремĕш разрядлă спортсменсене 56 хатĕрленĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче вĕсем тата ытти спортменсем те район чысĕпе ятне çÿле çĕкленĕ, намăс курман. Районта хальхи вăхăтра спорт мастерĕсем 50 ытла, тĕнче класлă спорт мастерĕсем 3, Раççей тава тивĕçлĕ спорт тренерĕсем 2 (Валерий Ильич Яриковпа Геральд Прокопьевич Сальдымиров), ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем 2, ачасемпе çамрăксен В. Егоров ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн ертÿçи Александр Александрович Сидюшкин Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕ йывăрлăх-чăрмавсене пăхмасăрах, физкультурăпа спорт ĕçĕ районта мăкалмасть. Енчен те 90-мĕш çулсенче районта спорт мероприятийĕсене çулталăкра вун пиллĕкрен ытла ирттермен6 вĕсене пин çынран ытла явăçтарман пулсан, паян эпир тĕрлĕ ăмăртусемпе чемпионатсене спортăн вун ултă енĕпе вăтăр ытла ирттеретпĕр, вĕсене сакăр пин çын таран явăçтарма пултаратпăр. Йĕлтĕр спорчĕ, çăмăл атлетика, футбол, волейбол ĕç çыннисем, çитĕнекен ăру хушшинче уйрăмах кăмăлланисем. Юлашки çулсенче вырăнсенче, ял администрацийĕсен территорийĕсенче ăмăртусем ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш ял администрацийĕсем кунта вырнаçнă предприятисемпе организацисен тата учрежденисен çуллахи спартакиадăсене кăçалхипе иккĕмĕш çул ирттерчĕç, вĕсене çĕршер ытла çын хутшăнчĕ. Оринин, Москакасси, Хорнуй, Чуманкасси, Шетмĕпуç, Йÿçкасси, Ярапайкасси, Уйкас Янасал ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем пуçарнипе те масăллă ăмăртусем пысăк активлăхпа иртеççĕ. Ытти ял администрацийĕсене те ку енĕпе туртăнма сĕнес килет. Кăçалхи март уйăхĕнче депутатсен районти Пухăвĕ Физкультурăпа спорт малалла аталантарас, сывă пурнăç йĕркене çирĕплетес тĕллевпе 2003-2006 çулсем валли комплекслă программа йышăннă. Пирĕншĕн – масăллă физкультура ĕçне тÿрремĕнех кÿленнисемшĕн, спорт активĕшĕн, вырăнсенчи яваплă çынсемшĕн – вăл малашнехи ĕçри тĕп çул-çйĕр. Ăна ăнăçлă çĕнтерсе-парăнтарса пырасси ăнтăлу çулĕпе утма хавхалантарса тăтăр. Мĕнпур ĕç çыннисене, физкультурăпа тата спортпа туслисене, спорт ветеранĕсемпе энтузиасчĕсене, физкультура учителĕсемпе тренерсене Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатăп.


11 августа 2003
00:00
Поделиться