Моргаушский муниципальный округ

Вăйсене, резервсене пĕрлештерни кирлĕ

И.В. Николаев, ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи Районти агропромышленность комплексĕ ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан 26, вĕсене пулăшса тăракан 5, продукци тирпейлекен тата хатĕрлекен 2 предприятие, 47 хресчен (фермер) хуçалăхне тата килти 15 пин хушма хуçалăха пĕрлештерсе тăрать. Кăçал районта ял хуçалăх культурисем 36,7 пин гектар йышăнаççĕ, вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 18,3 пин гектар, çĕр улми – 1,7 пин гектар, пахча çимĕç культурисем – 333 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем – 11,2 пин гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем – 3,4 пин гектар, силослăх культурăсем – 443 гектар, выльăх кăшманĕ – 852 гектар, сахăр кăшманĕ – 51 гектар, хăмла 22 гектар çинче. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеме хуçалăхсенче 242 единица тĕрлĕ техника пур, вăл шутра 70 косилка, 81 измельчитель, 63 пресс-подборщик тата сенажа Итали технологийĕпе хатĕрлемелли 3 комплект ("Ударник" тата «Свобода» хуçалăхсенче). Çак техникăн 90 проценчĕ паян ĕçре. Кăçал лизингпа тата ытти çăлкуçсемпе усă курса çĕнĕрен «Волга-2» измельчительсем 4 единица («Юнга», Ильич яч. хис., К. Иванов яч. хис., «Волга»), рулонлă прессем 3 единица («Юнга», К.Иванов яч. хис., «Волга»), Белоруссире туса кăларнă Л-501 роторлă косилкăсем 2 единица («Свобода», «Передовик»), пĕр единица ГДН-6 кĕрепле («Сундырский») туянса ĕçе явăçтарнă. Оперативлă даннăйсем тăрăх, паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксене 6500 гектар (65 процент), пĕр çул ÿсекен курăксене 650 гектар (20 процент), улăх-çаран курăкĕсене 800 гектар (40 процент) çулнă, 5,8 пин тонна утă (30 процент), 22,7 пин тонна сенаж (65 процент), 13,6 пин тонна силос (62 процент) хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси «Ударник», «Свобода», «Оринино», Ленин яч. хис., «Хлебороб», «Колос», «Восток», «Сундырский», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче лайăх пырать. «Динамо», «Нива», «Дружба», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче вара ку ĕçе кирлĕ пек хатĕрленсе тухман, çавăнпа апат хатĕрлес хăвăртлăх та пĕчĕк, утта, сенажпа силоса кирлĕ калăпăшăн 30 процентĕнчен те сахалрах янтăланă. Выльăх апчĕ хатĕрленипе пĕрлех ял хуçалăх культурисене пăхса çитĕнтерес ĕç те пырать. Вăраха пынă çумăрсене пула чылай çĕрте рет хушшисене чĕрсе кăпкалатасси вăраха кайнă, уйсем çумкурăк айне пулаççĕ. Çавăнпа та уйсене вĕсенчен тасатмашкăн пур ресурссемпе те усă курмалла. Кĕр аки те инçе мар, çĕр хатĕрлесси вара вăраххăн пырать. Пĕтĕмпе те 450 гектар кăна хатĕрленĕ, пĕтĕмпе 6 пин гектар кĕрхи культурăсем акмалла. Ака валли куçакан фондра 11 пин центнер (кирлин 50 проценчĕ) вăрлăх пур, вăл пĕтĕмпех кондициллĕ, 57 проценчĕ пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса, лаптăксене пысăк репродукциллĕ вăрлăхпа кăна акса хăвармалла. «Моргаушскагропромхимия» ОАО тăпра пулăхлăхне ÿстермешкĕн хăш-пĕр ĕçсем туса ирттернĕ. 168 гектар çĕрсене фосфоритланă, 7 пин тонна извĕç çăнăхĕ кÿрсе килсе 351 гектар çине 1,2 пин тонна хывнă. Уй-хире 50 пин тонна органикăллă удобренисем турттарса тухнă, 15 пин тоннине тăпрана хывнă, ку ĕç малалла пырать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси – ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсенчен пĕри. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта аш-какай тата çăмарта туса илесси 36-11 процент ÿснĕ. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 220 центнер сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 1978 килограмм сĕт сунă. Асăннă кăтартусемпе район республикăра чи малтисенчен пĕри. Хура-ула ĕне выльăх ĕрчетессипе 1 племзаводпа 5 репродуктор ĕçлеççĕ. Ăратлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенче çулталăк пуçланнăранпа 4476 тонна сĕт сунă е районти ял хуçалăх предприятийĕсенче хатĕрленĕ калăпăшĕн 47 проценчĕ чухлĕ. «Ударник» хуçалăхра вăтам сăвăм 3711 килогрампа танлашнă. Ăратлă сыснасем ĕрчетекен 3 племзаводпа 5 репродуктор та япăх мар ĕçленĕ. Ăратлăхпа кĕтĕве çĕнетес ĕçĕн системине туса хуни, республикăри Ял хуçалăх министерстви енчен паракан пулăшу ăратлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсене çамрăк выльăхсем ытлă-çитлĕ çитĕнтерме май панă. Иртнĕ ултă уйăхра ăратлă пăрусем 76 пуç, сыснасем 817 пуç реализациленĕ. «Свобода», Е. Андреев яч. хис., «Передовик», «Чемеево», «Герой», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче сутлăх татах 271 пуç ăратлă сыснасем пур. Ама выльăхсене тытса тăмашкăн тата ăратлă çамрăк выльăхсем туянма федераллă тата республика бюджечĕсенчен 1 миллион та 850 пин тенкĕлĕх субсидисем килнĕ, вĕсемпе тĕллевлĕ усă курмаллах. Вырма ĕçĕсене ирттерме районта тĕш-тырă комбайнĕсем 150 пур, вĕсенчен «Дон-1500» маркăлли 14 единица, «Симбашхолдинг» ОАОра туса кăларнисем 6 единица. Вĕсенчен тăваттăшне хуçалăхсем кăçал туяннă: «Свобода» хуçалăх – 2 «Руслан», Е. Андреев яч. хис. тата Ленин яч. хис. хуçалăхсем пĕрер «Енисей-1200». Кашни комбайн пуçне пухса кĕртмелли лаптăк кăçал 123 гектарпа танлашать (пирĕн зонăшăн норма – 100-115 га). «Восток» (83 га), «Свобода» (86 га), «Герой» (97 га), «Ударник» (104 га) хуçалăхсенче вăл нормăран пĕчĕкрех пулсан, Чкалов яч. хис. хуçалăхра 200 га, «Колос» – 198 га, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра – 181 га, Мичурин яч. хис., Ленин яч. хис., К. Иванов яч. хис. хуçалăхсенче 146-160 гектар таран тивет. Çавăнпа та вырмана вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен техникăна хатĕрлесе çитересси çине уйрăмах тимлĕ çаврăнса пăхмалла. Хальлĕхе тĕш-тырă комбайнĕсен 90 процентне юсама-хатĕрлеме тытăннă, ыттисене механизаторсен кадрĕсемпе комплектлаççĕ. Паянхи куна тĕш-тырă комбайнĕсен 81 проценчĕ, тырă тасатакан-сортлакан машинăсен 64-72 проценчĕ, напольнăй сушилкăсен 63 проценчĕ, КЗСсен 37 проценчĕ хатĕррисен ретĕнче. Вырма, кĕрхи ытти ĕçсем ирттерме хуçалăхсене 2,7 пин тонна дизтопливо, 1,3 пин тонна бензин, 120 тонна дизель çăвĕ кирлĕ. Паян вара пĕтĕмпе те 210 тонна дизтопливо, 120 тонна бензин, 14 тонна дизель çăвĕ е кирлĕ калăпăшăн 10 проценчĕ чухлĕ кăна пур. «Свобода», «Герой», «Восток», «Ударник», «Оринино» хуçалăхсем вырма ĕçĕсене ирттермешкĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтернĕ пулсан, «Нива», «Дружба», «Юнга», «Тораево» хуçалăхсенче килсе тăракан материалсене те çийĕнчех усă кураççĕ. Çитĕнтернĕ ял хуçалăх культурисене пухса тирпейлемелли тапхăр çитсе тăнă май ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, специалистсен службисен, инженерсемпе техниксен, подразделенисен ертÿçисен ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе пурнăçламалли мероприятисене пĕр пăркаланмасăр туса ирттермелле. «Куçсене уçмалли» самантсемпе тĕслĕхсем пур ĕнтĕ. «Юнга» тата «Оринино» хуçалăхсенче июль уйăхĕнче кăна икĕ работник хытах сусăрăннă. Çавăнпа та кашни хуçалăхрах ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пырассишĕн пур работниксемпе те черетсĕр инструктажсем ирттермелле, инкек-синкек пулмалли сăлтавсене малтанах сирмелле. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшас, тăкак тÿсессинчен хÿтĕлес тата укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес тĕллевпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ял хуçалăх предприятийĕсене 7 миллион та 342 пин тенкĕлĕх бюджетран уйăрса парса тивĕçтернĕ, çав шутра федераллă бюджетран – 3 миллион та 424 пин тенкĕлĕх, республика бюджетĕнчен – 3 миллион та 918 пин тенкĕлĕх. Çур аки ĕçĕсем ирттерме 1 миллион та 470 пин тенкĕлĕх процентсăр ссуда уйăрнă. Вырма ĕçĕсен пĕтĕм комплексне ирттерме 22 миллион тенкĕ кирлĕ. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе çăмăллатнă ссудăсем 8 миллион тенкĕлĕх уйăрнă, хуçалăхсем вара 5,6 миллион тенкĕлĕх кăна заявкăсем панă. Вырмана тухиччен юлашки юлнă укçана илсе пĕтермеллех. «Муркашри сĕт завочĕ» акционер обществи те тырпула пуçтарса кĕртме 2 миллион тенкĕлĕх процентсăр ссудăсемпе тивĕçтерме шантарать. Финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалли-сыватмалли Программăна кĕмешкĕн документсен кирлĕ пакетне хатĕрленĕ. Виçĕ хуçалăх парăмсене парса татмалли вăхăт пирки килĕшÿсем тунă, программăна татах çичĕ хуçалăх кĕнĕ. Ытти хуçалăхсен («Восток» хуçалăх тата «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикисĕр пуçне) заявленисем парса асăннă программăна кĕмешкĕн кирлĕ документсене хатĕрлемелле. Специалистсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кăçал вырмана унчченхи çулхисенчен икĕ эрне каярах юлса тухатпăр. Çавăнпа та кăçалхи ĕççи уйрăмлăхĕсене уйрăмах тĕплĕ шута илни кирлĕ. Чи малтанах уйран килекен тырра епле типĕтсе-тасатса хатĕрлесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Каярах акнă тырăсем пиçсе çитмесен те пултараççĕ, апла пулсан вĕсене тырă сенажĕ тума усă курни вырăнлăрах та пулĕ. Вырма ĕçĕсене маларах вĕçленĕ хуçалăхсем ыттисене пулăшни те кăçал ытлашши пулмĕ. Куратпăр ĕнтĕ, çывхарса çитнĕ хĕрÿ ĕçсен тапхăрĕ пĕтĕм вăйсене, резервсене пĕрлештерме хистет. Çакăн чухне кăна ăнăçусем, лайăх кăтартусем пулĕç.


05 августа 2003
00:00
Поделиться