Моргаушский муниципальный округ

Халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн

Пурнăç кунран кун малалла аталанса пырать. Ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Нумай çĕрте çĕнĕ урамсем йĕркеленчĕç, вĕсем ял илемне кÿреççĕ. Юлашки вăхăтра республикăра ялсен инфраструктурине аталанатарасси çине уйрăмах тимлĕн пăхаççĕ. Ку тĕлĕшпе ялсенче сахал мар ĕçсем пурнăçланă ĕнтĕ. Çынсен ыйтăвĕсене татса парас, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлас енĕпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен нумай тимлемелле. Оринин ял администрацийĕнче 2002 çулхи апрель уйăхĕнчен тытăнса çĕнĕ пуçлăх ĕçлет. А.С. Суриков Сентимĕрте çуралса ÿснĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Малтан вăл 5 çул хушши ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕнче ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен агроном пулнă. А.С. Суриков çамрăк-ха, хăйĕн ĕçне те куллен вĕренсе, хăнăхса пырать, халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшать. Çак кунсенче район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А.Чернова А.С. Суриковпа тĕл пулнă, хăйсен ĕçĕпе паллаштарма ыйтнă. -Александр Сергеевич, хăвăрăн ĕçпе пĕтĕмĕшле паллаштарсамăр; -Оринин ял администрацийĕн территорийĕ пĕчĕк мар, пĕтĕмпе 14 ял кĕрет унта. 850 хуçалăхра 2870 çын пурăнать. Чи пысăк ялĕ - Мулкачкасси, чи пĕчĕкки - Лантăш ялĕ.Ял администрацийĕн территорийĕнче “Оринино” тата “Восток” хуçалăхсем, кирпĕч завочĕ, “Чувашсетьгаз”ООО Муркаш районĕнчи филиалĕ тата ытти предпрятисемпе учрежденисем пур. Бюджет сферинчи учрежденисем те сахал мар. Çавна май ĕçĕ те çителĕклĕ. -Пĕр çулталăк ытларах вăхăт нумаях мар ĕнтĕ. Апла пулсан, малтанхи кунсем те асрах пулĕ-ха; -Эпĕ администраци пуçлăхĕ пулса иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Чи пĕрремĕш ĕç - çăва территорине тирпейлесси пулчĕ. Унта Атапай тата Сентимĕр ялĕсенчен 25 çын хутшăнчĕ. Çÿллĕ ÿссе кайнă йывăçсене касрăмăр, тасатса тирпейлерĕмĕр. Кăçал вара çак ĕçе 5 ялтан 100 яхăн çын хутшăнчĕ. Ялсенче пурнăçламалли ĕçсем тупăнсах тăраççĕ. Иртнĕ çулта халăх ыйтнипе Орининта малтанхи клуб вырăнĕнче чиркÿ уçрăмăр. Кивĕ шкултан юсаса клуб туса хута ятăмăр. Çуркунне çитсен ялсене тирпей-илем кĕртес, пушартан сыхланас, выльăхсене кĕтĕве кăларас тата ытти ыйтусемпе 12 ялта пухусем ирттертĕмĕр. Районта ку тĕлĕшпе çулсеренех ирттерекен смотр-конкурса та хутшăнатпăр. Пĕлтĕр Чамăш ялĕ иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал Пăсăрман ялне конкурса тăратасшăн. Уйрăм хуçалăхсенчен Чамăшри И.Вершковпа Атапайри А.Вязовăн хуçалăхĕсем “чи кăтартуллă хуçалăх” ята тивĕçнĕччĕ. -ЧР Президенчĕ 2003-2004 çулсенче Чăваш Республикинчи ялсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен ятарлă указ йышăнчĕ. Сирĕн территоринче ку тĕлĕшпе ĕçсем еплерех; -Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн территоринче хальхи вăхăтра кашни ялтах çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ. Ку вăл мĕн пур хуçалăхсен 90 процентне яхăн пулать. Иртнĕ çулта 14-мĕш яла - Лапкаса газ кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра ялсем тăрăх çÿресе кам газ кĕртмен, вĕсемпе уйрăмшаррăн калаçса тухатпăр. Газ кĕртес кăмăллисем те тупăнчĕç. Вĕсем халĕ çак ĕçе валли документсем хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Тереç, Пиккикасси, Çеменкасси ялĕсенчи çĕнĕ урамсене газ кĕртме проектсем хатĕрлемелле. -Ытти ĕçсене епле пурнăçласа пыратăр; -Иртнĕ çулта Сентимĕр ялĕнче икĕ çăл хута янăччĕ. Çавăн пекех Çĕньял Оринин ялĕнче плотина тума проект хатĕрленĕччĕ. Кĕçех ăна тума пуçламалла. Ăна валли тимĕр-бетон пăрăхĕсене илсе килнĕ. Ку ĕçе “Водстрой” ПМК пурнăçлать. Тереç ялĕнче шыв башни йĕркеллĕ ĕçлемест, ăна та йĕркене кĕртмелле. Мулкачкасси тата Атапай ялĕсенче çулсем япăх. Сентимĕр ялĕнче те хытарнă çул тăвасшăн, çитес эрнере проект хатĕрлеме тытăнмалла, Пиккикасси ялне асфальт çул тăвасси пирки те шутламалла тата ыт. те. -Çуллахи вăхăтра юсав ĕçĕсене ирттерме меллĕ. Сирĕн территоринче хĕле хатĕрленме тытăннă-и; -Пирĕн патра 2 шкул. Вĕсенче хальхи вăхăтра хĕрсех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Фельдшер пункчĕсем 4, вĕсенче те вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Культура учрежденийĕсем те хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленеççĕ. Çитес хĕл мĕнле пулассине паян никам та татса калаймасть. Çавăнпа та пур çĕрте те-кашни учрежденире ăна тĕплĕн хатĕрленмелле. -Хăвăрăн кулленхи ĕçре сире камсем пулăшаççĕ; -Эпир хамăр кулленхи ĕçре ял старостисем тата обществăлла организацисем çине таянса ĕçлетпĕр. Кашни ялта пĕрер староста суйласа хăварнă, пĕтĕмпе 14. Старостăсен канашĕн ларăвне кварталта пĕрре ирттеретпĕр. Вĕсенче кулленхи пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр. Хăш-пĕр старостăсем уйрăмах активлăхпа палăрса тăраççĕ. А.Порфирьев (Çĕньял Оринин), В.Налимов (Мулкачкасси), Г.Моисеева (Пиккикасси) старостăна пулăшаканĕ, А.Викторов (Оринин) тата ыт. те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Атапайра малтан староста пулнă Н.Садовников та ырă ĕçĕпе палăрчĕ. Ял уявĕсене, ытти мероприятисене ирттернĕ çĕре те старостăсем активлă хутшăнаççĕ. Çамрăксен канашĕ те (ертĕçи О.Васильев) лайăх ĕçлесе пырать. Вĕсем хăйсемех пуçарулăх кăтартса тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ, субботниксем ирттереççĕ. Çавăн пекех Л.Филиппова, Е.Горшкова, А.Иванов çамрăксем те маттур. Спорт ăмăртăвĕсене ирттерес тĕлĕшпе Оринити вăтам шкулти С.Алексеев яланах пуçаруллă ĕçлет. Ку енĕпе Атапайри А.Долгова, А.Волкова, А.Медова ырăпа асăнмалла. Тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă чухне пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыма тăрăшатпăр. Ю.А. Иванов, П.Н. Вязов депутатсем те активлă ĕçлеççĕ. Спонсор пулăшăвĕ панăшăн “Оринино” хуçалăха, “Моргаушагропромхими” предприятие, “Чувашия - Поддержка” страхлакан компание тав тăвас килет. Малашне те пĕрлех тăрăшасчĕ, ял пурнăçне аталантарса халăх шанăçне тÿрре кăларасчĕ.


21 июля 2003
00:00
Поделиться