Моргаушский муниципальный округ

Вырăнти администрацисенче

Мĕн палăртнине пурнăçласахчĕ Юлашки çулсенче питĕ хăвăрт улшăнса пыракан пурнăç ĕç меслечĕсене улăштарма, çĕнĕлĕхсем шырама хистет. Çапла пулмалла та. Унсăрăн палăртнă тĕллевсене пурнăçлама питĕ йывăр. Ял администрацийĕн кунсерен вуншар ыйту татса пама тивет. Вырăнти халăхăн пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем те куллен тухсах тăраççĕ. Юлашки вăхăтра республикăра ялсен инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе нумай тимлеççĕ. Çакă, паллах, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе тÿреммĕнех çыхăннă. Хальхи вăхăтра Ярапайкасси ял администрацийĕн территорийĕнче мĕн пур çынсен 71 проценчĕ çут çанталăк газĕпе усă курать. Кăçалхи февраль уйăхĕнче ЧР Президенчĕ Н. Федоров «Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» 13 № Указ йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, 2003-2004 çулсенче ялсене газ кĕртессипе мĕн пур тĕп ĕçсене вĕçлемеле. Çак задачăна пурнăçласа пирĕн территоринче те кăçал - çитес çул ялсене газ кĕртессине 90 процента çитермелле. Елача, Иштерек, Тури Тăмлай, Анатри Тăмлай ялĕсене ку тĕлĕшпе ытларах тимлемелле пулать. Çуллахи вăхăтра ялсенче пурнăçламали ытти ĕçсем те тупăнсах тăраççĕ. Иртнĕ çулта халăх укçи-тенкипе Ярапайкассинче пĕве тунăччĕ. Кăçал ку ялти плотинана юсаса çĕнетмеле, проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Пĕчĕк пĕвесем кашни ялтах кирлĕ. Çынсем шывсăр пурăнаймаççĕ. 2002 çулта тимĕр-тăмăр пухнă укçапа тата халăх укçипе Елачара шыв башнине юсама май килчĕ, çавăн пекех Ермакра 2 обществăлла çăл тунăччĕ. Хамăрăн кулленхи ĕçре ялсене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку тĕлĕшпе районта çулсерен ирттерекен смотр-конкурса та хутшăнатпăр. Кăçал Вускасси ялне конкурса тăратасшăн. Уйрăм хуçалăхсенчен иртнĕ çулта В.А. Краснов хуçалăхĕ çак чыса тивĕçнĕччĕ. Тирпейлĕхпе тасалăх хамăрах кирлине шута илсе ытти хуçалăхсене те çак конкурса хутшăнма чĕнсе калас килет. Пур çĕрте те йĕркелĕх хуçалансан пурăнма та аван. Чи тивĕçлине вара ятарлă комисси суйласа илсе конкурса тăратĕ. Пире кулленхи ĕçре ял старостисем, обществăлла организацисен ертÿçисем пулăшса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн территоринчи 11 ялта 10 староста ĕçлет. Старостăсен канашĕн ларăвне ял пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе кашни уйăхрах ирттеретпĕр. Ярапайкасинчи Ю. Енисеев, Вускасинчи Н. Боголюбова, Сыпайри И. Сядаров старостăсем активлăхпа палăраççĕ, çынсене тĕрлĕ ĕçсене явăçтарса ял пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Ял старостисем килĕрен те çÿреççĕ, пушартан сыхланма çынсем епле хатĕр пулнине тĕрĕслеççĕ т. ыт. те. Ветерансен канашĕн ертÿçи Н.М. Данилов та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Халăх хушшинче çынсен сывлăхне упрас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе те тимлетпĕр. Çемье медицинине аталантарас тĕллевпех иртнĕ çулта Ярапайкассинче врач амбулаторийĕн бази çинче пĕрлехи практика врачĕн офисне уçрăмăр. Çакă ял çыннисене вырăнтах тĕрлĕ енлĕ медицина пулăшăвĕ илме, унти пурлăхпа техника базине пуянлатма май пачĕ. Медицина ĕçченĕсем халăх хушшинче, шкулсенче пулса сывлăха упрасси, чирсенчен сыхланасси пирки калаçусем ирттереççĕ, вырăнти радиопа та тухса калаçаççĕ. Ял администрацийĕн территорийĕнче çулсеренех тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттеретпĕр. Унта кашни ялтанах активлă хутшăнаççĕ. Кăçал, сăмахран, пирĕн патра Мешаков призĕшĕн районти ăмăрту, вырăнти тепĕр 3 ăмăрту (спортăн 5 тĕсĕпе) иртрĕ. Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те çынсен канăвне усăллă йĕркелес, тĕрлĕрен мероприятисем ирттерес тесе нумай тăрăшаççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă. Ярапайкассинчи «Екрем» фольклор халăх ансамблĕ Республика кунĕ ячĕпе иртекен уява хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартать. ЧР Культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Романов ертсе пыракан çак коллектив нумай регионсенче пулса çынсене хăйĕн илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарнă, чăннипех хисепе тивĕçлĕ. Çуллахи кунсем тăраççĕ пулин те, паян хĕле хатĕрленесси пирки те манмалла мар. Сыпайри фельдшер пункчĕн çивиттине юсарăмăр, шалта юсав ĕçĕсем ирттерме спонсор шырамалла пулать. Ярапайкассинчи пĕрлехи практика врачĕн офисĕнче газ котельнăйĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçламалла, çĕнĕ насус лартмалла. Бюджет сферинчи мĕн пур учрежденисен çивиттийĕсене юсаса çĕнетмелле. Шыв юхса çĕрме памалла мар. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Мĕн палăртнине пурнăçласах тесен вырăнти ертÿçĕсем, база предприятийĕсем пĕр шухăшлă пулни кирлĕ. Ялсен инфраструктурине аталантарма пулăшмалла, ялти халăха пурăнма кирлĕ условисем туса памалла. Унсăрăн халăх ялтан тарса пĕтет. Пирĕн территоринчен ахаль те ытти регионсене çынсем ĕçлеме нумаййăн каяççĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра пирĕн территоринчен механизатор пулма вĕренекен пĕр çамрăк та çук. Хуçалăхра ĕç дисциплини хавшак пулни, ĕç эффективлăхĕ пулманни, ĕç укçи тÿлейменни çав тери канăçсăрлантаракан, шутламалли ыйтусем. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан пĕчĕк предприятисем пур: тĕрлĕ маршрутпа çÿрекен «Газель» микроавтобуссем икĕ çыннăн икшер, «Чăваш сăри» ООО, Акимовăн предприятийĕ йывăçран паркет, чÿрече рамисем, алăксем хатĕрлет, суту-илÿпе ĕçлекенсем те 2 çын. Анчах вĕсен хăйсен та аталанмалла. Çавăнпа та пĕтĕм шанчăк – пуçаруллă çынсем çинче. Вĕсемпе пĕрле пулса вырăнти пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Пĕрлĕхре пысăк вăй теççĕ. Пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнсан мĕн палăтнине пурнăçласса шанас килет.


26 июня 2003
00:00
Поделиться