Моргаушский муниципальный округ

Çамрăк, анчах ăста

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне йĕркеллĕ аталантарса пыни хуçалăх экономикине тивĕçлĕ шайра тытса пыма пулăшать. Отрасль аталанăвĕ вара унта ĕçлекенĕн тăрăшулăхĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Ăратлă выльăх ĕрчетекен “Передовик” хупă акционерлă общество-заводра эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Олеся Петровна Пушкина виççĕмĕш çул вăй хурать.Çамрăк хĕр Ивановкăри ĕне ферминче 24 ĕнерен тăракан ушкăна сăвассипе тимлет. Куллен тăрăшса ĕçленĕскер кăçалхи январь-май уйăхĕсенче çирĕплетнĕ ушкăнран 33 тонна çурă суса илсе хуçалăхри ытти дояркăсемшĕн çамрăклăха пăхмасăрах ырă тĕслĕх пулса тăрать. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта та Олеся хуçалăхра чи ÿсĕмлĕ доярка пулнă. Паян унăн ушкăнĕнчи ĕнесем талăксерен вуншар килограмм ытла сĕт антараççĕ. Олеся иртнĕ уйăхра район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ ирттернĕ техник-осеменаторсемпе ĕнесене машинăпа сăвакансен ăмăртăвне хутшăнчĕ, çамрăк дояркăсем хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, хăйĕн çак ĕçри маттурлăхне уçăмлăн кăтартса пачĕ.


26 июня 2003
00:00
Поделиться
;