Моргаушский муниципальный округ

Эрех преступлени çулĕ çине тăратать

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров эрех ĕçнипе тата алкоголизмпа кĕрешмелли марăсене вăйлатасси çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетрĕ. Право йĕркине сыхлакан органсем, çав шутра милиципе прокуратура органĕсем умне те унта конкретлă задачăсем палăртнă. Саккунлăхпа йĕркелĕхе çирĕплетесси, çынсен прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлесси прокуратура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ пулнă май эпир те ку тĕлĕшпе тăракан задачăсене лайăх ăнланатпăр. Право йĕркисене пăсса йывăр преступленисем тăвасран асăрханас тата вĕсен шутне чакарас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерни çакăнта уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче эрех ĕçесси сарăлсах пыни, çавна май преступленисен шучĕ те ÿсни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çĕршыв, республика, район шайĕнче те лару-тăру çăмăл мар. Сăмахран, кăçалхи пилĕк уйăхра район территорийĕнче обществăлла вырăнсенче эрех ĕçнĕ хыççăн ÿсĕр пулнă 369 çынна тытса чарнă (иртнĕ çул – 342 тĕслĕх)Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе прокуратура работникĕсем эрех изделийĕсене çул çитмен çамрăксене сутнă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе ирттернĕ пĕрлехи рейдсем вăхăтĕнче те вырăнсенче чылай çĕрте лару-тăру йĕркеллĕ марри палăрнă. Çакăн чухне 143,25 литр этил спирчĕ, сăмакун юхтарма хатĕрленĕ 250 литр пăрака, 1 литр денатурат, 1,5 литр спиртлă шĕвексем тупса туртса илнĕ, пĕтĕмпе 18 195 тенкĕлĕх. Асăннă тĕслĕхсем пĕрлехи 98 рейдра пулнă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче пуçĕпех ĕçке ярăннă 22 çын, эрех ĕçнĕ хыççăн çемьере хирĕçекен-çапăçакан 29 çын учетра тăрать. Кусем – официаллă майпа шута илнисем. Шута илменнисем мĕн чухлĕ-ши; Эрех-сăрапа иртĕхекенсемпе ял администрацийĕсен витĕмлĕрех ĕçлемелли куçкĕретех. Алкогольпе иртĕхни сывлăха çав тери сиен кÿни, çемьесене аркатни, çакăн чухне ачасем чун-чĕрепе аманса юлни пуриншĕн те уçăмлă та паллă ĕнтĕ. Эрех ĕçсе пуçа минретни правăна хирĕçле ĕçсем тăвасси патне илсе пырать, преступлени тăвас çул çине тăратать. Эрехе пулах ашшĕ-амăшĕсем ачисене пăхасси, воспитани парасси çине алă сулни уйрăмах чуна çÿçентерет. Тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн çакăн пек тĕслĕхсем тÿрре килни çирĕпленсен, пирĕн вĕсене ирĕксĕрех ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма тивет. Кăçал ун пек тĕслĕхсем 3 пулчĕç ĕнтĕ. Сăмахран, Тренккă ялĕнче пурăнакан Любовь Андреевна Галкина çемйинче çул çитмен виçĕ ача: ик хĕрпе пĕр ывăл. Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире çемье шанчăксăр-йĕркесĕррисен шутĕнче учетра тăрать. Кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ тĕрĕслев те çакнах çирĕплетрĕ. Кил-çуртра йĕрке çук, пÿлĕмсенче таса мар. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ют çынсем те пурччĕ, ÿсĕр Л.А. Галкина вара диван çинче выртать. Çемьене тăрантараканĕ çукран 14 çула çитичченхи ачасемшĕн пенси илсе тăрать пулин те вĕсене воспитани парас тĕлĕшри тивĕçĕсене пурнăçласа пымасть. Тĕрĕслев ирттернĕ самант тĕлне хăй ниçта та ĕçлемен. Çакăн пек лару-тăрăва шута илсе, Л.А. Галкинана ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма тиврĕ, ачисене вара интерната вынаçтарнă. Кăçал прокуратурăран районти халăх судне ачисемшĕн тивĕçекен пособие илсе тăмашкăн чарасси пирки йышăну тума пĕр ĕç ярса патăмăр (пĕлтĕр виçĕ тĕслĕх). Сăмах кунта Автанкассинче пурăнакан Регина Павловна Белова пирки пырать. Ĕçе эпир унăн аслă хĕрĕ Надежда Алексеевна Белова пирĕн пата пĕлтернĕ хыççăн пуçартăмăр Р.П. Белова çемйинче çитĕннĕ икĕ хĕрпе çул çитмен икĕ ача-мĕн. Упăшки 2001 çулхи ноябрьте вилнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăй хальхи вăхăтра ниçта та ĕçлеменни палăрчĕ. Тури Панклири А.А. Мироновпа пурăнать. Ачасемшĕн пособи тата çемьене тăрантараканĕ çукран та ачасемшĕн пенси илсе тăрать, анчах ачисене нимĕн те туянса памасть, укçине эрех илсе пĕтерет. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексăн 30 статйине тĕпе хурса, Р.П. Белована ачасемшĕн тивĕçекен пособие тата ытти укçа илсе тăмашкăн чарнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăш-пĕр çемьесенче эрех ĕçнĕ хыççăн лару-тăру чашăк-тирĕк шăкăртатнă картран иртсе каять, чышкă-муклашкă патне е тата хăрушăрах шая çитет. Эпĕ кăна эрех ĕçсе пуçа минретнĕ хыççăн хирĕçÿ-çапăçу тăвакан çемье пуçĕсем (упăшкисем) хăйсене мĕнле тыткалани пирки калатăп. Вĕсен тĕлĕшпе кăçалхи пилĕк уйăхра 7 уголовнăй ĕç, мăшăрĕсене (арăмĕсене) вĕлерессипе хăратнă пирки 12 уголовнăй ĕç пуçарса халăх судне ярса пама тиврĕ. Урăхла каласан, пуçарнă çак уголовнăй ĕçсем вăл е ку çын Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 116 тата 119 статйисемпе килĕшллĕн преступлени тунине пĕлтерет. Çакна та каласа хăварасшăн. Пытарма кирлĕ мар, хальлĕхе чылай чухне çемьере харкашу-хирĕçÿ тухсан, эрех ĕçнĕ упăшки арăмĕ çине алă çĕклесен е киревсĕр сăмахсем каласа хăратсан пирĕн пата пĕлтермеççĕ. Çакăн пек упăшкасенчен хăраса пурăнни, вĕсене каçарса пыни çемьери лару-тăрăва татах кăткăслатма, преступлени тăвасси патне илсе пыма пултарать кăна. Апла ан пултăр тесен, пирĕн пата кирек хăçан та çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр: 2-17-44 (прокурор), 2-17-40 (прокурор çумĕ), 2-17-49 (прокурора пулăшаканĕ). Эпир сире тимлĕ итлеме тата пулăшма яланах хатĕр. Наркотиксемпе алхасакансене асăрхасан та вĕсем пирки асăннă телефонсемпех шăнкăравлама ыйтатпăр. Сирĕн шăнкăравсене çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕнче те 2-11-59 (пай начальникĕ) тата 2-16-67 (дежурнăй чаç) телефонсемпе йышăнма хатĕр. Эрех ĕçнипе тата алкоголизмпа пĕр чăмăра пуçтарăнса витĕмлĕрех кĕрешмелле.


25 июня 2003
00:00
Поделиться