Моргаушский муниципальный округ

Ĕмĕтне пурнăçланă

1989-мĕш çултанпа вăй хурать медицина сестри пулса Муркашри тĕп больницăра Светлана Ивановна Васильева. Процедурăсен кабинетĕнче кунсерен вун-вун чирлĕ çынна ăшă кулăпа кĕтсе илсе, çепĕççĕн калаçса, уколсене ыраттармасăр туса сыватма тăрăшать. Ачаранах хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ вăл. Çавăнпа та 1987 çулта Йÿçкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Вăрманкас хĕрĕ пĕр иккеленмесĕрех, чун туртнипе Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Тивĕçлĕ пĕлÿ пухса медсестра профессине алла илет. Унтанпа, ак, 14 çул ним сисĕнмесĕр тенĕ пекех иртсе пырать. Çак ĕçе суйласа илнĕшĕн Светлана Ивановна пĕрре те ÿкĕнместĕ Ырă кăмăллăскерне ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ, чирлĕ çынсем те тав сăмахĕсем калаççĕ. Икĕ ача амăшĕ вăл. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл пăхса ÿстереççĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă тата юратакан медсестрана малашне те çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, çемьере ăнăçупа килĕшÿ сунас килет.


25 июня 2003
00:00
Поделиться