Моргаушский муниципальный округ

10.30 Çĕнтернĕ, финала тухнă.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут республикăри хуласен тата районсен администрацийĕсен ĕçченĕсен спартакиадине ирттереççĕ. Ку вăл сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, физкультурăпа спорта вырăнсенче лайăхрах аталантарас тĕлĕшпе вырăнти администрацисем тÿреммĕнĕх хутшăнакан тĕллевлĕ ăмăрту. Спартакиада программипе килĕшÿллен, кăçалхи майăн 25-мĕшĕнче пирĕн районта мини-футбол енĕпе хуласен тата районсен администрацийĕсен командисем зонăри ăмăртăва пуçтарăннă. Район центрĕнчи тĕп стадионта кам вăйлăраххине палăртмашкăн Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Элек, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тата Муркаш районĕсен командисем тухнă. Пирĕн район администрацийĕн команди асăннă турнирта ăнăçлă вылянă. Малтанах вăл Етĕрнесенчен 8:2 шутпа выляса илнĕ, пĕрремĕш вырăншăн ирттернĕ тĕп вăйăра Шупашкар хула администрацийĕн командине 2:0 шутпа парăнтарса финала тухнă. Финалти вăйăсем июлĕн 12-мĕшĕнче Çĕрпÿре иртеççĕ. Муркашра ирттернĕ вăйăсенче чи лайăх футболистсене те палăртса чысланă, асăнмалăх парнесемпе грамотăсем панă. Чи лайăх тапăнса вылякан ятне Шупашкарсен командинчи Ю.Иванов, чи лайăх хÿтĕленекен ятне пирĕн район командинчи Ю.Егоров, чи лайăх вратарь ятне Шупашкар хулинчи В.Шайкин тивĕçнĕ.


27 мая 2003
00:00
Поделиться
;