Интервью главы администрации перед "Днем Республики " (на чувашском языке)
Уяв умĕнхи интервью.
Район çыннисемпе мухтанатăп.
Июнь уйăхĕ те, май уйăхĕ пекех уявсемпе пуян. Çурхи ака-суха ĕçĕсем хыççăн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртрĕ. Хыççăнах Раççей ирĕклĕх кунĕ пулчĕ. Умра - Республика кунĕ. Çак куна 1995 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров алă пусса çирĕплетнĕ саккунра Чăваш Патшалăх кунĕ тесе палăртнă. Кăçал вăл тĕп хуламăрта анчах мар, Етĕрне хулинче те иртет. Ытти çулсемпе танлаштарсан чылай анлăрах паллă тума хатĕрленеççĕ ăна.
Çак кунсенче хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А.Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.И. Вязовпа тĕл пулнă, хăйĕн уяв умĕнхи шухăш-кăмăлĕпе паллаштарма ыйтнă.
- Июнĕн 24 -мĕшĕ - Республика кунĕ. Кашни чăваш çыннишĕн, тăван республикăра пурăнакан ытти халăх çыннисемшĕн çак кун пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăнах та, çак улшăнусен тапхăрĕнче Чăваш Ен Раççей анлăхĕнче çухалмарĕ, хăйĕн ырă ятне çÿле çĕклерĕ. Паян Чăваш Ене Раççейре пĕлеççĕ, хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Эсир ку тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр;
- Республика кунĕ Чăваш Республикинче пурăнакан çынсемшĕн пуриншĕн те пысăк, паллă, мăнаçлă самант. Çак куна паллă туни эпир,чăвашсем, пуррине, ытти халăхсем хушшинче нихăш енчен те кая юлманнине, малалла аталанса пынине кăтартать. Çак уявра чăвашсем мĕнле вырăнта тăни чăннипех лайăх курăнать. Хамăр çĕршыв шайĕпе илсен те, чăваш халăхĕн ку енĕпе савăнмалли сахал мар. Эпир, чăвашсем, Раççейре халăх йышĕпе, вырăссемпе тутарсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăратпăр. Çавăнпа та Пĕтĕм Раççей çĕрĕнче пурăнакан чăваш халăхĕ çак куна чунтан кĕтет.
Июнĕн 24-мĕшĕнче республикăра иртекен çак уява тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсем килни те çакна тепĕр хут çирĕплетет. Чăваш культури пĕтĕм Раççей шайĕнче аталанса пыни чăннипех чуна савăнтарать. Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри “Атăлçи çăлкуçĕсем” 10-мĕш фестивалĕ те çакăн çинченех калать. Чăваш халăхĕ хăйĕн ырă йăли-йĕркине тытса пыни, пĕр-пĕринчен вĕренсе малалла аталантарни те питĕ илемлĕ, паха.
Кăçалхи октябрь уйăхĕнче пулса иртекен Раççейри халăх перепиçĕ те чăваш халăхĕн йышĕ ÿснине кăтартса парĕ. Урăхла каласан, эпир пулнă, пур, пулатпăр.
- Валерий Иванович, Раççей, республика шайĕнчен район шайне таврăнар-ха. Муркаш районĕ малтанхи çулсенче те, халĕ те, япăххисен ретĕнче мар.
- Паллах, çак уява районта пурăнакан çынсем те ырă кăмăл-туйăмпа кĕтеççĕ. Пирĕн чăваш халăхĕ уявсене ĕçри çитĕнÿсемпе, тирпей-илемлĕхпе кĕтсе илме хăнăхнă. Муркаш районĕнче те çак ырă йăла çухалман, вăл çирĕпленсех пырать.
Производство енĕпе илес пулсан та, Муркаш халăхĕ Республика кунне япăх мар çитĕнÿсемпе кĕтсе илет. Ял халăхĕн хĕрÿ тапхăрне, çурхи ака-суха ĕçĕсене, лайăх пахалăхпа вĕçлерĕмĕр, палăртнă тĕллевсене пурнăçларăмăр. Тĕш-тырă культурисене, çĕрулмипе пахча çимĕçе çителĕкелĕ акса-лартса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен те ÿсĕмсем çук мар. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçалхи пилĕк уйăхра выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси чылай ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен, сыснасен йышĕ те нумайланчĕ.
Юлашки вăхăтра республикăра пулса иртнĕ конкурссенче пирĕн район механизаторĕсем район чысне çÿлте тытрĕç. “Ударник” хуçалăхри В.М. Вдадимиров тата Ленин яч. хис. хуçалăхри О.Н. Степанова республикăра мала тухса çĕнтерÿсем пулса тăчĕç. ,не сăвакансен республикăри ăмăртăвĕнче “Чемеево” хуçалăх доярки Н. Попугаева иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.
Çавăн пекех ытти отрасльсенче ĕçлекенсем хăйсен ятне çÿлте тытаççĕ. Сывлăха сыхлас, вĕрентÿ, культура ĕçĕсенче нумай çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртеççĕ. Республика кунне районти юрăпа ташă халăх коллективĕсем 5 хутшăнни те районта культура шайĕ çÿллĕ вырăнта пулнине пĕлтерет.
Ытти енĕпе илсен те савăнмалли çук мар. Республикăра ирттерекен смотр-конкурсра иртнĕ çулхи итогсемпе Муркаш сали пĕрремĕш вырăн йышăнни те халăхăн культура шайĕ ÿссе пынине, пурнăç малалла кайнине кăтартать.
- Ÿсĕмсене рядовой çынсем тăваççĕ. Ăнăнçлă ĕçлесси вара ертÿçĕсенчен те нумай килет. Уяв умĕнхи кунсенче ĕçĕсемпе ырă ята тивĕçнĕ коллективсене, уйрăм çынсене асăнни вырăнлă пулĕ.
- Уйрăм коллективсене илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенчен “Свобода”, “Ударник”, Суворов яч. хис., “Герой”, “Восток”, “Оринино” хуçалăхсене асăнмалла. Юлашки вăхăтра çĕнĕ формăпа ĕçлеме пуçланă “Гигант” хуçалăх та тăрăшни, малалла туртăнни сисĕнет. Ытти предприятисене илес пулсан та, пуçаруллă ĕçлекенсене асăнмасăр иртме çук. Акă, строительство организацийĕсенчен “Моргаушская” МСО хăйĕн ĕçне çÿллĕ шая çĕклерĕ. Кунта юлашки икĕ çул хушшинче ĕçлекенсен хисепĕ икĕ хут ытла ÿсрĕ. Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятийĕсем, “Чувашсетьгаз” ООО “Моргаушрайгаз” филиалĕ, РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ, республикăри пĕрлештернĕ банкăн, Муркашри уйрăмĕ, Муркашри издательство çурчĕ, Малиновка тата Ильинка лесничествисем, “Моргаушская” ПМК, Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ япăх мар ĕçлесе пыраççĕ.
Уйрăм çынсене илсен те хисепе тивĕçлисем, пултарулăхпа палăрнисем сахал мар. Кашни отрасльтех вуншар çынна асăнма пулать паян. “Ударник” хуçалăхри Роза Платоновнапа Геннадий Яковлевич Яковлесем кăçалхи пилĕк уйăхра кашни ĕнерен 3622-шер кг сĕт суса илнĕ. “Чемеево” хуçалăхри Р.Г. Карпова кашни тĕп амаран 11-шер çура илме пултарнă. “Тораево” хуçалăхри А. Александров пăхакан сыснасем талăкне 659-шар грамм, Е. Дмитриева пăхакан мăйракаллă шултра выльăхсем 1088-шар грамм ÿт хушнă. Ытти отрасльсенче те пултарулăхпа палăрнисем нумай. РФ тата Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене тивĕçнисене çулсерен хушăнсах пыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть Муркашри тĕп больницăри Л.П. Огурцова тата И.С. Данилова врачсем “Раççей Федерацийĕнчи сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ” “Дружба” хуçалăх ертÿçин çумĕ А.Т. Димитриева “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, почта çыхăнăвĕн районти узелĕн пуçлăхĕн çумĕ П.А. Киселев “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çыхăнуçи” хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç тата ыт. те.
- Паллах, ÿсĕмсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те пытармăпăр. Каялла çаврăнса пăхсан (эсир района иккĕмĕш срок ертсе пыратăр), малалла тинкерсен тÿрлетмелли те пур пулĕ. Тен, паянхи виçепе хакласан, урăхла тумалла пек туйăнать;
- Калас пулать, каялла çаврăнса пăхсан туса çитермен ĕçсем чылай курăнаççĕ. Пурнăç малалла аталаннă май,çитменлĕхсем те малти вырăна тухаççĕ. Пĕрремĕшĕ, паянхи тĕп задачăсенчен пĕри - производство шайне ÿстересси. Ял хуçалăхĕнче те пур хуçалăхсем пĕр пек аталанса пымаççĕ. Муркашри сĕт-çу завочĕ тата Муркашри кирпĕч завочĕ продукци туса илессине чакарни те пăшăрхантарать. Строительство ĕçĕсем, газ кĕртесси, çулсем тăвасси çителĕклĕ таран пулса пыраççĕ теме çук. Ялсенчи шыв пăрăхĕсем кивелсе çитрĕç, вĕсене улăштармалла. Ялсенче çĕнĕ урамсене, газ, шыв, электричество кĕртессипе ĕçлемелле. Социаллă сферăра та туса çитермен ĕçсем пур. Çĕнетмелли шкулсем, медицина тата культура учрежденийĕсем пирки те пĕлсе тăратпăр. Анчах та укçа-тенкĕ енчен лару-тăру йывăр пирки пур ĕçе те пĕр харăс пурнăçлама май çук.
Тепĕр пысăк ыйту - ялсене тирпей-илем кĕртесси. Ăна валли укçа нумай кирлĕ мар. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен, старостăсен, ялти мĕнпур активăн пуçарулăх пулсан çак ĕçсене пурнăçлама майсем пур. Ялта, урамсенче тирпейлĕ, илемлĕ пулни чуна савăнтарать. Вăл вырăнта пурăнакан халăхран та нумай килет.
Иккĕмш срок ĕçленĕ май район аталанăвĕ мана пĕрмаях шухăшлаттарать. Умри тĕллевсене пурнăçлас тесе эпир тĕп çул-йĕрсене палăртрăмăр. Район территорине комплекслă аталантарма проект хатĕрлерĕмĕр. Ăна республикăри комисси те ырларĕ. Çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕн решенийĕпе чылай программăсем çирĕплетнĕ, вĕсенче тĕрлĕ отрасльсен малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕсене уççăн палăртнă. Çавăнпа та çав стратегиллĕ çул-йĕре эпĕ тĕрĕс тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен палăртнисем пурнăçланса пыраççĕ. Хам ĕçлеме тытăннăранпа улттăмĕш шкула хута яма хатĕрлетпĕр.
-Юрĕ. Уяв умĕн тĕл пулнăран Муркаш районĕн ĕçчен çыннисене тивĕçлипех саламлани те вырăнлă пулĕ. Мĕн калама пултаратăр эсир ентешĕрсене;
- Ентешĕмĕрсене, район çыннисене çапла каласшăн. Муркаш район çыннисемпе ĕçлеме кăмăллă. Кирек епле ĕç хушсан та, вĕсем ăна тирпейлĕн, пысăк пахалăхпа, илемлĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Районта ĕçпе чапа тухнă çынсем нумай. Районти ырă çынсен ячĕсем ан çухалччăр тесе çитес вăхăтрах район энциклопедине хатĕрлесе çитеретпĕр. Вăл кĕçех пичетленсе тухать.
Унта Муркаш районĕн маттур çыннисем нумайăшĕ кĕрсе юлнă.
Пурне те тăрăшуллă ĕçĕсемшĕн чун-чĕререн тав тăватăп, уяв ячĕпе саламлатăп. Кашниннех çемьере килĕшÿпе телей, ĕçре ăнăçусем, нумай çулсем пурăнма çирĕп сывлăх пултăр.