Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем "Последнего звонка"
Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем!
Сире пурне те «Юлашки шăнкăрав» кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кăçал районти 11 класра вĕренекен 140 ачашăн юлашки хут янăрать шкул шăнкăравĕ. Çавăн пекех тата тепĕр 322 ача 9 класс пĕтерет.
Çак куна уйрăмах 11-мĕшсем пăлханса кĕтеççĕ. Юлашки шăнкăравпа пĕрле вĕсемшĕн ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем хыçа юлаççĕ. Умра вара – ответлă тапхăр: экзаменсене ăнăçлă тытса, хăвăрăн пурнăç çулне суйласа илмелле. Сирĕн çĕнĕ пурнăç пуçланать. Шкулта эсир пĕлÿ илнипе пĕрлех тĕрлĕрен конкурссемпе олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнса, хăвăр пултарулăхăрпа савăнтартăр. Малашне те çаплах маттур пулăр. Шкулта илнĕ тарăн пĕлÿпе пултарулăхăр сире хăвăрăн ĕмĕтĕре пурнăçлама пулăштăр. Юратнă профессие суйласа илсе, пурнăçра хăвăрăн вырăна тупма сире ăнăçу сунатпăр. Çакна яланах асра тытăр: пирĕн район, тăван республика, çĕршывăмăр малалла аталанса пырасси сирĕнтен нумай килет.
Çак куна кашни çулах пурте пĕрле хаваслă паллă тăваттăмăр. Шел пулин те, кăçал çĕршывра коронавирус инфекцийĕ сарăлнине пула çапла тума май килмест. Апла пулин те, сирĕн кăмăла çакă пĕрре те ан хуçтăр. Сире экзаменсене ăнăçлă тытма, пурсăра та пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме ырă сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, мĕн шухăшлани пурнăçланса пытăр.
Уйрăм тав сăмахĕсене вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе калас килет. Сирĕн ачăрсем малалла та сире çитĕнÿсемпе савăнтарса тăччăр.Тавах сире ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани панăшăн.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çулăрсем уçăлсах пыччăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.