Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Победы

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем!

 Хаклă ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче  Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Майăн 9–мĕшĕ - пирĕншĕн пуриншĕн те уяв. Çак кун паянхи мирлĕ пурнăçшăн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, киле çĕнтерÿпе таврăннă  паттăр салтаксене, тылра çак куна çывхартма пулăшнă  ĕçченсене аса илетпĕр, тав тăватпăр. Çак хаяр вăрçа пирĕн районтан 9845 çын тухса кайрĕ. Вĕсенчен 5491-шĕ каялла таврăнаймарĕ. Паттăр салтаксене эпир нихăçан та манмастпăр.

Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн вĕсен йышĕ чаксах пырать. Паян районта  пурĕ 8 вăрçă ветеранĕ, 430 тыл ĕçченĕ пурăнать.  Тавах сире çапăçури тата ĕçри паттăрлăхшăн, Аслă Çĕнтерÿшĕн, паянхи телейлĕ пурнăçшăн.

Çавăн пекех вăрçă  нушипе пиçĕхнĕ, кунне -çĕрне пĕлмесĕр аслисемпе тан тылра  ĕçленĕ «вăрçă ачисене» хастар ĕçшĕн тав тăватпăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир эсир парнеленĕ мирлĕ пурнăçра тăван района малалла аталантарассишĕн, вăл çулсерен   вăйлăрах та пуянрах пултăр тесе тăрăшатпăр.

Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ  пултăр.

Ватлăхăр канлĕ килтĕр. Çумра яланах çывăх çынсем пулччăр.

Килĕрсенче ачасен телейлĕ сасси янăратăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев.