Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Весны и Труда
Хисеплĕ Муркаш район çыннисем!
Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Çак уява эпир çут çутçанталăк чĕрĕлсе пынă вăхăтра паллă тăватпăр. Мир, ĕç, туслăхпа пĕрлĕх - çак енсем мĕн чуль вăхăт иртсен те, пирĕн пурнăçра тĕп вырăн йышăнаççĕ. Муркаш тăрăхĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн район яланах малтисен ретĕнче пулнă. Паян та эпир пурте пĕрле çитĕнÿ çулĕпех утатпăр. Районти кашни çын тăван район, республика, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр малашне тата та вăйлăрах, пуянрах пултăр тесе тăрăшса ĕçлет. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, утас çулăр пĕрмай уçăлсах пытăр.
Пурне те сире çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемйĕрсенче яланах тулăх пурнăçпа килĕшÿ пултăр. Чĕрери юрату пурăнма, ĕçлеме вăй-хал хуштăр.