Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Моргаушского района

Хисеплĕ ентешсем!

Сире  пурне те района йĕркеленнĕренпе 76 çул çитнĕ ятпа саламлатпăр!

Муркаш районĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем нихăçан та йывăрлăхран хăраман, малашлăха та çирĕп шанчăкпа пăхаççĕ. Район çыннисем пĕрле пулса, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсене чăтса ирттернĕ: кам - фронтра, кам - тылра çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне ура çинее тăратнă, паян та района аталантарассишĕн, çынсен пурнăçне лайăхрах тăвассишĕн пĕрлех тăрăшатпăр.

Юлашки çулсенче районта çулсем тăвассипе, социаллă объектсене юсассипе активлă ĕçлетпĕр. Промышленноç производстви, ял хуçалăх продукцине туса илесси ÿссе пырать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленеççĕ. Районти чылай çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пырать.

Муркаш районĕ çулсеренех Пĕтĕм Раççейри «Лучшее муниципальное образование» конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсенйышне кĕме тивĕçет.

Паян эпир района никĕсленĕ, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшнă пур ăрăва тата халĕ Вăй хуракансене пурне те тав сăмахĕ калатпăр.

Район аталанăвĕ Хамăр алăра. Çакна муркашсем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа малалла та пĕрлех ĕçлер.

Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх тата тăнăçлăх, тăван района вара малалла та ÿсĕмлĕ аталанса çитĕнÿсен çулĕпе утма сунатпăр.

Район пуçлăхĕ - депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                    И.Н. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                      Р. Н.Тимофеев