Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным женским днем
Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!
Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Çурхи кун çĕр çине ăшă та хĕвеллĕ кунсемпе çутă ĕмĕт .илсе килнĕ пек çĕр çинчи мĕнпур ырри, мĕнпур илем сирĕнпе çыхăннă, хаклă хĕрарăмсем. Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр, вĕсем ырă кăмăллă, ĕçчен, телейлĕ пулччăр тесе чунтан тăрăшатăр. Çав хушăрах эсир пĕр вăхăтрах харăсах çĕр ĕç тума та пултаратăр. Çывăх çыннăрсене пулăшма та, ăшă сăмахпа хавхалантарма та вăхăтне те, майне те тупатăр. Ĕçре те эсир яланах малта. Обществăлла ĕçре хастар. Тавах сире çемье телейне, кил ăшшине упранăшăн, чăтăмлăхăрпа иксĕлми юратушăн, тăван район çулсеренех вăйланса, тĕрекленсе пытăр тесе ырми-канми тăрăшнăшăн.
Юратнă хĕрарăмсем! Эсир юнашар пулсан, пурнăç тата та илемлĕ, эсир çумра чухне эпир вăйлă та телейлĕ. Пурне те сире çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Ачăрсем яланах савăнтарччăр сире. Çывăх çыннăрсен юратăвĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр. Сăн-питĕр яланах телейлĕ кулăпа çиçсе тăтăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.