Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе – Культура ĕçченĕн кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Культура сфери район аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир хамăр халăхăн йăли-йĕркине, ăс-хакăлпа нравственность тĕлĕшĕнчи хаклăхĕсене  сыхласа хăварса, вĕсене  малалла аталантарас, ял çыннисен  канăвне усăллă та интереслĕ ирттерес тесе  сахал мар тăрăшатăр. Хăвăр  ирттерекен тĕрлĕ енлĕ мероприятисенче эсир çынсене илеме, мĕнпур ыррине курма-туйма вĕрентетĕр. Районта художество пултарулăх коллективĕсемпе  драма ушкăнĕсен йышĕ ÿссе пыни те  эсир çынсене искусствăна, пурнăçа юратма вĕрентнине çирĕплетет. Кăçал Раççейри Асăнупа Мухтав çулталăкĕнче эсир çитĕнекен ăрăва хамăрăн çĕршывăн мухтавлă историне чун-чĕрепе туйса ăнланма май паракан, вĕсене  патриотизмла воспитани паракан ĕçсене  ытларах тăвасса шансах тăратпăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, хăвăрăн пултарулăхăрпа çынсене чунпа та, ĕçпе илемлĕ пулмаллине кăтартса панăшăн, çынсене тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнăшăн.

Эсир республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче малти вырăнсене йышăннăшăн эпир савăнатпăр. Пултарулăх ĕçĕнче малалла та хастар пулма ырă сунатпăр.

Юлашки çулсенче районта культура учрежденийĕсене юсассипе сахал мар ĕçсем тăватпăр. Кăçал  ку ĕçе малалла тăсатпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                         И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                           Р.Н. Тимофеев.