Моргаушский муниципальный округ

«Волга - Вăрăмой» çула малалла юсаççĕ

Муркаш районĕ Шупашкар агломерацийĕ шутĕнче «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проектне пурнăçлама активлă хутшăнать. Унăн шайĕнче иртнĕ çул «Волга - Вăрăмой» автомобиль çулне 3,3 километр тăршшĕ тĕпрен юсаса нормативлă шая çитерме май килнĕччĕ. Кăçал ку ĕç малалла тăсăлмалла. Асăннă çулăн татах тепĕр пайне 3,5 километр юсама палăртнă.

Çула юсама май тупнишĕн Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Шуркасси ялĕнче пурăнакансем питĕ хавас. Сăлтавĕ те çук мар. Çул кирлĕ шайра пулман пирки заказпа таксистсем те ку тăрăха килсе çÿресшĕн мар. Республика тĕп хулинчен маршрут автобусĕ те ирхине пĕр рейс кăна тăвать. Ял çыннисен вара ĕçе хулана е район центрне кам мĕнле пултарнă пек çÿреме тивет. Уйрăмах ватă çынсене хулана е район центрне кайса çÿреме кансĕр.

Ку ялта 179 çын пурăнать. Ялта хальхи ФАП пур. Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе иртнĕ çулсенче хăйсен ял клубне юсама май çитернĕ. Муркаш райповĕн магазинĕ те пур, мĕн кирлине туянма пулать.

«Халĕ вара пирĕн ял патне çити хăтлă асфальт çул та пулать. Тавах ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ çакăн пек наци проекчĕ пурришĕн», - теççĕ вĕсем.

Ку автомобиль çулĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 16,7 километр. Çулăн 1,7 километр тăршшĕ сыпăкне федерацин ун чухнехи «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» программи шайĕнче 2017 çултах юсама май килнĕччĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Районная газета "Знамя Победы" (№4 от 22 января 2022 года)