Моргаушский муниципальный округ

Тикĕс çул пурне те кирлĕ

Автомобиль çулĕсем çинчи шăтăк-путăксене саплассипе çыхăннă ĕçсене апрель уйăхĕнче вĕçлес пулать. Çакăн пек задача лартнăччĕ Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов район администрацийĕсемпе хула округĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ видеоканашлура.

Кунпа пĕрлех вăл çÿп-çапа пуçтарассин, бордюрсене тата чарăну павильонĕсене, çул-йĕр знакĕсен тĕревĕсене сăрлассин ыйтăвĕсене те тимлĕхре тытма ыйтнăччĕ. Ку ĕçсем районта планпа пăхнă пек пулса пыраççĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Анна Иванова каласа панă тăрăх, ялсем хушшинчи район çулĕсене юсаса-пăхса тăрассипе кăçал 4 организаци ĕçлет. Кусем вĕсем чикĕллĕ яваплăхлă «Стройка-21», Проксис», «Сокол» тата «ДЭП-146» обществăсем.  Çулсене тытса тăма 2020 çул валли 23,2 млн тенкĕ уйăрма пăхнă пулнă. Контрактсене асăннă обществăсемпе 22,4 млн тенкĕлĕх тунă.

Ĕçсене ятарлă планпа килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне çул-йĕр знакĕсене йĕркене кĕртсе çитерме пăхнă. Хĕл каçа юрăхсăра тухнисене улăштараççĕ, сăрлаççĕ. Çавăн пекех автомобиль çулĕсем хĕрринчи лаптăксене тикĕслессипе, тирпейлессипе, тасатассипе те ĕçсем пыраççĕ.

Кунпа пĕрлех çул хĕрринчи ÿссе кайнă йывăçсемпе тĕмсене касса тирпейлес ĕçсене те апрель уйăхĕнчех вĕçлеме палăртаççĕ. Çакă чи малтанах çул çÿрессин хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çанталăк йĕркеленнĕ май вара çул-йĕр разметкине тăвассипе, çулсен барьер чикĕлевĕсене тасатса юсассипе, сăрласа шуратассипе те ĕçсене анлăн туса ирттерме пăхнă.

Çул-йĕр юсав ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк темелле мар. Автомобиль çулсем çинчи шăтăк-путăксене саплассин ĕçĕсене кăçал 1175 тăваткал метр лаптăк çинче туса ирттерме палăртнă. Ку ĕçе çак вăхăта вĕçленĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех 7 павильон сăрланă, çул-йĕр знакĕсене 7 улăштарнă, йывăç-тĕмсене каснă. Çулсене пăхса-тытса тăрассипе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Кăçалах «Волга - Шуркасси - Анатри Тăмлай - Çĕнĕ Тăмлай» автомобиль çулне юсама палăртнă.  Уйăракан сумма 4,8 млн тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех «Волга - Мăн Сĕнтĕр - Кĕрекаç» çула юсассин иккĕмĕш тапхăрĕпе юсав ĕçĕсене 3,7 млн тенкĕлĕх туса ирттермелле пулать. Пĕтĕмĕшле вара 2020 çулта ялсем хушшинчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан çулсене юсама 9 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Кунсăр пуçне ку çулсене пăхса-тытса тăма 6,4 млн тенкĕ пăхса хунă. Ял тăрăхĕсенчи ялсенчи çулсене юсама вара 8,6 млн тенкĕ уйăрĕç. Ĕçсем калăпăшлă. Апла пулсан район çулĕсен те, ял тăрăхĕсенчи вырăнти çулсен те пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланĕ.

Ытти çулсенчи пекех, кăçал та район территорийĕнче «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнче те калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле пулать. Пĕтĕмĕшле 4,75 километр автомобиль çулĕсене тĕпрен юсаса нормативлă шая çитерме палăртнă. Юсав планне кĕртнĕ çулсем виççĕ. Кусем вĕсем «Муркаш - Çурлатри», «Волга - Кăпас» тата «Мăн Шашкар - Мемеккасси - Хунтăкасси» çулсем. Асăннă объектсенче ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле 38,5 млн тенкĕ уйăраççĕ.

2,2 километр тăршшĕ «Волга - Кăпас» автомобиль çулне кăçал мĕнле подряд организацийĕ юсасси паллă ĕнтĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче ирттернĕ аукционра чикĕллĕ яваплăхлă «Дорожник» общество çĕнтернĕ. Ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар, 10,6 млн тенкĕлĕх.

«Муркаш - Çурлатри» çула юсакан подряд организацийĕ те çак кунсенче паллă пулнă. Ĕçсене чикĕллĕ яваплăхлă «Стройком» общество туса ирттерĕ. 1,55 километр çула юсама 13 млн тенкĕ уйăрĕç. Строительсем юсав ĕçĕсене июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.

Пĕлетпĕр, пĕтĕм тĕнчипех коронавирус инфекцийĕ алхасать. Чылай-предприяти организаци вăхăтлăх ĕçлеме чарăннă. Лару-тăру çăмăл мар, кăткăс. Çулсене тытса тăрас тата юсас енĕпе кăçал валли палăртнă ĕçсем пурнăçланмасăр юлас хăрушлăх та çук мар. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев иртнинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура та асăнчĕ. Çавăнпа та пурин те яваплăх, тимлĕх пирки самантлăха та манма юрамасть.

В. ШАПОШНИКОВ.

Районная газета, №31 от 25 апреля 2020 г.