«Кăçал 3 çул юсама палăртатпăр»
2017 çулта пирĕн район Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» программине хутшăнма тытăнчĕ. 2019 çултанпа вара «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçларĕ. Вĕсен шайĕнче районта çулсене юсассипе туса ирттерекен ĕçсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Алексей МАТРОСОВ пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Федераци программи, наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăнни тăваттăмĕш çул кăна пулин те, çулсене юсаса нормативлă шая çитерессипе çак тапхăрта туса ирттерме май килнĕ ĕçсене паянах тишкерсе хак пама пулать. Çакă пĕтĕмпех çул çÿрессине хăрушсăртарах тăвассипе, çул çинче пулакан инкек-синкеке чакарассипе çыхăннă.
Программма ĕçлеме тытăнсанах 2017 - 2018 çулсенче 5 автомобиль çулне тĕпрен юсама май килчĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 26 километра яхăн. Çавăн пекех район территорийĕнчи çулсем хĕрринче вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6 шкул патĕнче çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли вырăнсене хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçсене туса ирттерме уйăрнă сумма 117 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутран 2018 çулта 24 километра яхăн çулсене 109,6 млн тенкĕлĕх юсанă.
Иртнĕ çул юсав ĕçĕсем малалла тăсăлчĕç. Çапла вара районта 3 автомобиль çулне пĕтĕмĕшле 9 километра яхăн юсанă, юсав ĕçĕсем валли 113,5 млн тенкĕ уйăрнă. 7,29 километр тăршшĕ «Исетерккĕ - Актай», 1,27 километр тăршшĕ «Сура - Çĕмĕртлĕх Чемей» çулсене, çавăн пекех Муркашри Парковая урам çулне 0,41 километр тĕпрен юсанă.
Кăçалтан тытăнса район администрацийĕ «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнчи «Дорожная сеть» тата «Общесистемные меры развития дорожного хозяйства» федераци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлеме тытăнать. Вĕсен шайĕнче кăçал район территорийĕнчи 3 автомобиль çулне тĕпрен юсаса нормативлă шая çитерме палăртатпăр. Кусем вĕсем: 2,2 километр тăршшĕ «Волга - Кăпас», 1,55 километр тăршшĕ «Муркаш - Сура - Çурлатри» тата 1 километр тăршшĕ «Мăн Шашкар - Мемеккасси - Хунтăкасси» çулсем.
Наци проекчĕ шайĕнче çулсене юсама кăçал пĕтĕмĕшле 38,5 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Вăл шутран федераци бюджетĕнчен 19,2 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен 18,3 млн тенкĕ уйăрĕç, вырăнти бюджетран 964,4 пин тенкĕ уйăрмалла пулать.
Планпа çул-йĕр юсав ĕçĕсене кăçалах вĕçлеме палăртнă. Çавăнпа та кирлĕ документацие вăхăтра хатĕрлесе çитерсе конкурс процедурисене туса ирттерес, подряд организацийĕсене палăртса юсав ĕçĕсене хăй вăхăтĕнче тата пахалăхлă пурнăçлас задача тăрать.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.
Районная газета "Знамя Победы", №20 от 18 марта 2020г.