Гимн Моргаушского района
МУРКАШ РАЙОНĔН ГИМНĔ
Кĕвви Ф.Лукинăн Сăвви А.Лукинăн
Таврара Муркашăн
Ячĕ хисепре
Юрăра мухтасшăн
Халь эпир тепре.
Хушса юрламалли:
Ỹс, çĕклен, Муркашăмăр
Пуянлан, вăйлан,
Ĕçĕмĕрпе юррăмăр
Сан валли ялан!
Сĕчĕ-çăвĕ тулăх,
Тырăран пуян.
Кĕрешме хăюлăх
Хăнать, ялан.
Хушса юрламалли.
Савăк çепĕç юрă
Янăра, кĕрле.
Утăпăр маттурăн
Халăхпа пĕрле.
Гимн района утвержден решением Собрания Депутатов Моргаушского района от 25 декабря 2002 г.
Гимн района без слов Гимн района со словами