Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем строителя

Муркаш районĕнчи  строительство отраслĕн ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çăмăл мар, анчах çав тери пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Эсир тăрăшса ĕçленĕрен пирĕн район çулсеренех илемленсе, çирĕпленсе пырать. Эсир çĕнĕ çуртсем, çулсем тăватăр, вĕсене юсатăр. Çынсен пурнăç условийĕсем лайăхлансах пыччăр тесе чунтан тăрăшатăр. Тавах сире çакăншăн.

Сире пурне те çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул, телей  сунатпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Мĕн шухăшлани пурнăçлансах пытăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                 А.Н. Матросов.



11 августа 2022
15:45
Поделиться