Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н. Матросова с Днем семьи, любви и верности

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çак  уяв пире мăшăрсем пĕр-пĕрне юратни, пĕр-пĕрне шанни, тăван кил ăшши кашни çын пурнăçĕнче мĕн  тери хаклă пулни çинчен калать. Килте юратупа килĕшÿ пулсан, пĕр -пĕрне ăнлансан, ĕçре те  йăлтах йĕркеллĕ пулать.  Пурнăçра йăлтах чун-чĕрери лăпкăлăхран килет. Туслă çемьере ачасем те телейлĕ ÿсеççĕ. Мĕн пĕчĕкренех ыррине, лайăххине курса çитĕннĕскерсем  Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулса тăраççĕ.

Пурнăç  пĕрмай пĕр тикĕс килмест. Пĕр-пĕрне юратнипе, хисепленипе пĕрлех каçарма   та пĕлмелле пирĕн. Хамăрăн ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Çак уява халалланă Петрпа Февроний пек  пурин те ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнмалла пултăр. Пĕрле чухне йывăрлăхсене те çĕнтерме çăмăлрах.

Пирĕн хушăра урăх çемьесенчи ачасене  ашшĕпе амăш юратăвне паракан мăшăрсем те сахал мар.  Вĕсен ячĕпе уйрăм тав сăмахĕсене  калас килет.

Çамрăк çемьесене вара пĕр-пĕринпе ĕмĕр юратса, килĕштерсе пурăнакан мăшăрсенчен ырă тĕслĕх илсе, юратăва, çемье ăшшине упрама сĕнес килет.  

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем  те ăнсах пыччăр. Инкек-синкек сирĕн кил çывăхне те ан пытăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                    И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                     А.Н. Матросов.



07 июля 2022
09:54
Поделиться