Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем строителя

Хисеплĕ строительсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Питĕ кирлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр эсир. Эсир тăрăшнипех районта çулсеренех çĕнĕ çуртсем, социаллă объектсем  çĕкленеççĕ. Эсирех  вĕсене юсаса хăт кĕртетĕр. Хăвăрăн тăрăшуллă ĕçпе район экономикине çирĕплетнипе пĕрлех çынсен пурнăç  шайне хăпартма пулăшатăр, вĕсене савăнăç парнелетĕр.  

Çавăн пекех эсир çул тăвассипе тата юсассипе те сахал мар ĕçсем туса ирттеретĕр. Кăçал та районта «Хăрушлăхсăр тата  пахалăхлă автомобиль çулĕсем» федераллă программăпа çулсене малалла юсатпăр. Çавăн пекех инициативлă бюджетировани программипе те ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр.

Унсăр пуçне çĕнĕ çуртсене çутçанталăк газне  кĕртессипе сахал мар ĕç тăватăр.

Тавах сире района аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн. Малашне те хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шанатпăр. Сире çак ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çемьере яланах тулли пурнăç, килĕшÿ пултăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев.



06 августа 2020
17:47
Поделиться