Моргаушский муниципальный округ

Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуҫланчѐҫ

Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуҫланчѐҫ

Сисĕнмесĕрех тепĕр çулталак хыҫа юлчѐ. Çавна май Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç.   Раштав уйàхèн 27- мèшèнче, Орининти культура Çуртне ҫак ял тăрăхĕнче пурӑнакан тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем йышлă пухăнчĕç.

Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ю.Пушкова, ветерансен Канашĕн ертÿçи В.И. Вязов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А.Г.Прокопьев Çĕнĕ çул уявĕпе саламласа пурне те нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, çĕнĕ ăнăçусем тума сунчĕç, уява хаваслă ирттерме чĕнсе каларĕç.

Çавӑн пекех уявра Çѐньял-Оринин ялӗнче пурӑнакан анлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн 50 ҫул тытӑнса утакан мӑшӑра, Алексей Ильичпа Нина Дмитриевна Васильевсене чысларѐҫ. Сумлӑ мӑшӑра район администрацийӗн ЗАГС пайѐн пуҫлӑхӗ Е.Л.Иванова саламларѐ. Алексей Ильичпа Нина Дмитриевна нумай ҫул каялла пулнине аса илсе Муркаш район администрацийӗн ЗАГС пайӗн Хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекинче алӑ пусса ҫирѐплетрѐҫ. Мулкачкасси клубѐ ҫумѐнче йѐркеленнѐ «Пучах» ушкӑна ҫўрекенсем туй юррисем шӑрантарчѐҫ, хаваслӑ такмаксемпе ташлаттарчѐҫ.

Уяв программи пурне те килѐшрѐ. Ӑна ертсе пыма Оринин халӑх театрѐн хастарне, К.Андреевӑна шанса пачѐҫ. Чикан майри костюмĕсене тǎхǎннǎ хастар ветерансем пурин кǎмǎлне те çĕклеме пултарчĕç, савǎк кǎмǎл парнелерĕç. Хĕл Мучипе Юрпике вара пухăннисене чăрăш тавра карталанса юрăсем юрлаттарчĕç, ташăсем ташлаттарчĕç пылак кучченеçпе хǎналарĕç, лотерей билечĕ те выляттарчĕç.  «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ уява хутшӑнакансене илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Мӑн Сѐнтѐр райповѐн ѐҫченѐ, Т.Г.Михайлова, ветерансене тутлӑ апат-ҫимѐҫѐпе тивѐҫтерчѐ.



30 декабря 2019
08:26
Поделиться