Моргаушский муниципальный округ

Культура Çуртĕнче художникпа тĕл пулчĕç

Культура Çуртĕнче художникпа тĕл пулчĕç

Москакасси культура Çуртĕнче Анна Васильевна Брагина художникӑн выставки уйӑх каяллах ĕслеме пуçланӑ ĕнтĕ. Çак выставкӑпа ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем, шкул ачисем самаях паллашнӑ ĕнтĕ. Акӑ паян та, декабрĕн 18-мĕшĕнче, Москакассинчи 8-мĕш класра вĕренекен çамрӑксем чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.И.Пушкинапа выставка курма уроксем хыççӑн килсе çитрĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем тата А.Брагина ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илчĕç.

Малтанах çамрӑксене Г.Голубева çак выставкӑна йĕркеленĕ А.В.Брагина пирки кĕскен каласа пачĕ. Ун хыççӑн А.В. Брагинӑна сӑмах пачĕ. Анна Васильевна малтанах çамрӑксене хӑйĕнпе кĕскен паллаштарчĕ, унӑн интереслĕ ĕçĕсене Муркаш районĕнчен пуçласа Америка таранах курма пултарни çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Малтан хӑваран çыхса ӑсталанӑ ĕçсемпе паллаштарчĕ, кайран картинӑсем çине куçрĕ. Шкул ачисем унӑн ĕçĕсем çине çав тери интересленсе пӑхса тӑчĕç, вӑл каланине тимлĕн итлерĕç. Кайран Анна Васильевна пурне те сĕтел хушшине ларма йыхравларĕ. Кунта та ачасемшĕн тĕлĕнмелли татах пулчĕ.

Пултаруллӑ ал - ĕç ӑсти Çĕнĕ Çул валли теттесем тума мастер-класс туса ирттерчĕ. Ачасем кӑсӑклансах пӑхса тӑнласа ларчĕç вӑл вĕрентнине. Хӑйсене усӑллӑ канаш панӑшӑн çамрӑксем Анна Васильевнӑна чунтан тав сӑмахĕ каларĕç. Анна Васильевна пурне те асӑнмалӑх хӑй аллипе ӑсталанӑ парнесем парса хавхалантарчĕ. Юлашкинчен пурте асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕк ÿкерттерчĕç.



19 декабря 2019
08:40
Поделиться