Моргаушский муниципальный округ

Профсоюз ĕçченĕсем тĕл пулчĕç

Профсоюз ĕçченĕсем тĕл пулчĕç

Чăваш Республикинчи профсоюз ĕçченĕсен пĕрремĕш сессине 1920 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта ирттернĕ. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн 2019 çулхи майăн 3-мĕшĕнчи «О дне профсоюзов Чувашской Республики» Указĕпе 2019 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче пуçласа Чăваш Республикинчи профсоюзсен кунне паллă турĕç. Çавна май ку тапхăрта республикăри тĕрлĕ организацисенчи профсоюз членĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕсене ирттерме палăртнă.

Пирĕн районта çак ĕçлĕ тĕл пулăва сентябрĕн 5-мĕшĕнче «Волжские зори» кану лагерĕн пĕр уçланкинче йĕркелерĕç. Тĕл пулăва тĕрлĕ отрасльти профсоюз организацийĕсен 12 членĕ пухăнчĕ. Малтанах профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн ертÿçи Фаина Григорьева пурне те çитсе килекен паллă кунпа саламларĕ, профсоюз организацийĕсен 100 çулхи юбилейне тивĕçлĕ шайра кĕтсе илме районти профсоюзсем хушшинче тĕрлĕ мероприяти туса ирттермелли ĕç планĕпе паллаштарчĕ.

Çак кун медицина, райпо, культура, вĕренÿ сферисенчи тата ял тăрăхĕсенчи профсоюз ĕçченĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Хыççăн искусство шкулĕн директорĕ Ольга Григорьева сывлăха çирĕплетме тĕрлĕ хусканусем тутарчĕ. Хусканусене хаваслăрах тума Надежда Кондукторова баянпа каласа хавхалантарчĕ. Пуçтарăннă ĕçченсем хаваслансах хăйсен сывлăхне кăштах та пулин çирĕплетме пултарчĕç.

Кайран вара профсоюз ĕçченĕсем çавра сĕтел хушшине ларса 100 çулхи юбилея тивĕçлĕ шайра интереслĕрех ирттересси пирки канашларĕç.



09 сентября 2019
11:36
Поделиться